Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

театра (тĕпĕ: театр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Студири ӗҫе Л. Романенко, В. Дмитриева, М. Денисов, В. Ефимов, Т. Соколова тата ытти солистсемпе пӗрлех пирӗн театра ҫӗнӗрен килнӗ П. П. Назиу солист та (Одессӑри опера солисчӗ пулнӑскер) хутшӑнать.

Помоги переводом

4. Профессионалсем тата художествӑлла пултарулӑх ҫыннисем // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Ҫакна нихҫан та манма юрамасть: профессилле театра ҫӑмӑлттайланса выляс йӑла пырса ан кӗтӗр, паянхи пурнӑҫ ҫыннин тулли те кӑткӑс сӑнарне кӑтартас ӗҫрен ӑсталӑх ҫитменнипе пӑрӑнса юлма ан лектӗр.

Помоги переводом

4. Профессионалсем тата художествӑлла пултарулӑх ҫыннисем // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Совет режиссерӗсемпе актерӗсен учителе, театрӑн чаплӑ режиссерӗ тата теоретикӗ А. Д. Попов художествӑлла пултарулӑх театрне профессилле театртан уйӑрас, профессилле театра хӑйне тӗп тӑвас текенсене хыттӑн сивленӗ…

Помоги переводом

4. Профессионалсем тата художествӑлла пултарулӑх ҫыннисем // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Шӑпах вӗсем, театра чунтан юратакансем, куракансем хушшинчи талантлӑ ҫамрӑксем, театр ҫумӗнчи студире вӗренсе, профессионалсемпе пӗрле музыка театрне ҫуралма пулӑшрӗҫ, вӗсемпе килӗштерсе ӗҫлесе, ултӑ опера лартса пачӗҫ.

Помоги переводом

3. Театр тата куракан // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Юлашки виҫ-тӑватӑ ҫул хушшинче куракансем театра нумайранпа ҫӳрекенсене те тӗлӗнтерсе пӑрахрӗҫ, шанманнисен шухӑш-кӑмӑлне хирӗҫлесе, Шупашкарта музыка театрӗ те кирлӗ, терӗҫ.

Помоги переводом

3. Театр тата куракан // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Театра лайӑх пӗлекенсем тата юратакансем хушшинче, хамӑр республика тулашӗнче те, Шупашкар уйрӑмах театра кӑмӑллакан хула шутланать.

Помоги переводом

3. Театр тата куракан // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

«Куракансем театра калама ҫук юратни ҫав тери савӑнтарать пире», — теҫҫӗ актерсем.

Помоги переводом

3. Театр тата куракан // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Чӑнахах та, лайӑхах ҫав вӑл тулли пулсан, куракансем театра ҫӳресен.

Помоги переводом

3. Театр тата куракан // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Акӑ, мрамор картлашкасемпе хӑпарса, илемлӗ шурӑ колоннӑсем хушшипе пирӗн театра куракансем килеҫҫӗ.

Помоги переводом

3. Театр тата куракан // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Театра, ӑна ҫӗнӗлле йӗркелесе улӑштарнӑ хыҫҫӑн, унӑн нацилле хӑйне евӗрлӗхӗ ҫӗнӗрен каялла таврӑнни пулмасть-ши?

Помоги переводом

2. «Профиль» ҫинчен сӑмах хускатни // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Пире халӗ театра ҫӗнӗлле йӗркелесе улӑштарнӑ хыҫҫӑн унӑн «профилӗ» мӗнле пулни интереслентерет.

Помоги переводом

2. «Профиль» ҫинчен сӑмах хускатни // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Анчах та театра ҫӗнӗлле йӗркелесе улӑштарнӑ хыҫҫӑн лартнӑ малтанхи драмӑллӑ спектакльсемех («Никита Бичурин», «Нарспи» тата ыттисем те) халичченхинчен лайӑхрах пулса тухни палӑрчӗ.

Помоги переводом

1. «Пулмалла-и, пулмалла мар-и?» // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Пӗрисем театра ҫӗнӗлле йӗркелесе улӑштарнине хавхаланса йышӑнчӗҫ, теприсем харпӑр хӑй шухӑшне палӑртма васкамарӗҫ-ха, «пурӑнса пӑхар — мӗн пулӗ» терӗҫ, виҫҫӗмӗшсем вара пуҫӗсене усрӗҫ, ӗҫ ӑнӑҫасса шанмарӗҫ.

Помоги переводом

1. «Пулмалла-и, пулмалла мар-и?» // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Театра артистсен ҫӗнӗ ушкӑнӗ, солистсемпе хор артисчӗсем килсе ҫитрӗҫ.

Помоги переводом

1. «Пулмалла-и, пулмалла мар-и?» // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Театра ҫӗнӗлле йӗркелесе улӑштарасси кӗтмен ҫӗртен тенӗ пек пулса тухрӗ.

Помоги переводом

1. «Пулмалла-и, пулмалла мар-и?» // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Анчах та театрта ӗҫлекенсемшӗн тата театрпа ҫыхӑннӑ ҫынсемшӗн ҫак событи театра тӗпрен улӑштарса йӗркелени пулчӗ.

Помоги переводом

1. «Пулмалла-и, пулмалла мар-и?» // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Эп Сардимировпа пӗрле театра кайса килнӗшӗн те мӑрт-мӑрт тӑватӑн пуль-ха.

Помоги переводом

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Шупашкара, театра кайма пуҫтарӑнтӑмӑр.

Помоги переводом

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Каҫар мана, кӑвак кайӑкӑм, ҫутӑ ӗмӗтӗм, театра кайма билет пулмарӗ, ыран кинона илсе кайӑп, пирӗн урамра ҫӗнӗ кинотеатр уҫӑлнӑ.

Помоги переводом

Апла та пулать-шим? // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 3–4 с.

Эпӗ, театра кайма тесе, юри чӑлт шурӑ пушмак туянтӑм.

Помоги переводом

Апла та пулать-шим? // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 3–4 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней