Двуязычный корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӑшманӑм (тĕпĕ: тӑшман) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Леш ман тӑшманӑм вилчӗ те пулӗ, тен, — тесе шухӑшланӑ вӑл. — Пурӑнать пулсассӑн, вилес умӗн те пулин ӑна йӑлтах каласа парам-ха, ҫав путсӗр хӑй мана мӗн тунине пӗлтӗр», — тесе шухӑшланӑ та вӑл кил еннелле кайнӑ.

«Может, она и померла теперь, злодейка моя, — думал он. — А жива, так хоть перед смертью выскажу ей все; чтоб знала она, мерзавка, что со мной сделала», — думал он и пошел к дому.

II // .

Тепӗр кун ирхине, шӑп палӑртса хунӑ вӑхӑтра, эпӗ капансем хыҫне ҫитсе, тӑшманӑм пырасса кӗтсе тӑтӑм.

На другой день в назначенное время я стоял уже за скирдами, ожидая моего противника.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк. Пӗрне-пӗри // .

21. Урам тӑршшӗпе ҫӗр ҫинче ачасемпе ватӑсен виллисем выртаҫҫӗ; манӑн хӗрӗмсемпе яш ачамсем хӗҫ айне пулса пӗтрӗҫ; Эсӗ вӗсене Хӑвӑн ҫиллӳ килнӗ кун вӗлертӗн, пӗр хӗрхенмесӗр чиксе пӑрахрӑн. 22. Манӑн асапӑмсене Эсӗ, уява пухнӑ пек, пур ҫӗртен те пуҫтартӑн, ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа ҫиллин кунӗнче никам та ҫӑлӑнаймарӗ, никам та чӗрӗ юлаймарӗ; эпӗ тӑрантарса ӳстернисене манӑн тӑшманӑм пӗтерсе тӑкрӗ».

21. Дети и старцы лежат на земле по улицам; девы мои и юноши мои пали от меча; Ты убивал их в день гнева Твоего, заколал без пощады. 22. Ты созвал отовсюду, как на праздник, ужасы мои, и в день гнева Господня никто не спасся, никто не уцелел; тех, которые были мною вскормлены и вырощены, враг мой истребил».

Хӳх 2 // .

12. Тӑшманӑм хама ҫӗнтерейменнине курсассӑн, Эсӗ мана кӑмӑл тунине ӑнласа илӗп, 13. Эсӗ мана тӗрӗс-тӗкел упраса хӑварӑн, ӗмӗрлӗхе Хӑвӑн умна тӑратӑн.

12. Из того узнаю, что Ты благоволишь ко мне, если враг мой не восторжествует надо мною, 13. а меня сохранишь в целости моей и поставишь пред лицем Твоим на веки.

Пс 40 // .

Куҫӑма уҫсам, вилмеллех ҫывӑрса ан каям; 5. тӑшманӑм: «эпӗ ӑна ҫӗнтӗм» тесе ан калайтӑр.

Просвети очи мои, да не усну я сном смертным; 5. да не скажет враг мой: «я одолел его».

Пс 12 // .

Хӑҫанччен тӑшманӑм манран ҫӳлерех тӑрӗ-ши?

Доколе врагу моему возноситься надо мною?

Пс 12 // .

29. Эпӗ хамӑн тӑшманӑм пӗтнишӗн савӑннӑ-и, ӑна инкек ҫитсессӗн хӗпӗртесе тӑнӑ-и?

29. Радовался ли я погибели врага моего и торжествовал ли, когда несчастье постигало его?

Иов 31 // .

9. Унӑн ҫилли асаплантарать, мана хирӗҫ тӑрать, мана хирӗҫ шӑлне хӑйрать; тӑшманӑм ман ҫине шӑтарасла пӑхать.

9. Гнев Его терзает и враждует против меня, скрежещет на меня зубами своими; неприятель мой острит на меня глаза свои.

Иов 16 // .

20. Ахав Илияна каланӑ: тупрӑн эсӗ мана, тӑшманӑм! тенӗ.

20. И сказал Ахав Илии: нашел ты меня, враг мой!

3 Пат 21 // .

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней