Поиск
Шырав ĕçĕ:
Юланутҫӑ куҫӗ умне кунти курӑка ҫулса типӗтсе, пуҫтарса илсе купаланӑ шӗвӗр пуҫлӑ утӑ капанӗсем, унта-кунта ӳсекен хурӑнсем тухса тӑчӗҫ.
Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ак кӑшт типӗтсе хурас та, казаксем ҫӑкӑр вырӑнне ҫиччӗр.
4. Урачко казакӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Те эрех, те сасартӑк капланса килнӗ хуйхӑ ҫӑвар тӳпине йӑлтах типӗтсе ячӗ.
V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.
Васса саланнӑ ҫӳҫне пуҫтаркаласа тутрине ҫыхрӗ, Спанюк, кӗпе ҫаннипе юнлӑ тутине типӗтсе, хӑй ани ҫине кайса тӑчӗ.
Пусӑра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
— Уделни тыррине хресченсем чи малтан вырнӑ, ҫапнӑ, типӗтсе мӑкаҫее пуҫтарса хунӑ, — ҫилленсе калать старик, — ҫав тырра вара кантуртисем тата вӗсенчен аслӑраххисем чыхнӑ.
Шулли Иванӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Тен, кӑшт та пулин ҫӑккӑр типӗтсе хурӑттӑм.
Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Чухӑнтараххисем йӗкеле пуҫтарса типӗтсе хураҫҫӗ те авӑртса ҫӑнӑхпа хутӑштарса ҫиме тытӑнаҫҫӗ.Бедняки и сами запасали желуди, сушили и мололи, смешивали с мукой и питались.
Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Тӑмпа вараланнӑ пиншакӗпе шӑлаварне вӑл кунта кӗриччен типӗтсе сӑтӑркаласа та пӑхнӑ пулмалла та, тӑмӗ пур пӗрех палӑрать ҫав.
Трактирти хӗр // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Юрӗ тегӗп хам ӑшра, эп ӑна шӑрттан вырӑнне типӗтсе ҫакӑп, кӗтсех тӑр тетӗп.Ладно, думаю, я ее вместо шыртана засушу и повешу, жди-дожидайся.
Ҫӗвӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Йӗкелне Салакайӑк типӗтсе тырӑпа пӗрле авӑртса хурать те катки-каткипе пӑтратни хатӗрлет.Высушит их Салагаик, смелет, перемешает с мукой и готовит целые кадушки месива.
Микки // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ҫӳлӗк ҫинче — хӑмла хутаҫҫи, уйран хурси, тем валли типӗтсе хунӑ курӑк ҫыххисем…
Мултиер // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Вӗсем тимӗрҫӗ лаҫҫинче ӗҫлеме пӑрахнӑранпа кӑна миҫе пӑт пулӑ типӗтсе хучӗҫ хӗлле валли.
14. Вырӑссем тухса кайсан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Пӗр ялта пурӑннӑ пулсан пӗр-пӗринпе яланах тӗрлӗ вӑйӑ выляттӑмӑрччӗ, пӗр-пӗрне пахчасенчи ҫӗрулмие кӑларма та, утӑ типӗтсе пуҫтарма та пулӑшаттӑмӑрччӗ.
Мӗн вӑл туслӑх? // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10644 ... -l-tusl-kh
Пирвайхи уйӑхӗсенче хӑмла типӗтесси нимӗнех те мар пекчӗ: симӗс хӑмлине стеллаж ҫине сапаласа пӑрах та кӑмакине хутса яр — ытлашши ан типӗтсе яр кӑна.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Тыр-пула пухса илнӗ хыҫҫӑн, вӑрах тапхӑра упрама, ӑна ятарлӑ типӗтсе хатӗрлемелли пысӑк технологиллӗ хатӗрсем пирки те чарӑнса тӑнӑ ертӳҫӗсем.
Паянхи пурнӑҫ таппи ыйтакан хӑватлӑ проектсене Чӑваш Енре пӑхса тухнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/05/18/paya ... sene-chvas
Часах вӑл вучахра пӗчӗк хуранпа, иртнӗ ҫулла типӗтсе хунӑ cap ҫип утине ярса, шыв вӗретрӗ, унтан сӗтел ҫине чӑваш ҫӑкӑрӗ пысӑкӑш кулач, сахӑр кӑларса хучӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Варринчи пӗвене 80-мӗш ҫулсенче, пӗвене татса ярса типӗтсе чавса тарӑнлатнӑ, тамбине те хӑпартнӑ, сарлакалатнӑ.Срединный пруд в 80-е годы, выпустив воду, осушили и углубили, дамбу подняли и расширили.
Илтни, хам пӗлни... // Ӑсан Уҫӑпӗ. Алексеев, О. А. Савнӑ енӗм, тӑван ялӑм — Санькасси. — Кӳкеҫ: издательство ҫурчӗ, 1999. — 26 с.
Ашсене типӗтсе ҫитерсен, индеецсем Ыршӑршӑллӑ Курӑк текен сӑрт аяккинелле кайнӑ, унтан вӗсем сӑрт аяккин ҫурҫӗр енӗпе юхса выртакан Молочной текен юханшыв еннелле кайнӑ.
Тӑмран тунӑ теттесем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Ҫул ҫинче эпир пӗр улттӑшне типӗтсе ӗлкӗртӗмӗр.
2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Хӗлле валли чиене вӑл ҫителӗклех типӗтсе хатӗрленӗ.
Ытларикун, августӑн вуннӑмӗшӗнче Эмиль шапана ирхи апат карҫинккине ячӗ, ун хыҫҫӑн ҫав тери лайӑх мар хӑтланчӗ, кун пирки каласа та парас килмест // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.