Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тетрадӗнчен (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӗтрекен аллисемпе шкул тетрадӗнчен ҫурса илнӗ тӑваткаллӑ хута хӑйпӑтма пуҫларӗ.

Помоги переводом

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тетрадӗнчен пӗр листине татса кӑларса, Чапаев ҫыру ҫырчӗ.

Вырвав из тетради лист, Чапаев написал письмо.

Пианино // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

Тавыль, шкул ачисене чӗне-чӗне илсе, Кэукай Петя тетрадӗнчен задачӑсем ҫырса илнине куртӑм тесе, кала-кала парать.

Тавыль подзывал к себе школьников и рассказывал о том, как он поймал Кэукая за списыванием задачи из Петиной тетрадки.

Переменӑри хирӗҫӳ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Уроксем пирки асӑнмалли те ҫук: вӗсене эпӗ йӑмӑк тетрадӗнчен вӑрттӑн ҫыра-ҫыра илетӗп.

О уроках и нечего вспоминать: я их тайком переписываю из тетради сестры.

Купӑста // Сергей Мерчен. Ялав, 1955, 9(117)№, 3 стр.

Хучӗ ҫитмерӗ, Карпов вара тетрадӗнчен тата тепӗр листа татса илчӗ.

Листка нехватило, и Карпов вырвал из тетради второй.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Нимех те мар вӑл… шкул ачисенчен пӗри хӑйӗн тетрадӗнчен ҫурса панӑ пулмалла.

— Да это — так… видно, кто-то из школьников последние листки из тетрадки вырвал да отдал.

30 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Пӳлӗме Нюра Синицына чупса кӗчӗ те, Одинцова аяккалла сирсе, сӗтел ҫине тетрадӗнчен чӗрсе илнӗ хут листи хучӗ.

Нюра Синицына вбежала в комнату и, оттолкнув Одинцова, положила на стол вырванный из тетрадки лист.

15 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

Е ҫав Анна Петровна колхозӑн пӗрлешӳллӗ пухӑвӗнче тухса калаҫса шульӑксемпе наянсене питлет, вӗсемпе пӗрлех ҫакнашкал ҫынсене хута кӗрекенсене те тӑрӑ шыв ҫине кӑларать, е шкулти йӗркесӗрлӗхсем ҫинчен район хаҫатне хаяр статья ҫырса парать, е сасартӑк, ҫамрӑксем хӗрсе ташша ҫапнӑ вӑхӑтра клуба пырса кӗрет те ташша чарса, каччӑсемпе хӗрсене ҫӗрӗпех ҫӗнӗ кӗнеке вуласа парать, е тата пачах кӗтмен-туман ҫӗртен, шкул тетрадӗнчен пӗрер листа хут кӑларса илсе, диктант ҫырма лартать.

То эта Анна Петровна выступит на общем колхозном собрании и выведет на чистую воду жуликов да лентяев, а заодно и тех, кто их прикрывает; то напишет сердитую статью в районную газету о неполадках в школе; то вдруг в разгар танцев объявится в клубе, приостановит эти танцы и примется чуть ли не до самого утра читать парням и девчатам новую книгу; а то совершенно неожиданно вырвет из школьной тетрадки по листку бумаги и заставит писать диктант.

Диктант // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Вӑл пӗчӗк чӳрече умне тӑнӑ та, пӳрнисемпе кантӑка шӑкӑртаттарса, хӑйӗн мухтавлӑ тетрадӗнчен мӗн те пулин юрланӑ.

Он cтановился возле маленького оконца, барабанил пальцами по стеклу и напевал что-то из своей знаменитой тетрадки.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

— Дубцов хаҫата салатрӗ те унтан тикӗс мар та шултра саспаллисемпе ҫырса тултарнӑ шкул тетрадӗнчен ҫурса илнӗ темиҫе хут листи илчӗ, вӗсене Давыдова тыттарчӗ.

— Дубцов развернул газету, подал Давыдову несколько листков из школьной тетради, исписанных неровными крупными буквами.

XIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑхӑта нумай ирттермесӗр, Петя арифметика тетрадӗнчен таса хут ҫурса илчӗ те кукамӑшӗ патне, Екатеринослав хулине, ҫыру ҫырма тытӑнчӗ.

Не теряя времени, Петя вырвал из арифметической тетрадки лист бумаги и принялся писать бабушке, маминой маме, письмо в Екатеринослав.

XXXV. Таса парӑм // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней