Поиск
Шырав ĕçĕ:
Калча ешӗрме пуҫламан-ха, вӑл самаях тӗксӗмӗн выртать, хӗл каҫиччен ун симӗс тӗсне юр ҫисе янӑ тейӗн.
XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Уйӑх хӑпарман-ха, ҫавӑнпа ура айӗнчи ҫемҫе юр самаях тӗксӗмӗн курӑнать, ытла сивӗ кунсем тӑманран вӑл кӗленче ванчӑкӗ пек кӑчӑртатакан пулман-ха, пусмассерен нӑтӑртатса ҫеҫ илет.
XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Рельссем ҫинче тӑракан составсем хушшинче кӑна тӗксӗмӗн ҫунакан хунар ҫутисем, тӑшмана курӑнми шуса, сулланкаласа ҫӳреҫҫӗ.Только по путям между составами ползали, покачивались, взмахивали тусклые огоньки фонарей.
6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Тусанпа тӗтӗм хупланӑ хӗвел тӗксӗмӗн ҫутатса тӑрать.
4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Тимӗрҫ цехӗн хӑрӑмланса пӗтнӗ кантӑкӗсем тӗксӗмӗн саралса курӑнаҫҫӗ.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Ҫутӑ — тӗксӗмӗн ҫунать.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Вӑл кун ҫинчен пӗтӗмпех пӗлнӗ иккен те, ҫӗрпӳртре кӑмӑлсӑррӑн, тӗксӗмӗн пӑхса ларатчӗ.
Марфа Ильинична // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Манӑн умри ҫул йӑввӑн та тӗксӗмӗн ларса юлакан шӗшкӗ тӗмӗсем хушшипе кукӑркаланса тӑсӑлать.Дорога вилась передо мною между густыми кустами орешника, уже залитыми мраком.
Бирюк // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 148–157 с.
Инҫетри кӗтесре ылттӑн укҫасен тата чӑмӑрккисен пысӑк купи тӗксӗмӗн йӑлтӑртатать.А в дальнем углу тускло сияла громадная груда золотых монет и слитков.
ХХХIII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Сайра ҫӑлтӑрсем тӗксӗмӗн йӑлтӑртатаҫҫӗ.
XXVII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Столовӑйри сӗтел ҫинче чӗпкуҫ — шахтерсен пӗчӗк лампи тӗксӗмӗн ҫунать.На столе тускло горела коптилка — маленькая шахтерская лампочка.
«Ҫамрӑк гварди» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Ӗлӗкхи ҫӗрӗк те нӳрлӗ, краҫҫын чӗпкуҫӗсем тӗксӗмӗн ҫутатса тӑнӑ ҫӗр пӳртсем вырӑнне халӗ рабочисем валли ҫутӑ та пысӑк ҫуртсем тунӑ; чыссӑр хупахсем вырӑнне культура ҫурчӗсем, шкулсем, клубсем, театрсем, библиотекӑсем, ача сачӗсем туса лартнӑ.
Горький ячӗпе тӑракан шкул // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Эномай ҫулпуҫ палаткине пит тӗксӗмӗн пырса кӗчӗ.
XVIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Таврара мӗн пурри сисмелле марах ирӗлсе каять, ун вырӑнне, ҫурма тӗлӗкре, ҫурма чан пурнӑҫра тенӗ пек, паллӑ мар тӗнчесем темӗнле тискер кайӑксемпе тӗлӗнмелле япаласем тӗксӗмӗн те хаяррӑн курӑнса каяҫҫӗ, вӗсен хушшинче вӑл – Костя – иртсе пырать.
Утрав ҫинче // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Тӗллӗн-тӗллӗн тӗксӗм чулсене, тӗксӗмӗн курӑнан пӗчӗкҫеҫ кӳлӗсемпе пӗчӗкҫеҫ юхан-шывсене урӑхларах сӑн кӗртекен мӑк океанӗ ҫеҫ сарӑлса выртать.кроме серого моря мхов, где лишь изредка виднелись серые валуны, серые озерки и серые ручьи.
Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.
Тавракурӑм хӗрринче анса ларма пуҫланӑ хӗвел чӑмӑрӗ тӗксӗмӗн ҫутатать, ӑна темӗнле йывӑр, кӳлепесӗр тӗтре хупласа илнӗ.
Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.
Тӗксӗм кӑвак тӗслӗ шыв ҫуртсен кӗтессисенче чӑпӑл-чӑпӑлт туса выртать, собор хыҫӗнче пушӑ шыв талккишӗ тӗксӗмӗн йӑлтӑртатать, хӑш-хӑш ҫӗрте шыв тӗлӗнче хӑван хура хуллисем ҫӳлелле хӑпарса тӑраҫҫӗ.
XVI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Пӑчӑ мастерскойра лампӑсем тӗксӗмӗн ҫунаҫҫӗ: итлесерех тӑратӑн та — тӗпӗр-тӗпӗр тӗпӗртетнӗ, сасӑсем йӑсланӑ хушӑра пӑхӑр умывальникран мӑшкӑлтӑк шыв лахханӗ ҫинелле шыв васкаса тумлани уйрӑмӑнах илтӗнет.
XIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Кӗрӗк ҫинчен чапан тӑхӑннӑ йывӑр кӗлетке лавкана пырса кӗретчӗ, ҫӑмлӑ ҫӗлӗкне хыватчӗ, йывӑҫҫу тӗксӗмӗн ҫунса тӑнӑ кӗтессем ҫине пӑхса, святить туман иконӗсене куҫпа пырса тивес пар тесе, икӗ пӳрнепе сахсӑхса илетчӗ, унтан ним чӗнмесӗр хӑй йӗри-тавра куҫӗпе такса хыпашласа илетчӗ те: — Пар-ха Псалтирь толковӑй! — тетчӗ.
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫумӑрпа йӗпенсе ларнӑ кантӑк витӗр кӗркуннехи ир кухняри чӳречерен тӗксӗмӗн пӑхать; урайӗнче, сивӗ тӗттӗм ҫӗрте, кӑвак кӗлетке пӑшӑрханнӑ пек аллипе сулласа, чӳхенсе тӑрать; унӑн пӗчӗк пуҫӗ ҫинчен, чалӑшса кайнӑ тутӑрӗ айӗнчен сайра ҫутӑ ҫӳҫӗ мӑйӗпе хулпуҫҫийӗсем ҫинелле саланса усӑнса аннӑ, тутӑрӗ пӗрмаях пуҫӗ ҫинчен ана-ана каять; карчӑк ӑна сулахай аллипе хытӑ тӳрлетсе: — Пӑчланман тутӑрӗ! — тесе мӑкӑртатать.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.