Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ачисем ҫине куҫҫуль кӑлармасӑр пӑхма ҫук, вӗсем пурте ҫурта пек сарӑхса кайнӑ, тупӑка та вӗсенчен илемлӗреххисене вырттараҫҫӗ.Дети — без слез смотреть нельзя, личики восковые у всех… краше в гроб кладут.
IX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Тепӗр кун ирхине автансемпе пӗрлех тӑчӗ, пуртӑ илсе картишне тухрӗ, алли ҫине сурса, тупӑка ваклама тапратрӗ.
ХХIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
— Ҫавӑн чух эс манӑн векселе хисепе илмерӗн, ҫакна эп тупӑка кӗриччен те манас ҫук! — асар-писеррӗн кӑшкӑрнӑ такам.
XIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Ҫапла ӗнтӗ, санӑн шухӑшу — ҫавӑн пек пысӑк фабрика лартасси, ҫакӑнпа вара ыттисене тупӑка хупасси?
XI // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӗренпе мар, антарасса та алшӑлли вӗҫҫӗнех антарчӗҫ тупӑка.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Хӗрарӑмсене те — арӑмӗсемпе еркӗнӗсене — ҫак старик хӑйӗн йывӑр ачашлӑвӗпе тупӑка ӑсатнӑ пуль, вӗсене шӑмӑллӑ кӑкӑрӗпе лапчӑтнӑ пуль, ҫак хулӑн тутисемпе вӗсен пурнӑҫ сӗткенне ӗмнӗ пуль, — халӗ те ав унӑн тутисем хӗп-хӗрлех, калӑн — вӑрӑм та шӑнӑрлӑ аллисен ытамӗнче вилнӗ хӗрарӑмсен юнӗсем халиччен те типеймен, — тейӗн.
VII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Тупӑка хуллен шӑтӑка антарнӑ вӑхӑтра, тӑлӑх арӑм Чжао чӗркуҫленсе ларса, ылттӑн хутсене ҫунтарчӗ.Когда гроб медленно опускали в могилу, вдова Чжао, стоя на коленях, жгла золотую бумагу.
XX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
— Сыхлануллӑрах пул, — асӑрхаттарчӗ ватӑ Тянь, — ҫывӑха ан пыр, мӗлкӳ тупӑка ан хуплатӑр.
XX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Тупӑка шкул картишӗн варрине лартрӗҫ, виле пытармалли лампӑна ҫутрӗҫ, виле парнисем хумалли икӗ сӗтел илсе пычӗҫ.
XX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Вара ҫав «тупӑка» шӑппӑн кӑна ҫурҫӗрти хапхаран илсе тухнӑ та, ӑна юр шӑлса лартнӑ масар ҫине лартса хӑварнӑ.Молча они вынесли «гроб» за северные ворота и оставили его на занесенном снегом кладбище.
IX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
— «Пирӗнпеле пӗрле пулнӑскерне, — юрланӑ хреснашшӗ, — ки-илӗр, чуптӑ-ӑ-вар», — чупту, Фома, чупту! — «тупӑка парӑнать, чу-улпа хупӑнать…
IV // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпир хамӑр япаласене тупӑка илсе кӗрейместпӗр.
II // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Эпир ывӑла тупӑка вырттартӑмӑр та ҫунашкапа хулана, госпиталь патне илсе кайрӑмӑр.Мы перенесли сына в гроб и на салазках повезли в город, к госпиталю.
Юлашки кун // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Кукамай пӗчӗк шурӑ тупӑк йӑтса илсе килчӗ, «Путсӗр мужик» шӑтӑк ашне сиксе анчӗ, тупӑка алла илчӗ, ӑна хура хӑмасемпе юнашар лартрӗ те, шӑтӑкран сиксе тухса, унта урисемпе те, кӗре-кӗре те хӑйӑр тӗксе антарма тапратрӗ.
III. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вунпилӗк тупӑка яхӑн хам шутласа пытӑм, тет вӑл.
33 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
— Вильям, эсӗ тӑван ҫӗршывран пӗр ывӑҫ тӑпра илсе килӗн те, тупӑка, ман пуҫ айне хурӑн.— Вильям, ты привезешь с родины горсть земли и положишь мне под голову в гроб.
II // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Тупӑка шӑтӑкран чавса кӑларнӑ та аннӳне вӑрмана тарӑн вара кайса пӑрахнӑ.
IV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Юлташсем тупӑка каллех ал вӗҫҫӗн йӑтса утаҫҫӗ.
Тӑрӑр, юлташсем! // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Шӑп пӗр сехетре Мускава илсе ҫитермелле Ленин ӳтне хунӑ тупӑка.
Тӑрӑр, юлташсем! // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Тупӑка Горкӑран станцине ҫити ал ҫинчех йӑтса каяҫҫӗ рабочисемпе хресченсем, коммунистсемпе юлташӗсем, правительство членӗсем.
Тӑрӑр, юлташсем! // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.