Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

темӗскертен (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӗн ку? — ыйтрӗ Ирина темӗскертен хӑранӑ пек урайӗнче выртакан ӗмкӗче асӑрхасан.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Тата: халӗ унӑн кунта савӑнмалла та ҫиҫмелле, хӑйӗнчен тата телейӗнчен именсе, хӗрарӑмшӑн ҫеҫ хӑрушӑ темӗскертен хӑраса Гануверпа — яланлӑхах уйрӑлтӑм тенӗ Гануверпа — ҫавӑтӑнса утмалла марччӗ-и-ха?

Она должна была радоваться и сиять здесь и идти под руку с Ганувером, стыдясь себя и счастья, от которого хотела отречься, боясь чего-то, что может быть страшно лишь женщине?

XVI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Пӑхатӑп та, ман кӗсре темӗскертен хӑранӑ пек хартлата пуҫларӗ, чӗрнисемпе кукалеме тытӑнчӗ, ҫав вӑхӑтрах сасартӑк вӑл сывлӑша йӑтӑнса хӑпара пуҫларӗ.

В это время — что такое? — жеребец мой заржал, забился, захрапел и начал подниматься в воздух.

Хӗрӗх юмах // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 5–11 с.

Сутӑҫсемпе пасара пынӑ ҫынсем сасартӑк чупкалама пуҫларӗҫ, Пӑван, чарӑнса, темӗскертен тӗлӗннӗ айван ҫын пек пӑхса тӑчӗ.

Овод обернулся, сделав наивное и глупо-изумленное лицо, торговля вдруг приостановилась.

II // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Кунта ҫиекен упа сарри, тутлӑ улма, темиҫе карҫынка питӗ тутлӑ та темӗскертен пӗҫернӗ симӗс пӑшалусем, темиҫе кӑкшӑм ӗҫмелли шыв пур.

Тут были съедобные папоротники, сладкий картофель, несколько корзинок каких-то зелёного цвета лепёшек неизвестного состава, но очень приятных на вкус, питьевая вода хранилась в больших кувшинах.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Ухмаха ернӗ хӗрача! — ҫивӗччӗн те темӗскертен хӑранӑ пекреххӗн кӑшкӑрчӗ хайхи сасах.

— Сумасшедшая девчонка! — резко и почти испуганно прокричал тот же голос.

Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.

Чакаксем кана илтрӗҫ Мӗтри сассине, вӗсем яланах темӗскертен хӑранӑ пек кӑшкӑрса, пӗр чӑрӑш ҫинчен тепӗр чӑрӑш ҫине сиксе ларса, пӗтӗм Суккӑр вара майӗпенех хупӑрласа илчӗҫ.

Одни сороки отозвались ему и, перелетая с елочки на елочку с обычным их тревожным стрекотанием, мало-помалу окружили всю Слепую елань.

VIII // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.

Вӑл ҫӑкӑр ҫемҫинчен те тата темӗскертен епле кушак та шӑши туса панине эпӗ аса илтӗм те, вӑл тӗлӗнсе кайрӗ, кушакӗ шӑши тытатчӗ, чӑн-чӑн кушак пек макӑратчӗ.

и он удивился, что я еще помню, как он делал из хлебного мякиша и еще из чего-то кошку в мышку, и кошка ловила мышку и мяукала, как настоящая кошка.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней