Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

теме (тĕпĕ: те) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пирӗн чӑваш хӗрарӑмӗсем, уйрӑмах хулара йӑва ҫавӑрнисем, хӑйсен ачисене «анне» е «атте» теме те вӗрентесшӗн мар.

Помоги переводом

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫыракансем вӗсем пурте икӗ питлӗ: хурине — шурӑ, шуррине хура теме те именмеҫҫӗ.

Помоги переводом

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Юлашкинчен вӑл: «Ты право, пьяное чудовище, я знаю: истина в вине», — теме пуҫларӗ.

Помоги переводом

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ачаранах пӗр-пӗрне «эс» теме хӑнӑхнӑ, кайран та, пӗр-пӗринчен ютшӑнмалли сӑлтав сиксе тухсан, «эс» тени «эс» тенипех юлнӑ.

Помоги переводом

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Унӑн «Ҫӗр юнӗ» романне классика теме те пулать.

Помоги переводом

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫак куна ҫурхи уяв теме тытӑннӑ.

Помоги переводом

Ҫурхи уяв халӑха пӗрлештерчӗ // Лариса ЕВГЕНЬЕВА. http://елчекен.рф/2023/05/05/c%d1%83%d1% ... 80%d1%87e/

Анчах сӑнран пӑхсан, каллех вӑрҫӑра пулнӑ ҫын теме май ҫук, ун чухне вӑл ача-пӑча пулнӑ.

Помоги переводом

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Вӑл мӗнле юрланине пӑхса-итлесе тӑнӑ май, манӑн чунӑм, теме сиссе, канӑҫсӑртараххӑн тапа пуҫларӗ.

Помоги переводом

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Анчах эпӗ ӑна ҫӑмӑлттай теме ниепле те пултараймарӑм.

Помоги переводом

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Янаслов вара, ҫавна курса, йӳҫенчӗклӗ, такама, теме шелленӗ пек кулса илчӗ.

Помоги переводом

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Ҫак енчен пӑхсан, пӗтӗм чӑваш халӑхӗшӗн вырӑс чӗлхи иккӗмӗш тӑван чӗлхе пулса ҫитнӗ теме ҫук.

Помоги переводом

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Кӑшт-кашт вырӑсла калаҫнине иккӗмӗш тӑван чӗлхе теме ҫук.

Помоги переводом

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Анчах пурнӑҫра яланах ун пек калама май килмест, «исторический опыт Коммунистической партии Советского Союза» тенинех «Совет Союзӗнчи Коммунистсен партийӗн историлле опычӗ», «социалистическая родина» тенине «социализмлӑ тӑван ҫӗршыв» теме тивет.

Помоги переводом

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Хӑшӗ-пӗрисем вара япалан паллине изафетпа кӑна кӑтартма сӗнеҫҫӗ, ытти мелсемпе усӑ курнине чӗлхепе пӑсни теме пӑхаҫҫӗ.

Помоги переводом

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Ҫапах та чӗлхесем пӗр-пӗрнипе ҫывӑхланмаҫҫӗ теме ҫук, вӗсем ҫывӑхланаҫҫӗ.

Помоги переводом

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Ҫак улшӑнусем хыҫҫӑн драма искусстви пӗтсе ларать теме хӑякансем те тупӑнчӗҫ.

Помоги переводом

1. «Пулмалла-и, пулмалла мар-и?» // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Чи нумаййи те ҫурмаисториллӗ поэма теме май пур.

Помоги переводом

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

Ҫавна май историллӗ поэма теме ман шутпа йывӑртарах.

Помоги переводом

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

Орфографи тӗлӗшӗнчен вӑл ятсене мӗнле ҫырасси ҫирӗпленсе ҫитеймен пуль теме юрать пуль те — анчах пирӗн тӑрӑхра вӗсене Сухати, Йӑршшу теҫҫӗ, ҫак ятсемпех.

Помоги переводом

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

Поэмӑна тишкерсен унта таса ҫын сахал теме пулать.

Помоги переводом

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней