Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пачах урӑхла теме те юрать, мӗншӗн тесен — хӑйӗнчен хӑй тӗлӗнет Соня! — ҫав тери курса калаҫас килчӗ ялти учительницӑна.
8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Пач хускалмасӑр, пӑшалне шӑппӑн чӑмӑртаса — Стар ун тӗлӗнчен мӗлтлетсе иртнӗ сӑн-пите шухӑшӗнче сӑнарларӗ, унра хаярлӑхпа тӑнсӑрлӑх ҫуккишӗн самаях тӗлӗнет; ҫав сӑнра — ытти ҫын сӗмӗсемех, тӗмсӗлсе сӑнасан хӑйне евӗрлӗ илем те ҫук мар.
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.
Детрейӑн чикӗллӗ шалӑвӗпе тата хӑйӗн укҫине вӑрттӑн хушса, — чӑн та, ҫакна вӑл питӗ лайӑх суйса упӑшкин укҫиех тесе «саккунлатать», — Джесси пӳртне питех те чаплӑ хӑтлӑха ҫавӑрчӗ, хӑйӗн маттурлӑхӗнчен хӑй те чӑнласах тӗлӗнет.
XXIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Вӑл ӑна ҫӗклесе пынӑ май хӗр йывӑрлӑхне пачах туйманшӑн тӗлӗнет, аллисем ҫинче выртакан Джессие ӑнсӑртран кансӗр пуласран асӑрханать.
XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Хӗр ҫыру пирки каланӑшӑн вӑл самаях тӗлӗнет, ара, Джесси паҫӑрах ҫывӑратчӗ-ҫке, ҫырӑва вӑл ниепле те курма пултарайман, — вара хӗрарӑм Джессие ҫакна пӗлтерчӗ.
XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Савӑннинчен ытларах тӗлӗнет.
XIX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Паян нихӑҫанхинчен те айвантарах, — терӗ Ева кутӑнлашса; ашшӗ ҫакӑншӑн ӑшӗнче кӑштах тӗлӗнет.
XVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Чарусӑр тараватлӑхпа туяннӑ, курайманлӑхпа пӑрахса хӑварнӑ, унтан каллех такамӑн сӳрӗк алли тирпейлӗн тултарнӑ ҫак япаласене курсанах Моргианӑна тунсӑх пусса илчӗ, ҫав хушӑрах савӑнса тӗлӗнет; аллисене шӑн ҫапрӗ, чӗри канӑҫсӑррӑн, ыратса тапать.
XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Ҫав хушӑрах ӑшӗнче савӑнса тӗлӗнет.
X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
«Виҫӗм кун шаккарӗҫ-ҫке, — тӗлӗнет Джесси, — халӗ тата мӗншӗн кӑларса хунӑ?».«Уже выколачивали третьего дня, — сказала Джесси, — зачем теперь выносить?»
III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Биче чӑннипех тӗлӗнет.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Паян мӗнле ӑнман каҫ пулчӗ-ши? — тӗлӗнет Елис.
Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html
Ӑрӑмҫӑн юлашки сӑмахӗсем — Гент Н' Комбене сиплеме хатӗррине хирӗҫлеме хӑтланни, ку — пӗр иккӗленӳсӗр, сунарҫӑ кӑштах тӗлӗнет: вӑл короле сыватма шухӑш тытнине мӑчавар ӑҫтан пӗлет-ха, ара, вӑл кунта ҫукчӗ-ҫке, анчах унӑн уйланӑвне ӑрӑмҫӑн пӗтӗмлетӳллӗ сӑмахӗсем татрӗҫ:
XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Вӑл Н' Комбе короле курчӗ те унӑн хӑватлӑхӗнчен тӗлӗнет.
XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Стэнли тӗлӗнет, — тӗллеве пурнӑҫа кӗртес ӗҫре кӑштах иккӗленӳ пурри пирки шухӑшланине тӗлӗнӳ теме юрать пулсан, — анчах хӑйӗншӗн ют ҫак туйӑма пусарчӗ те килӗшнине евитлерӗ, вара вӗсем ҫийӗнчех ӗҫе мӗнрен пуҫӑнмаллине сӳтсе явма пикенчӗҫ.
I. Стэнли Африка ӑшнелле каять // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Молли куҫӗсем ҫиҫеҫҫӗ, — ҫав тери тӗлӗнет те савӑнать, — паллӑ: Ганувер анлӑн ҫавӑрнӑ, сарлакан, — вӑл кӑна ҫапла тума пултарнӑ ахӑр.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Хутран-ситрен Галеран хунар ҫутинче каялла-малалла пӑхкалать те хӑпартланса тӗлӗнет: туннелӗн ҫак вун тӑватӑ метрӗ, тӳп-тӳрӗскер, ҫине тӑраслӑх тӳрре тухнипе мӑнаҫлантарать.
XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ван-Конет вара хӗрӗн пуян тупришӗн юратса пӑрахнӑран юла юпать, кӑштах, паллах, тӗлӗнет: хӗрарӑмсем хӑйне кӑмӑлланине пӑхмасӑр — вӑл пулас чӳкҫӗ йӗрӗ ҫине ӳкнӗ самантранах ҫав чӳкҫӗ вӑл тӗлленӗ ҫӗре мӗншӗн чупса тухрӗ?
III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ҫав хушӑрах ҫав сӑмах-халап ӑна сиен кӳмест, пач урӑхла, уншӑн усӑллӑ теме те юрать-тӗр, ара, этем ӑс-тӑнӗ йӗркелӗх-ӗренкелӗхрен те — енчен те ӑна тапӑнсан, тытайми-палӑрмилӗхрен те — вӑл талантлӑ пулсан, — савӑнса тӗлӗнет.
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
— Ҫаплах-тӑр, — килӗшрӗ Давенант, кӑштах тӗлӗнет: «Урӑхла та пулма пултарать-и вара?».— Ну да, — согласился Давенант, удивляясь, как могло бы быть иначе.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.