Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тӳпен сӑрӑ ҫи виттинче хӗвел пайӑркисем тухас-ши е тухас мар-ши тенӗн ӑнланмалла мар шантараҫҫӗ.В серых пеленах неба таилось неопределенное обещание солнечного луча.
XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Ҫав хушӑрах вӑл ман пирки калаҫу пуҫарчӗ, анчах эпӗ ытлашши персе янӑ кашни сӑмахпах ҫак сорт ҫыннисем хӑйсен тӗллевӗшӗн усӑ курассине тӗшмӗртетӗп; ӗҫе ҫиелтен ҫеҫ уҫса кӑтартрӑм, сӑмах май тенӗн — ӗшенни пирки ӳпкелешрӗм.
IX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Утнӑ сасса илтрӗм те — Синкрайта куратӑп, вӑл инҫех мар чарӑнчӗ те ман пата пырас-ши тенӗн аптӑраса тӑрать.
IX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Астаротӑн хура куҫӗсем хӗвелтен пытанса пӗрӗннӗ, шала кӗрсех ларнӑ тейӗн, Биг вара айккинчен айккинелле саланкӑрлӑн пӑхкаланӑ май тепӗр чух кулкалать те: «Ҫапла ҫав. Каятпӑр», — тенӗн мана куҫ хӗскелесе хавхалантарать.
V. Бигӑн ту ҫул // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Староста мана асӑрхасан, чарӑнса аллисене сарса ячӗ: ан ятлӑр, йӑнӑш пулчӗ тенӗн туйӑнчӗ.Заметив меня, староста остановился и развел руками: извините, мол, ошибка вышла.
IX сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Тӑнлаври юн тымарӗ мӑлатук пекех шаккать: тук-тук, тук-тук тутарать, шухӑшӑм ҫӗмрӗк граммофон пластинки евӗрлӗ ялан пӗр сӑмах ҫине пырса чарӑнса тарать, пӗтрӗн, пӗтрӗн, пӗтрӗн тенӗн туйӑнать…
IX сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
— Вӑл арӑмӗ ҫине «Ку ҫаплах-и?» тенӗн пӑхса илчӗ.
III. Ассунта // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Сасартӑк ҫав тери палланӑ, ҫывӑх-ҫепӗҫ сасӑсем вилнӗ хӗрарӑм «Эпӗ кунта санпа…» тенӗн ӑна сиксе тӑма хистерӗҫ (арестантсем хӑшӗ ларать, хӑшӗ выртать).
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 198–207 с.
Вара Полинӑна вӑратас-ши е вӑратас мар-ши тенӗн вырӑн ҫинчен асӑрханса тӑчӗ, шыва сироп ячӗ, чӳрече умне ларчӗ, шӑлса тирпейлемен, чул сарнӑ урамра темӗн сӑхакан кӑвакарчӑнсене сӑнарӗ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.
Теприсем, хӑйсен кӑмӑл-туйӑмне этемрен ҫӳлерех тӑракан чӗр чунпа пайлас тенӗн, — унталла-кунталла ҫаврӑнкалаҫҫӗ.Иные оборачивались, как бы ища разделить впечатление с существом выше человека.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
— Аян, — хӗр ҫепӗҫҫӗн чӗнчӗ, тата мӗн калам-ши тенӗн шухӑшлӑн чарӑнчӗ те — сасартӑк каччӑн хӑвӑрт ӗненекен, вӑйлӑ, юмарт чунӗ хӑйне хӑех ӑна тӗрӗс ҫул ҫине тӑратрӗ.
VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Сӑпани калас-ши, калас мар-ши тенӗн туртӑнкаласа илчӗ те: — Тупӑнасси ӗнтӗ… — терӗ шахвӑртса.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Сидор сӗтел ҫинче сенчӗк вӗҫӗпе тем чӗркелесе ларакан Мӗтрие, пуҫне пӗксе, Сӑпани ҫине ҫамка айӗн пӑхса тӑракан Калюкова — ҫуткам ҫынни ҫавӑ пулчӗ-ха, ӗненмесӗр пустуях кӳрентеретӗр мана тенӗн, пуҫне айккинелле пӑрнӑ Телегина тепре тӗсесе тухрӗ те: — Ну, ку вӑл сӑмах май кӑна, — терӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Хальхинче, темшӗн, вӑл пуҫне уснӑ, никампа сӑмахламасӑр, никама тимлемесӗр тенӗн шӑпӑрт тӑрать…
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫанталӑк, сире кӑҫал уяр вӑхӑтпа ытлашши нумай савӑнтартӑм тенӗн, нӳрӗ тӗлӗшпе парӑма хӑвӑртрах татасшӑн тӑрӑшать: миҫе кун ӗнтӗ ҫумӑр вӗҫӗмсӗр лӗшлетет.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— Юрать, ара, — «маншӑн пулсан» тенӗн хулпуҫҫине сиктерчӗ Ольга Матвеевна.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫав ухмах ывӑл мӗн пуррине веҫех сутса пӗтерчӗ, — макӑрнине кӑтартас мар тенӗн, питне ал лаппипе хупласа калаҫрӗ Халиме.
4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Телегин, калас-и, калас мар-и тенӗн, кӑшт шухӑшласа тӑчӗ те иккӗленерех хуравларӗ:
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Пашка макӑрма чарӑнас тесе, амӑшӗ ҫине пӑхса илчӗ: «килте, эпӗ больницӑра макӑрни ҫинчен ан кала», тенӗн туйӑнчӗ.
Таркӑн // Николай Степанов. Чехов А. П. Таркӑн: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 16 с.
Хӗрарӑма арҫын умӗнче мӗскӗнлетес тенӗн кӗрхи ҫумӑр пек шӑпӑртатрӗ, мӑшӑрне кӗтсе писевленӗ тутине, куҫӗсене вараларӗ.
Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.