Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

турӑн (тĕпĕ: тура) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Йӑнӑш турӑн Сюльдяшова хӑварса!

Помоги переводом

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Йӑнӑш турӑн эсӗ, патька-патша!

Помоги переводом

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эсӗ килсе тухрӑн та мана, пурнӑҫ тутине те пӗлеймен айвана, арӑм турӑн та, тӳрех тӑлӑха хӑваратӑн!

Помоги переводом

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Хӑнана килсе мӑнука ят хурса, эсӗ пирӗн йӑха ӗмӗрлӗхе телейлӗ турӑн.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Савнӑ хӗрӗм вилсе выртрӗ сарӑмсӑр, Эс илӗртсе туй пулнипе вӑхӑтсӑр — Мӑшкӑл турӑн ман юратнӑ кил-йыша, Эс пистертӗн пӗлӗшсемпе хурнташа.

Помоги переводом

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Тартӑн эсӗ Таньӑран, суйса тухрӑн Аньӑран, мӑшкӑлларӑн Гальӑна, арӑм турӑн Ольӑна…

Помоги переводом

Йӑва // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 18–20 с.

Пӗр уяв кун каҫхине, Оля калать Ваньӑна: «Пӗвӗм пурччӗ ман — шурӑ хурӑн, ҫырӑнмасӑр арӑм турӑн, ача ҫуралсан ӑҫта хурӑн?»

Помоги переводом

Йӑва // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 18–20 с.

— Тавтапуҫ, ырӑ ҫыннӑм, — тетӗп ҫакна, — эс маншӑн тем те турӑн, ывӑнтӑн та пуль — малашне сана канма вӑхӑт мар-и?

Помоги переводом

Апла та пулать-шим? // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 3–4 с.

Эпӗ вара мӑн кӑмӑллӑ какрашкасене (сана кӑна мар) пулӑшмастӑп! — илтӗнсе кайрӗ кӗҫех Турӑн лӑпкӑ, мӑнаҫлӑ сасси.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Мӑнкӑмӑллӑхуна пулах эсӗ тин ҫеҫ-ха вӑрманта хӑвпа пӗр инкеклӗ шӑпаллӑ кӑмпаҫӑ патне пымарӑн, унпа юлташланасшӑн пулмарӑн — Шуйттан ирӗкне парӑнса, хӑвна та, кӑмпаҫӑна та тӗп турӑн.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Эсӗ паҫӑр ҫеҫ-ха хӑвна пулӑшманшӑн ҫав-ҫавах мана айӑп турӑн!

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Мӗнех, — каллех илтӗнсе кайрӗ Турӑн мӑнаҫлӑ сасси, — суйласа илме пултаратӑн: чунупа ман патшалӑха пыратӑн-и е мӑшӑру патне тамӑка каятӑн-и…

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ав, эсӗ те унччен мана пӗрре ӗненсе, тепре ман пирки иккӗленсе пурӑннӑскер, паян кӗтмен-туман сасӑ (санпа пӗр чӗлхе тупайман шоферӑн «ҫӗрӗк» шӑхӑрнӑ сасси) сӑсӑл вӗҫтернипе, сехрӳне хӑпартнине пула ҫеҫ пӗрремӗш хут хӑв ҫылӑхусемшӗн манран чӗркуҫҫи ҫине ӳксех каҫару ыйтрӑн, кӗлӗ турӑн, хӑв тунӑ ытти йӑнӑшсемшӗн те татӑлсах ӳкӗнтӗн.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Ҫапла, Владимир Сергеевич, ку тӗрӗс сӑмах, анчах эсӗ, аслӑ мастер, мӗн турӑн ҫамрӑксем цехра юлччӑр тесе?

Помоги переводом

2 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ну, атя лар, каласа кӑтарт, мӗнле служить турӑн?

Помоги переводом

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

— Тӳррипе кала, мӗн турӑн?

Помоги переводом

Яка пыр // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 84-85 с.

Анчах мӗн турӑн эсӗ, комсомолец е комсомолка, ҫӗршыв хӑвна юратмалӑх?

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Эсӗ ҫак ӗҫе хӑвах турӑн пулсан, мӗншӗн ҫын ҫине яратӑн?

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ху турӑн вӗт ҫак тискер ӗҫе!

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Мӗн турӑн ӗнтӗ!

Помоги переводом

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней