Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ку вырӑна вулкансенчен юлнӑ икӗ ҫӳллӗ сӑртлӑхӗнче (Кэли кратерӗпе Кант кратерӗ) вырӑнти тӑпрасене илме ӑнӑҫлӑ вырӑн тесе суйланӑ
Уйӑх ҫинче пулса курнӑ ҫынсен списокӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A3%D0%B9%D ... 0%BA%D3%97
Типӗ ҫеҫенхирсенчи тӑпрасене хура тӑпраллӑ ҫеҫенхирсенчи тӑпрасемпе танлаштарса пӑхӑр.
Типӗ ҫеҫенхирти ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Чӗлхи каясси ҫинчен калать, куҫӗ, сӗм каҫ витӗрех, ҫерем хурса ҫавӑрнӑ аякри тӑпрасене курать.Язык говорит одно, а глаза видят другое — могилы, обнесенные зеленым дерном.
Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ҫак гипотезӑна пӗлес тесе эпӗ кунти тӑпрасене тӗплӗн тишкерсе сӑнаса пӑхрӑм та, ку утрав мӗнле майпа пулса тӑни маншӑн часах паллӑ пулса тӑчӗ.
XV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Эпӗ ҫак ҫӗршывра пурӑнакан ҫынсенчен тӗпчесе пӗлтӗм, тӑпрасене тишкерсе пӑхрӑм, ҫавӑнпа та Аксель сана тӳрех калама пултаратӑп: вулкан сирпӗнсе тухассине халӗ кӗтмелли те ҫук.
XIV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
— Академик Авдотья ҫине пӑхса илчӗ те кӗскен ӑнлантарчӗ: — тӗштырӑсене ӳсме кирлӗ тӑварсемпе япаласенчен чухӑн тӑпрасене ҫавӑн пек калаҫҫӗ.
11. «Путарман хум» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
— Манран, пӗлсемӗр эсир, пӗтӗм урам хӑраса тӑратчӗ! — кӗрлет унӑн хулӑн та пӗтӗм сасси, — вӑл реалистсемпе гимназистсен хушшинчи вӑрҫӑ ҫинчен, юртан тунӑ крепость патне чавса пыни ҫинчен, Африкӑна арӑслансем тытма кайни ҫинчен, масар ҫинче унта темле шуйттансем пурӑнаҫҫӗ тесе карчӑксем сӳпӗлтетнипе манӑҫа тухнӑ тӑпрасене чавса пӑхни ҫинчен кала-кала кӑтартрӗ.
XI сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.
Ҫенӗхпе юнашар пӳлӗме вӗсем кровать, сӗтел, кӗнекесем хунӑ арча лартнӑ, юнашар пӳлӗме Рощенски тата юнашарти районсенче пухнӑ тӑпрасене хунӑ вӑрӑмрах тӑваткӑл ещӗксем лартса тухнӑ; ҫав ещӗксенче тӗрлӗ йывӑҫсен вӑррисене шӑтарма лартнӑ, стенасем ҫинче Чурсун утравӗнче лартса ӳстернӗ йывӑҫсен типӗтнӗ тунисемпе ҫулҫисем ҫакӑнса тӑнӑ, — пӗр сӑмахпа каласан, хӑй тӗллӗн вӗреннӗ вӑрман ӑстаҫи ҫак пӳлӗмре наукӑпа сӑнав ӗҫӗсене туса пынӑ.
XV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
- 1