Поиск
Шырав ĕçĕ:
Мӗн тери тунсӑхласа ҫитнӗччӗ каччӑ ҫак хура куҫа, халӗ ак, те ҫынсенчен аванмарланса, савнӑ хӗрне пӗр сӑмах та калаймарӗ, унӑн ҫемҫе те пӗчӗк аллине кӑна ҫепӗҫҫӗн ачашласа илчӗ.
VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
— Тунсӑхласа ҫитрӗм, — Лена шап-шурӑ тикӗс шӑлӗсене илемлӗн ҫутӑлтарса, янравлӑ сасӑпа кулса илчӗ.
VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Амӑшӗшӗн тунсӑхласа ҫитнӗ хӗрача кашни пушӑ самантрах ун патне чупса пычӗ, хӑйӗн пурнӑҫӗ ҫинчен, фермӑри ӗҫсем пирки каласа кӑтартрӗ.
VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Тӗлӗнмелле, темӗнле куҫа курӑнман сӑнчӑрпа хӑйсен ҫумне кӑкарса хучӗҫ пулмалла вӗсем, хамӑн чӗппӗмсене пӗр кун курмасанах тунсӑхласа ҫитетӗп.
V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Хуйхӑпа ҫунса кайнӑ Хветӗр, савнине тунсӑхласа, «Вӗлле хурчӗ, ылтӑн хурт» ятлӑ юрӑ ҫырчӗ.
XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Халӗ ҫеҫ хаваслӑн ахӑлтатса кулнӑ каччӑсем хӑвӑрт шӑпланчӗҫ, вӗсене савнишӗн тунсӑхласа ҫитнӗ ҫамрӑк ҫыннӑн туйӑмӗ ҫавӑрса илчӗ.
III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Лавр ҫав кун шавлӑ урамсем тӑрӑх ним тӗлсӗр сулланса ҫӳрерӗ, пушӑ пӳлӗмре пӗр-пӗччен тунсӑхласа ларчӗ, унтан Атӑл хӗррине тухрӗ.
VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
— Тӳпене тунсӑхласа ҫитрӗн-им? — сӑмах хушрӑм эпӗ, чӗнмесӗр ларма аван мартан.
II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Мӗнле тунсӑхласа кӗтӗп эп сана, пӗлесчӗ эсӗ?
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Курман эпӗ халиччен хам ҫине ҫапла ӑмсанса та тунсӑхласа пӑхнине!
V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.
Анук чӗри тата ытларах тунсӑхласа нӑйкӑшма тытӑнчӗ.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Эх, Тукай мӑрса, ман тахҫанхи тусӑм Тукай мӑрса! — чунтан эрленсе калаҫрӗ Шигалей, — ҫынсем ҫапӑҫса чап илеҫҫӗ унта, эпир санпа ӗнсене хыҫса тунсӑхласа ларатпӑр.
14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Чӳречерен пӑхса тунсӑхласа кӑна ларать-тӗр-ха.
14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ниҫта тухса ҫӳреме аптранипе вӗсем кӑнтӑрла кашни кун малти пӳртре тунсӑхласа ларчӗҫ, тӗрӗссипе каласан ялан пӗр япала пирки тавлашрӗҫ.
7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Уйрӑлас пулсан та унашкал уйрӑлмалла марччӗ Тукай хӗрӗн, тен, вара Северьян та кун пек тунсӑхласа пурӑнмастчӗ пуль.
3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Хан хӑйӗн пӳлӗмӗнче пӗччен тунсӑхласа ларма юратмасть.
6. Пуҫа килсен — пушмак // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Йытӑсене кӑкарнӑ сӑнчӑрсемпе пралук ункисем ҫеҫ чӑнкӑртатаҫҫӗ, хушӑран хушӑ тытса килнӗ выльӑх те тунсӑхласа, те шывшӑн макӑрса илет.
II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.
Декрет отпускӗ вӗҫлениччен вӑхӑт пур-ха, ҫавӑнпа та юратнӑ коллектившӑн тепӗр чух тунсӑхласа та илет.
Аннен телейӗ - ачасенче // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11757-an ... achasenche
Мӑшӑру кирек хӑҫан та тунсӑхласа кӗтсе илтӗр сана.Пусть супруг (или супруга) всегда скучает и ждет тебя с нетерпением.
Ухтиван // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Утлас еннелле вӗлт пӑхса илчӗ те вӑл лешӗ тунсӑхласа ларнине кура ҫавӑнтах хӑйӗн чӑн йӗрӗ ҫине куҫрӗ.Мельком взглянув на Утласа, Тимеркке увидел тоскливое выражение его лица и тотчас вернулся на землю:
Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.