Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӑсса (тĕпĕ: тӑс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ҫӑмартине кӳр, — терӗм алла тӑсса.

Помоги переводом

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

— Ҫук пулсан туян, унсӑрӑн театра кӗрейместӗн, — лаплаттарса хучӗ Хӗлип, унтан аллипе ман еннелле тӑсса каларӗ:

Помоги переводом

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

— Атте! — пӗчӗк ача пек аллисене тӑсса утма тӑчӗ ывӑлӗ.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ҫилленместӗн-им эс мана, Хӗветӗр? — вӑрӑм мӑйне тӑсса, тӗлӗнсе пӑхрӗ кӑвак куҫлӑ, мӑнтӑркка сӑн-питлӗ Куҫма.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Эсӗ, Кулюкка, — терӗ вӑл, кашни сӑмахне тӑсса, — иртнине ан асӑнтар.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

«Так не натӑ, вот этӑк натӑ!» — ӑнлантарма тӑрӑшать Кулюкка, мӑйне тӑсса кӑтартса.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑрӑм урапа ҫине тӑсса вырттарса, тилхепесемпе ҫыхрӗҫ.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Унӑн пит-куҫӗ пӗркеленчӗ, сухалӗ чӗтреме пуҫларӗ, сӳнекен кӑвар пек пӗчӗк куҫӗсем вӑхӑт-вӑхӑт ялкӑшса, ҫисе ярасла пӑхрӗҫ Ҫимун ҫине: — Значӑтцӑ, — терӗ вӑл чӗтрекен сассипе сӑмах вӗҫне тӑсса, — значӑтцӑ, эсӗ, Хура Ҫимун, ял кулакӗ, ват колхозникран кулас терӗн?!

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Аллага шӗкӗр, исен-сау йӗрисӗзмӗ ӳсӗгӗз, эйдегӗз, кӗрӗгез кунак булӑрсӑз, — ик аллине малалла тӑсса, шӗвӗр сухаллӑ старик Хумкка патнелле ҫывхарчӗ.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сансӑр ӗҫӗ пӗтнӗ пуль, — сассине вӑрӑммӑн тӑсса нӑйӑлтатрӗ Сӑпани, чӗлӗм хыпнӑ мучие тӗкӗр витӗрех палласа.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Лешӗ, аллисене малалла тӑсса, аслашшӗ патнелле утрӗ.

Помоги переводом

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лешӗ аллине тӑсса пачӗ.

Помоги переводом

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ванюк амӑшӗ хушсан тин, аллине тӑсса, булка илчӗ.

Помоги переводом

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Евӗклӗн те хаваслӑн курӑнма тӑрӑшса, анчах ӳсӗррипе чӗлхи ҫыхланнӑран сӑмахӗсене тӑсса: — Аван-и, Анук?.. — терӗ.

Помоги переводом

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Эсир мӗн, цирка килме вӗреннӗрен урусене тӑсса ларатӑр-и? — тавӑрса хучӗ те Костя хӑйне кӑтартнӑ вырӑна пырса ларчӗ.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Калавсенче пӑрӑнса, тӑсса кайнӑ тӗлсем сиксе тухаҫҫӗ.

Помоги переводом

Пӳркел Шӳрелӗсен талпӑнуллӑ ӳсӗмӗ // Витатий Станьял. https://chuvash.org/news/36895.html

Ҫавӑнта курнӑ пек сана, — пӗр чӗлхе тупма тӑрӑшатӑп психиатри пульници енне алӑпа тӑсса кӑтартса.

Помоги переводом

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

Кулӑш темине малалла тӑсса хамӑртан чылай аслӑ Кашкӑр Алюш ашкӑнлӑхне аса илни ытлашши пулмӗ.

Помоги переводом

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Икӗ аркӑллӑ чӑваш кӗпи тӑхӑннӑ чӑваш хӗрарӑмӗсемпе тӑваткӑл тутӑрне тӑсса ҫыхнӑ мишер хӗрарӑмӗсем ай епле шатӑртаттарса калаҫаҫҫӗ, итлесе кӑна тӑр, ху ӑҫтине те манса кайӑн.

Помоги переводом

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Черетрен тухнӑ май Татьяна каччӑна билетшӑн укҫа тӑсса пачӗ.

Помоги переводом

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней