Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

туйӑнмасть (тĕпĕ: туйӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мана пӗртте дуель пек туйӑнмасть, ҫын вӗлернӗ пек анчах туйӑнать: эпӗ хеҫ-пӑшалсӑр ҫынна тӗллеме хӑнӑхман.

Мне всё кажется, что у нас не дуэль, а убийство: я не привык целить в безоружного.

II // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Йӑлтӑрти хӗвел ҫуттинче ҫӗр ҫинчен курӑнман ҫапӑҫу пырать, анчах вӑл Алексейшӑн халӗ пӗрре те сывлӑшри пек хӑрушшӑн туйӑнмасть, — нимӗнех те мар, интереслӗ те мар пек курӑнать, ҫавӑнпа та лётчик ӑна ним пӑлханмасӑр сӑнаса выртать.

В сверкании солнечных лучей шел невидимый с земли бой, но был он так непохож на то, что видит участник воздушной схватки, и казался он снизу таким незначительным и неинтересным, что Алексей следил за ним совершенно спокойно.

19 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Ӑнланмалла: ҫак тапхӑрта пур шайра та хӑйне хӑтлӑ туякан чӑваш сӑмахӗпе унашкал инкек пулассӑн туйӑнмасть пек.

Помоги переводом

Тӑван чӗлхе хӗрнӗ хурҫӑ пулайӗ-и? // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2019.07.16, 78(27511) №

Кун пек пӑхсан тутӑ пек те туйӑнмасть, хырӑмӗ пуш-пушах пек.

Если так посмотреть, вроде и не сыт, брюхо тощее.

Пӗрремӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Чарӑнассӑн та туйӑнмасть.

Помоги переводом

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Истори темипе ытларах ӗҫленипе паянхи пурнӑҫ сире хавхалану кӳнӗн туйӑнмасть...

Помоги переводом

Шурӑ акӑш — ҫӗнтерӳ хӑвачӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Чӑн та, ҫак чыслава уяв вырӑнне йышӑнни вырӑнлах пулассӑн туйӑнмасть, ку — хисеплӗ ватӑсем тӗлӗшпе пирӗн обществӑн тимлӗрех пулмаллине, ветерансене канӑҫсӑрлантаракан ыйтусене татса памаллине тепӗр хут аса илтерни, ҫӗршыв аталанӑвне вӗсем хывнӑ тӳпене, пархатарлӑ ӗҫне, ӑслӑлӑхне, чунлӑхне тивӗҫлипе хаклама пӗлни.

Помоги переводом

Аслӑ ӑру хисепре // Хыпар. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Харпӑр хӑй ӗҫне пуҫласси пӗрре те ҫӑмӑл пек туйӑнмасть мана.

Помоги переводом

«Техникӑна мӑшӑра юратнӑ пек юратмалла» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Ача-пӑчашӑн ҫеҫ ҫак вӑхӑт хӑрушшӑн туйӑнмасть, ҫырмара пӗр-пӗрне хирсе юхакан пӑр катӑкӗсем хыҫҫӑн кӑшкӑрса чупаҫҫӗ.

Помоги переводом

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Чун туртмасан, суйласа илнӗ професси Турӑ панӑ пултарулӑхпа пӗр килмесен, вӑхӑт иртнӗ май ӗҫе хӑнӑхма май килесси пирки ӗмӗтленнин усси пулассӑн туйӑнмасть.

Помоги переводом

Несӗлсенчен чунпа, юнпа куҫнӑ туртӑм // Хыпар. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Вӗҫӗ-хӗрри те пулассӑн туйӑнмасть унӑн.

Помоги переводом

Тар кӑларса ӗҫленӗ хыҫҫӑн, ай, савӑнтӑмӑр та акатуйра // А.НИКИТИНА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.06.15

Вӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, ыйту татӑлассӑн туйӑнмасть.

По их мнению, вопрос не будет решён.

Ҫамрӑк экологсем тата тепӗр ҫыру ҫырасшӑн // Вика Сорокина. http://chuvash.org/news/12565.html

10. Ку ытла та мухтавлӑран лешӗ, пӗр вӑхӑта анчах мухтавлӑ пулнӑскер, мухтавлӑ пек те туйӑнмасть.

10. То прославленное даже не оказывается славным с сей стороны, по причине преимущественной славы последующего.

2 Кор 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней