Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Атя, тӑсӑларах вырт.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫавӑн пекех пысӑк сӑмса, тӑсӑларах тӑракан янах, мӑнтӑр та кӳпшек тутасем.
Иккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Пӗр-пӗр сасӑ илтсен, унӑн сӑн-пичӗ уйрӑммӑнах тимлӗн хытса тӑратчӗ: ҫинҫе те тӑсӑларах панӑ мӑйӗ ҫинче тытӑнса тӑракан янах шӑмми кӑштах малалла тухать, куҫхаршийӗсем уйрӑмах хускавлӑ, анчах хитре те пӗр тапранми куҫӗсене пула суккӑрӑн сӑн-пичӗ темӗнле хаяррӑн та ҫав вӑхӑтрах чуна хумхантармалла хурлӑн курӑнатчӗ.
V // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Тӑнлавӗсем унӑн палӑрмаллах кӑвакарнӑ, янаххи малалла тӑсӑларах тӑрать.Виски его заметно поседели, подбородок был напряженно выдвинут вперед.
XL. Офицер мундирӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Улатӑр, Вӑрнар, Куславкка районӗсенче ӗҫсем тӑсӑларах кайнӑ.
Производство ӳсӗмӗ: ППЭ тата «пуҫтах ывӑл» ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№
- 1