Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

туять (тĕпĕ: туй) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑй ӑшӗнче, чӗринче хӑйне тӳсме ҫук йывӑррине туять пулӗ, анчах ҫав йывӑрлӑха пӗшкӗнмесӗр, кӑмӑлне хуҫмасӑр йӑтса пырать.

Вероятно, в глубине души он ощущает гнетущую тяжесть, но он несет ее, не сгибаясь, не падая духом.

VI сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Хӑйӗн ӗҫӗсем ҫинчен тата хуҫалӑхри ӗҫӗсем ҫинчен шухӑшлама та унӑн вӑйӗ ҫитейми пулнине кура, Егоровна мӗн пулса иртни ҫинчен ҫав вӑхӑтра Петербургри гварди пехотти полкӗсенчен пӗринче службӑра пулнӑ ҫамрӑк Дубровскине пӗлтерме кирлине туять.

Он был не в состоянии думать о своих делах, хозяйственных распоряжениях, и Егоровна увидела необходимость уведомить обо всем молодого Дубровского, служившего в одном из гвардейских пехотных полков и находящегося в то время в Петербурге.

III сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вӑл никама та курмасть-ха, анчах та ҫак вӑхӑтрах хӑйне такам хыттӑн тинкерсе сӑнанине тискер кайӑк сисӗмӗпе туять.

Он не видел, нет, он по-звериному чувствовал, что кто-то внимательно и неотрывно следит за ним.

13 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Ҫав тӗшӗсене хыпса илме телейлӗ пулнӑ ачи хӑйӗн тутине ырма пӗлмен ӗҫчен амӑшӗн хытӑ алли пырса перӗннине туять.

При этом счастливчик ощущает губами жесткость ее трудовой, не знающей устали руки.

8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Айӑк пӗрчипе вӑл пистолетӑн ҫивчӗ кӗтессисене туять.

Бедром он ощущал острые грани пистолета.

2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Хальлӗхе тӗрлӗ сӑлтава пула Шӑмӑршӑра пур тӳлеве те карттӑпа тума пулмасть, апла пулин те унпа чӑнах та меллине хальхи вӑхӑтра нумайӑшӗ туять.

В настоящее время из-за разных причин все оплаты нельзя совершить картой, тогда, действительно, сейчас многие понимают, что пользоваться с ней удобно.

Карттӑ та, алӑри укҫа та кирлӗ // Н.НИКОЛАЕВА. Шӑмӑршӑ хыпарӗ, 2019.07.23

Юлашкинчен, судья хӑйне аван туять тенӗ хыпар сарӑлчӗ, часах вӑл йӑлтах сывалса ҫитрӗ.

Наконец объявили, что дело пошло на поправку, а потом — что судья выздоравливает.

22-мӗш сыпӑк. Гек Финн Библи вӗренет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Кашни тунтикунах ирхине вӑл ҫапла туять, мӗншӗн тесен ҫав кун шкулта ҫӗнӗрен асапсем курмалли эрне пуҫланать.

В понедельник утром всегда так бывало, потому что с понедельника начиналась новая неделя мучений в школе.

6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫутҫанталӑк та, ҫын пекех, хӑйне пӑхнине, упранине тата сыхланине туять.

Природа, как и человек, чувствует, что за ней ухаживают, хранят и охраняют.

Чунсӑр этем кӑна ҫутҫанталӑка сиен кӳрет // Н.Петрова. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.05.17

Театр ҫулталӑкӗн савӑнӑҫне Атӑл ку енчи кашни район туять.

Радость года театра почувствует каждый район на этой стороне Волги.

Пӑвана Юрий Гальцев килет // Ирина Кузьмина. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... rist-kilet

Петӗр килӗ еннелле утнӑ май вӑйӗ пӗтсе пынине туять.

По направлению к дому Петр чувствует, что иссякают силы.

Шураҫка // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7331.1.html

Чунтанах кӗтнине хӑй те туять ӗнтӗ.

Сам уж чувствует, что всей душой жду.

Урхамах туянса парсан-и? // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016,04,07

Енчен те вӑл хӑй ӑҫта ҫуралнине ӑнланать пулсан, хӑй хӑш халӑх пулнине туять пулсан — ҫав ҫыннӑн тымарӗ пур, ӑна нимӗнле глобализаци те, нимӗнле космополитизм та арман евӗр вакласа-ҫавӑрттарса пӗтереймӗ.

Помоги переводом

Ҫын тымарӗ. Чӑвашӑн вӑл пур-и? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3116-%D2%AA% ... B8%3F.html

Ҫуркунне чылайӑшӗ хӑвӑрт ывӑнма, ыйхӑлаттарма пуҫланине, аппетит чакнине, ыйхӑ пӑсӑлнине туять.

Помоги переводом

ТӖРӖС АПАТЛАННИ СЫВЛӐХШӐН ПӖЛТЕРӖШЛӖ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.09.28. 38№

Ҫакӑн пек чухне ҫын хӑйне лайӑх та, вӑйлӑ та туять.

Помоги переводом

ТӖРӖС АПАТЛАННИ СЫВЛӐХШӐН ПӖЛТЕРӖШЛӖ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.09.28. 38№

Чунӑм туять, сисетӗп, ҫак ҫут тӗнчере юлашки кунсем пурӑнатӑп.

Помоги переводом

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Миша хӑйӗн айӑпне туять.

Миша чувствует свою вину.

Пирӗн ентеш // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Патшалӑх пӗлтерӗшлӗ мероприяти Раҫҫей ял хуҫалӑхне аталантармашкӑн витӗмлӗ мерӑсем йышӑнма кирлине чунпа туять вӑл, ҫулӗсене кура мар вӑр-вар та ҫаврӑнӑҫуллӑ аслӑ ӑру ҫынни, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ҫулӗпе Мускавран Кëнигсберга ҫити утса тухнӑскер, Курск пӗккинчи хаяр тытӑҫӑва хутшӑннӑскер тата аманнӑ ҫӗр-ҫӗр салтака ҫапӑҫу хирӗнчен илсе тухнӑскер.

Помоги переводом

Ялти йӗркелӗх - ҫӗршыври тӑнӑҫлӑх // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Вунӑ ҫулти Настя ҫӗнӗ ҫынсене хӑвӑртах хӑнӑхать, хӑтлӑ кил-ҫуртра хӑйне ирӗклӗ туять.

Десятилетняя Настя быстро привыкла к новым людям, свободно держалась в уютном доме.

Ӑшӑ йӑвара ҫунат сараҫҫӗ // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

«Ӑшӑ варкӑш» ум статьяра Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер ҫапла ҫырать: «Ачасен чун туртӑмне, кӑмӑл-туйӑмне питӗ аван туять ҫыравҫӑ. Ӑна вӑл кӗслеҫӗ хӗлӗхсене ҫепӗҫ пӳрнисемпе асамлӑн перӗнсе пире тыткӑнлакан сасӑ кӑларнӑ пек чӗрӗ те сӑнарлӑ чӗлхепе ҫырса кӑтартать. Альбина Исемпин чӗлхе ӳнерӗ, ман шутпа, хӑй ятарлӑ тӗпчеве тивӗҫлӗ. Ача-пӑча калаҫӑвӗнчи ҫӗнӗ сӑмахтӑваслӑх та, сӑнарлӑха палӑртаслӑх та ун пуплевӗнче шыв юхнӑ пекех ҫыпӑҫуллӑн та ҫыхӑнуллӑн пулса пыраҫҫӗ, чуна тыткӑнлаҫҫӗ».

Помоги переводом

«Пылак сухан» тата хаваслӑ ачасем // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней