Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тепри тӳрӗ те ӑслӑ кӗнекесен святой сывлӑшӗ ӑшне кӗрсе тухнӑскер, куллен-кун пулакан хӑрушӑ япаласен ҫӗнтерӳллӗ вӑйне астуса тӑрса, ҫав вӑй ҫӑмӑллӑнах унӑн пуҫне татма пултарнине, вараланчӑк ура тупанӗпе пусса чӗрине лапчӑтса хума пултарнине сисетчӗ, вара кирек мӗнле тавлашма та, ҫапӑҫма та хатӗр пулса, ват шӑлӗсене ҫыртса, чышкисене чӑмӑртаса пит хыттӑн хирӗҫ тӑратчӗ.
XX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫак чаплӑ хулара пулни ҫинчен пӗлтерме кашниех мӗн те пулин туяннӑ: темӗн чухлӗ сӑн ӳкерчӗксем, Сталинградри новатор ҫырнӑ кӗнеке, ӑна вӑл хӑй алӑ пусса панӑ, трактор моделӗ, Сталинградра кӑларакан тутӑхман хурҫӑ татӑкӗ, гварди значокӗ — пуля шӑтарса тухнӑскер.
2 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
— Асту вара, капитан, — хушса ячӗ футболистсенчен пӗри, ӑсатма тухнӑскер, — вырсарникун радио тӑрӑх ырӑ хыпар пӗлтерессе — Прага стадионӗнче эсир ҫӗнтерӳ тунӑ ятпа Хӗрлӗ ялав вӗлкӗшни ҫинчен каласса кӗтетпӗр.
2 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Ҫав вӑхӑтра кибитка ҫумӗпе ханӑн ылттӑн чӑмӑрккине вӑрланӑ вӑрӑ, вӑрра кайма тухнӑскер, иртсе пынӑ.В это время мимо проходил на ночной промысел вор, укравший ханский слиток.
Витӗр куракан // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 33–39 с.
Вӑл Мамонтов ҫарӗнчен тарса тухнӑскер.
Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.
Ҫак кӗнекене мана 1984-мӗш ҫулта Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн ун чух труппа ертӳҫи пулнӑ Анатолий Кузьмич Большаков кӑтартрӗ: вӑл, кӗнекене вуласа тухнӑскер, Брест крепоҫне хӳтӗленисен хушшинче Йӗпреҫ районӗнчи Мефодий Степанов ятлӑ ҫынна асӑрханӑ иккен.
Аттесен ҫулӗпе… аттесен йӗрӗпе… // Надежда Кириллова. https://chuvash.org/blogs/comments/5620.html
Халӗ вара ҫак писатель, хӑйӗн фантазийӗпе чапа тухнӑскер, Владимир Ильичран пирӗн Россия часах электрификациленесси ҫинчен илтнӗ.
59 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Вияль те, килӗнчен чупса тухнӑскер, хашка-хашка чупать ӗнтӗ, ун хыҫҫӑн Таграт васкаса утать.Запыхавшись, бежала из своего дома Вияль, за ней спешил Таграт.
Факелсем инҫетре // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Мэнгылю шаман, мистер Кэмбин моторлӑ вельбочӗпе шӑлнӗне хирӗҫ тинӗс пырне тухнӑскер, килне нимсӗрех таврӑнчӗ.
Пӑрлӑ чикӗ леш енче // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
«Ах эсӗ, путсӗр ашкӑнчӑк, чӑн та ухмах йӑхран тухнӑскер ӗнтӗ.
IV // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Мӗншӗн тесен вӑл пролетари ҫемйинчен тухнӑскер, токарьте ӗҫленӗскер, вунсакӑр ҫултанпах революцилле юхӑма хутшӑннӑскер.
Тӗлӗнмелле хӳтлӗх // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Профессор хӗрӗ тата полковник каланӑ тӑрӑх авалхи Украинӑри магнатсен йӑхӗнчен тухнӑскер, вӑл нацистсен самӑр та киревсӗр, ҫуйӑхакан майрисем хушшинче питех те палӑрса тӑнӑ.
Эпир — совет ҫыннисем // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 127–144 с.
Вӑл халь тума май ҫук ӗҫе те тӑвасса ӗненчӗ, ҫак ӗненӳ вара, «хисеппе мар, пӗлнипе» текен аса илнӗ сӑмахран тухнӑскер, ӑна темле чӑрсӑр вӑй кӗртрӗ, вӑй кӗртнипе кӑна та мар, хӑватлӑ эрех ӗҫнӗ чухнехи пек кӑмӑлне уҫтарчӗ.
Пӗр ывӑҫ ҫӗр // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 28–38 с.
Генерал, шӑмшакне ҫемҫетме машинӑран тухнӑскер, урам леш енне вырнаҫнӑ кухня патне котелок йӑтса каякан Михаил Синицкие курах кайнӑ.
Гварди рядовойӗ // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 14–27 с.
— Фрося?! — сасартӑк хыпӑнса ӳкрӗ Микола, шӑпах ҫак вӑхӑтра наблюдательнӑй пункт патне тухнӑскер.— Фрося?! — произнес вдруг Микола, как раз вышедший в это время к наблюдательному пункту.
XXVIII сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Пӗр хӗрарӑм, Румыни фронтӗнче пӗр хыпарсӑр ҫухалнӑ упӑшкине шырама пырса, пӑтӑрмаха пула, Балтӑна пырса тухнӑскер, Шепетовкӑпа Казатино хулисенче нимӗҫ эшелонӗсене хӑй куҫӗпе хӑй курни ҫинчен сӑхсӑха-сӑхсӑха каласа панӑ.
XXI сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Темиҫе кунтан кӗҫӗн Артамонов, пӗр вырӑнта тӑрса йӑлӑхнӑ лашин шӑмшакне ҫемҫетме тухнӑскер, вӑрман хӗрринче Нестеренко жандарма курчӗ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
— А эпӗ ӑна, старике, палламан та, — тет пӗр салтак, вилесене пухма тухнӑскер, вилене хулпуҫҫийӗнчен ярса тытса.
15 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Хӗррисемпе ҫӑра йывӑҫсем ретӗн-ретӗн ларса тухнӑскер, ҫак уҫланкӑ чӑн-чӑн аллея пек туйӑннӑ.Окаймленная правильными рядами деревьев, просека производила впечатление настоящей аллеи.
XXXIX сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Хӗр, те ташласа ӗшеннипе, те ташлакан йӗкӗчӗ килӗшсех килӗшменрен, ташӑра ытахаль евӗр кӑна, ташша тухнӑскер ташламасӑр тӑма аван мар тенӗн — ӳрӗк-сӳрӗк ҫеҫ куҫкалать.
3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.