Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫывӑрса кайсан, вӑл тӗлӗк курчӗ.
Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.
Курак Мӗтри, хунькассинче пулнӑ пек, халӗ унтан урапа ҫинче силленсе таврӑннӑ пек тӗлӗк тӗлленсе выртаканскер, такам хыттӑнах: «Тӑр, мучи! Ҫитет сана ҫемҫе ҫӗрте кун чухлӗ ҫывӑрса килнипе», — тенине илтсе вӑранса кайрӗ.
Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.
Халӗ курнӑ тӗлӗк кӗҫех пурнӑҫланма пултарать.
23-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Тутлӑ тӗлӗк курса ҫывӑр.
V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Тӗлӗк илеме — пӗлӗтсем витӗр шӑвакан е тӗксӗмрех, е шупкарах, е ҫап-ҫутӑ уйӑх пек сӑн-питлӗ, шухӑшсен пӗлӗтне пула улшӑнакан сӑн-питлӗ, ҫӑп-ҫӑмӑл кӗлеткеллӗ Надя, хӑйӗн тин ҫеҫ пуҫланакан пурнӑҫӗпе, хӑйӗн ӑнланӑвӗпе, ӗмӗт-шухӑшӗпе витӗрех курӑнакан Надя.
IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Тутлӑ тӗлӗк курса вӑраннӑ, лайӑхах вӑранса та ҫитеймен ҫын пек утса пыратӑп.
IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Хӑрушӑ тӗлӗк ҫаплах куҫӗ умӗнчен ҫӗтме пӗлмерӗ.
13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Темле усал тӗлӗк пек халь ҫавӑ маншӑн, — Сулагаев мӑн кӑмӑллӑн кулса илчӗ:
7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Тепӗр чух хайхи мӗскӗн сӗтел хушшинче ларнӑ ҫӗртех тӗлӗк курма пуҫлать.
1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Ҫавӑн хыҫҫӑн килте мана пӗр вӑхӑт хушши нимӗн те интереслентермерӗ, пурнӑҫ пӗтӗмпех тӗлӗк пек туйӑнатчӗ…
Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.
Тен, ку пӗтӗмпех тӗлӗк?
Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.
Эпӗ хама хам пачах шанми те, пурнӑҫа ӗненми те пулаттӑм, ҫавӑн чухне йӗри-тавралӑх тӗлӗк пек туйӑнса каятчӗ, ҫынсем мӗлке пек курӑнса илеҫҫӗ…
Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.
Кун пек ҫӗрте тӗлӗк те тутлӑ.
6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Хутран-ситрен Хура Качакана кайса килкеленӗ май виҫӗ уйӑх Испухановшӑн илемлӗ тӗлӗк пек хаваслӑн иртрӗ.
5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.
Тӗлӗк те кура пуҫланӑ.
Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ҫывӑрма выртсассӑн Укаслу хӑрушӑ тӗлӗк курчӗ.
Ҫула туясӑр ан тух // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Тӗлӗк пекех иртсе кайнӑ кунсенни Тин каялла тавӑрас ҫук ырлӑхне, Ҫурхи шыв пек юхса выртать ҫут тӗнче Иртнипеле кичемлес мар чунсене».
XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Чӗкеҫ туйне сиснӗ пек Хӑта пулса такмаклать, Ҫав вӑхӑтрах тӗлӗк пек «Еркӗн юрри» вӑл юрлать.
XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Эх, ырра мар, хам туйми Тӗлӗк курса ҫывӑрни!
XII. Элек // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Чипер арӑм Унерпи Калать тӗлӗк курнине:
XII. Элек // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.