Поиск
Шырав ĕçĕ:
Капӑр тумланса лартнӑ буржуйсем тӗп урама йӑтӑнса тухрӗҫ.
6 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Эпӗ киле таврӑнсан, килхушшинче интереслӗ япала куртӑм: пулеметчик Петя темшӗн кулӑшла тумланса лартнӑ та хӗрлӗармеецсем апатланакан полевой кухня патӗнче уткаласа ҫӳрет.
3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
— Ҫапла, сӑмахран, хамӑн тӑван килте пурӑнса хама кирлӗ пек тумланса ҫӳренӗ чухне, мана эпӗ пӗр-пӗччен, хам ҫире ҫӗршер ремесленниксем ӗҫлесе тунӑ кӗпе-тумтирсем йӑтса ҫӳренӗ пек туйӑнать.
Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Утрав пуҫлӑхӗ пурӑнакан ҫурт хапхин икӗ енӗпе те питех авалхи пек тумланса хӗҫпӑшалланнӑ хурал тӑрать.По обеим сторонам дворцовых ворот стояла стража, вооруженная и одетая по весьма старинной моде.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Тумланса тӑма вӑхӑт юлманччӗ ӗнтӗ.
Тунтикун, июлӗн ҫирӗм саккӑрмӗшӗнче Эмиль пальт валли хатӗрленӗ чустана ашшӗн пуҫӗ ҫине тӑкса яни, унтан сарайӗнче ҫӗрӗмӗш кӗлетке касса кӑларни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Анчах эпӗ король ҫарне пӗтӗм вӑрҫӑ хатӗрӗсене тумланса йӗркеллӗн пынине курсан, мана хам шухӑша улӑштарма тиврӗ.Но мне пришлось переменить мнение, когда я увидел королевскую армию в полном боевом порядке.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Нина хӑвӑрт тумланса пуҫтарӑнчӗ те тутӑрне ҫыхмасӑрах госпиталь картишне чупса тухрӗ.
Тинӗс госпиталӗнче // Валентин Бурнаевский. Чӑваш литературин антологийӗ: пӗрремӗш том. Проза. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. — 551 с. — 275–281 с.
Тумланса вӑл Кремль дворне тухнӑ, пушара сӳнтерме приказ панӑ.Одевшись, он вышел на кремлевский двор, отдал распоряжение потушить пожар.
IV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Ку юханшывӑн юппи инҫе мар, каллех каҫмалла пулать, мӗн тумланса тӑмалли пур унта?
Ашшӗпе хӗрӗ // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Тревога пирӗн чылай йӗркесӗрлӗхсене палӑртрӗ: юлташсенчен нумайӑшӗ тумланса, урисене тӑхӑнса вунпилӗк-ҫирӗм минут таран ирттереҫҫӗ, дежурнӑй взводри боецсем, йӗрке тӑрӑх хывӑнмасӑрах ҫывӑрмалла пулин те, хывӑнсах ҫывӑраҫҫӗ иккен.
Малтанхи ҫапӑҫу // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Тӑп-тӑп кӗлеткеллӗ, ялан таса тумланса ҫӳрекенскер, вӑл хӑйне мӑннӑн тыткалать тата хӑйне питӗ юратать; ӑсӗ унӑн асӑрхануллӑ, ҫынна тӑруках шанмасть.Складный, всегда чисто одетый, он держится солидно и очень самолюбив; ум его осторожен, недоверчив.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Унӑн поместьинче кайӑк-кӗшӗк нумай, ҫуртне Франци архитекторӗн планӗ тӑрӑх тунӑ, ҫыннисем акӑлчанла тумланса ҫӳреҫҫӗ, вӑл чаплӑ ӗҫкӗ-ҫикӗ туса ирттерет, хӑнасене кӑмӑллӑн йышӑнать, анчах ҫапах та ун патне питех хавасланса каймастӑн.
Бурмистр // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 113–127 с.
Темиҫе хутчен те мачча тӑрринче, нӳхрепре, сарайӗнче питӗрӗнсе ларнӑ, пӑшалне, йыттине ҫухатнӑ, чи кирлӗ кӗпе-тумтирсӗр те тӑрса юлнӑ, темиҫе хутчен те ӑна хытӑ та нумайччен хӗненӗ, — анчах ҫапах та вӑл темиҫе кунранах тумланса, пӑшалӗпе йыттине тупса тӗрӗс-тӗкӗлех киле тавӑрӑннӑ.
Ермолайпа арман хуҫи арӑмӗ // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 17–28 с.
Вӑл пӗр минут хушшинчех тумланса та тӑчӗ; мӑйӑхне хуратрӗ, пуҫ тӳпи ҫине пӗчӗк кӑна хурарах ҫӗлӗк лартса ячӗ, — капла ӑна хӑйне ҫав тери лайӑх пӗлекен козаксенчен те никам та паллаяс ҫук.
XI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Хӑшпӗрисен тепӗр чухне ӗҫме те укҫи пулман, вӑрҫа вара пурте чаплӑ тумланса килнӗ.Иной раз и выпить было не на что, а на войну все принарядились.
VII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Чипер те яка тумланса, йӑлтӑртатса тӑракан пуличчен тасатнӑ аттине тӑхӑнсан, Исаев, утнӑ ҫӗртех хӗҫне ҫакса, Чапаев умне пырса тӑчӗ.
«Эпӗ — Чапаев!» // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
Архиерей, губернатор тата хулари чаплӑ ҫынсемпе администраци представителӗсем, акӑш-макаш тумланса янӑ дамӑсемпе пӗрле пӗр пысӑк ушкӑн пулса, кирпӗчпе известь хатӗрлекен икӗ каменщик тӑрӑшнине пӑхса тӑнӑ.
IV // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ашшӗ вилнин хӗрӗхмӗш кунӗнче вӑл, парадлӑн тумланса, лайӑх кӑмӑлпа ҫӗкленсе ҫӗр выртмалли ҫуртӑн никӗсне хывас церемонине тухса кайнӑ.
IV // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Илемлӗ те капӑр тумланса пынӑ хӗрарӑмсем ложа барьерӗсем ҫине утлана-утлана ларчӗҫ; вӗсен шлепкисем айккинелле чалӑша-чалӑша ларнӑ; хӑйсем пурте кӑшкӑра-кӑшкӑра макӑраҫҫӗ…
Топтыгин аллинче // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.
Унтан эпӗ цирк тумне тумланса гримсемпе аппаланма тытӑнтӑм, ҫапла Гребешков ҫинчен мансах кайрӑм.
Топтыгин аллинче // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.