Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӑрӑхланӑ (тĕпĕ: тӑрӑхла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Йывӑр, ытла та йывӑр ҫын хӑвран тӑрӑхланӑ чух савӑнӑҫлӑн курӑнма.

Помоги переводом

4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Вара тӑрӑхланӑ сасӑпа ыйтрӗ:

Помоги переводом

1 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Йӗрлевҫӗсем те унран юлмарӗҫ, Ваҫилене тӑрӑхланӑ пек ун хыҫҫӑн лӑпкӑн сӗтӗрӗнчӗҫ.

Помоги переводом

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Виктор ӑна тӳсме пултарайман, Лизӑпа калаҫнӑ чух пӗрре кӑна мар унӑн кандидат степенӗнчен тата доцент званийӗнчен тӑрӑхланӑ.

Помоги переводом

11. Иртнӗ ҫуркунне // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Чӑнах ҫапла-и? — тӑрӑхланӑ пекрех, сӑмахӗсене тӑсса каларӗ Виктор.

Помоги переводом

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Лешӗ тӑрӑхланӑ пекрех кулса илчӗ те тепӗр хут каларӗ:

Помоги переводом

5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫакна кура ашшӗпе ывӑлӗ иккӗшӗ те пӗр харӑсах аллисене ҫӗклерӗҫ, анчах грузовик чарӑнса тӑмарӗ — ҫул айккинче мӗскӗннӗн тӑрса юлнӑ икӗ ҫынран тӑрӑхланӑ пек, виҫӗ хутчен янравлӑн пиклеттерчӗ те каялла сивӗ хытӑ юр пӗрчисем сирпӗнтерсе малалла ҫивӗччӗн талпӑнчӗ.

Помоги переводом

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

Ҫакӑ та кӑсӑклӑ: хӑш-пӗр ҫыравҫӑ хӗрсе кайсах парти пусми ҫине хӑпарса карьера тунӑ вӑхӑтра ҫамрӑк ҫыравҫӑсем КПСС ретне кӗме васкамаҫҫӗ (ахӑртнех, вӗсене унта илмен те пулӗччӗҫ), мӗншӗн тесен, ман шутпа, вӗсем тӳрӗ чунлӑ ҫыравҫӑсем пулнӑ, суяпа ултава таҫтанах сиснӗ (Игнатьев кӑна, пурнӑҫ хистенине кура, аллӑ урлӑ каҫсан партие кӗрет, анчах — ҫыравҫӑран тӑрӑхланӑ евӗр — тепӗр виҫӗ-тӑватӑ ҫултан партийӗ те, Совет ҫӗршывӗ та арканса каять).

Помоги переводом

Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.

— Нимӗҫсен ирхине мухмӑр чӗртес шухӑш та пулмарӗ эппин; вӗсен мухмӑрне «вырӑс хӑярӗ» каҫах уҫнӑ, — терӗ Новелла, тӑрӑхланӑ пекрех.

Помоги переводом

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— Вуларӑм эс ҫырнине, — терӗ Баймашкин, манран е ман статьяран тӑрӑхланӑ пекрех кулкаласа.

Помоги переводом

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Куна пӗлнӗ пулсан, ташлама та пуҫӑнассӑм ҫукчӗ! — терӗ те вӑл, купӑсҫа тӑрӑхланӑ тек, вӑйӑ варринчен тухса, ҫамрӑксен хушшине кӗрсе ҫухалчӗ.

Помоги переводом

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вырӑссем сыхламаҫҫӗ-и пӑлхавҫӑсене? — тӑрӑхланӑ лек ыйтрӗ турхан.

Помоги переводом

11. Вӑрман ҫунать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ҫывӑрма кансӗрлет-им? — тӑрӑхланӑ евӗр ыйтрӗ Кабир.

Помоги переводом

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Сӑнатӑн, сӑнатӑн эс, Кабир Гайнуллович, кӳршӗсем епле ӗҫленине, договор туса ӑмӑртӑва чӗнместӗн, — терӗ пӗр хулӑнрах саслӑ хӗрарӑм унран тӑрӑхланӑ пек.

Помоги переводом

XXVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сталин тӑшманран тӑрӑхланӑ чухне лери залра ҫынсем кулсан, кунта та колхозниксен пичӗсем илемлӗ кулӑпа ҫуталаҫҫӗ.

Помоги переводом

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эй, ҫӑмарташник, миҫе вагон ҫӗртсе сутрӑн-ха ҫу каҫа! — тӑрӑхланӑ Паймук хуҫа, кӑвакарнӑ кӗреҫе сухал витӗр кула-кула.

Помоги переводом

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Эпир ывӑннӑскерсем, хаваслӑ кӑмӑлпа, аслӑ ҫулпа хамӑрӑннисем патне тавӑрӑннӑ чухне манпа юнашар пыракан Федя тӑрӑхланӑ пек кулса: — Шебалов ӗнтӗ!.. Эпир унӑн сӑмсине ҫӗклеттерер-ха. Вӑл тӗлӗнсех кайӗ! — терӗ.

Когда, усталые, но довольные, возвращались мы большой дорогой к своим, то Федя, ехавший рядом со мною, засмеялся зло и задорно: — Шебалов-то!.. Утерли мы ему нос. То-то удивится!

ХIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Сидор Мӗтрие куҫран тӑрӑхланӑ пекрех пӑхса илчӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫынсем ӗлӗкех пӗр-пӗринчен тӑрӑхланӑ: вӑл е ку уйрӑмлӑхпа палӑрса тӑнӑшӑн, е ыттисенчен пӗр-пӗр урӑхларах ӗҫ тунӑшӑн, ыттисенчен уйрӑмла ҫипуҫпа ҫӳренӗшӗн е ячӗ-хушаматӗнченех хушма ят панӑ.

Люди раньше давали клички друг другу: за то, что он отличается тем или иным признаком, или за то, что сделал что-то нестандартное, за то, что ходил в выделяющейся одежде, среди других, или всего лишь за имя.

Илтни, хам пӗлни... // Ӑсан Уҫӑпӗ. Алексеев, О. А. Савнӑ енӗм, тӑван ялӑм — Санькасси. — Кӳкеҫ: издательство ҫурчӗ, 1999. — 26 с.

Каҫсерен Мишӑпа алхасса унран тӑрӑхланӑ.

Помоги переводом

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней