Поиск
Шырав ĕçĕ:
Аллинчи ачипех Изамбаев хӗрарӑм умне чӗркуҫленчӗ, ӑна хулпуҫҫинчен силлерӗ, сӑмсинчен пӑчӑртарӗ — хӗрарӑм пурпӗр куҫне уҫмарӗ: «Ку вӑл — пирӗн вилӗм», — шухӑшларӗ Изамбаев аллинчи ачана амӑшӗ ҫумне таянтарса.
4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
Вӑл хӗре вӑйпах ыталарӗ те кравать ҫинелле таянтарса аврӗ.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Мӗлке чикмеке хурама ҫумне таянтарса тӑратрӗ, карчӗсем тӑрӑх ҫӳлелле! улӑхма пуҫларӗ.
Шӑнкӑрч вӗлли // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ҫав алӑк тӗлнех, аяла, чикмек таянтарса тӑратнӑ.
Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Энтрей хапха ай хӑмине пусма ҫумне таянтарса хучӗ, унтан, картлашка ҫине ларса, чӗлӗмне тивертсе ячӗ те, пак! пак! паклаттарса, ӗмме пуҫларӗ.
Сахар кӳрши // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ун умне хӑмӑрпа сӑрланӑ вӑрӑм чикмек таянтарса хунӑ.
Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
— Халех калатӑп, — кӗреҫине алӑк хыҫне таянтарса шалалла кӗчӗ Ятламас, унтан кӗсйинчен пӗр чӗптӗм тӳнӗ ҫулҫӑ кӑларчӗ те, ӑна ал тупанӗ ҫине хурса темиҫе хутчен тутлӑн шӑршларӗ.
10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Пуҫтах Урасмет пысӑкрах ушкӑнпа килессине кӗтсе Иштерек йӗвене ҫын курмалла мар ҫӗререх ҫакрӗ, ҫӗнӗрен тӗрмешӳ пуҫланас пулсан ярса тытма вите кӗтессине йывӑҫ сенӗк таянтарса хучӗ.
15. Чӗн йӗвен // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Урапа ҫумне кивӗ алӑк таянтарса виҫҫӗше краҫҫын пичкине лавҫипе тӗртсе хӑпартрӗҫ.
6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
— «Вилӗм умӗнхи юлашки сӑмах», — стена сумне таянтарса хунӑ картина хӗррине ҫырнине вуларӗ Илемпи.
V // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
«Ку нимӗнех те мар-ха, — тесе шухӑшларӑм эпӗ, йывӑҫ тӗпӗнчен ярса тытса, пуҫӑма туратсем ҫумнелле таянтарса. — Халех санитарсем килсе мана илсе кайӗҫ».
XV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Ҫакӑнта Шебалов нимӗн те калаҫмасӑр чарӑнса тӑчӗ те чӳрече патне пырса, малтанхи юрӑн шурӑ пӗрчисем сапаланса ӳкнине пӑхса тӑчӗ; унтан ҫамкипе тарланӑ кантӑк ҫумне таянтарса темиҫе минутчен чӗнмесӗр тӑрса ирттерчӗ.
ХII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Ҫапла каларӗ те, пуҫне чавси ҫине таянтарса, пӗркенчӗкпе витӗннӗ тутар хӗрарӑмне тинкерсе пӑхма пуҫларӗ.
V // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Ӑна стена ҫумне таянтарса хучӗҫ.
XVI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Малтан Олегпа Коля пичче вӗсене пытаратчӗҫ, кайран уҫҫӑнах пӳрт ҫумне таянтарса хуракан пулчӗҫ.Сначала их Олег и дядя Коля прятали, а потом в открытую стали приставлять их к дому.
Хӗрлӗ ялавсем // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Вара Эномай фракиеца хӳме ҫумне таянтарса лартрӗ.С этими словами Эномай усадил фракийца, прислонив спиной к стене.
X сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Киле каялла ҫитнӗ чух эпӗ Любӑна пите-куҫа кулӑшла туса кӑтартма ҫӑвара уҫнӑччӗ кӑна, пирӗн хапхан пӗр енне таянтарса хунӑ хура тупӑк витти мана шалтах тӗлӗнтерчӗ те, ҫӑвара хупма та манса кайрӑм.
ХХIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пурнӑҫ мар, пашалу, Тутисӗр ҫимӗҫ, — старик, лӑкӑштатакан урипех патнаррӑн яра-яра пусса, алӑк кӗтессине таянтарса хунӑ сулӑмлӑ патаккине илчӗ те йӗкӗт хуткупӑсне ҫӗртен ҫӗклесе йӗкӗтпе юнашар лашт пырса лартрӗ.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Кельнер сӗтелсем ҫинчен пуҫтарса, пукансене сӗтелсем ҫумне таянтарса хунӑ, халь пиртен инҫетрех мар тутлӑн анаслакаласа тӑрать.
Пӗр хуларан // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 249–269 с.
Лётчик, бинтпа чӑрканӑ пуҫне аллисемпе таянтарса, вӗсем вылянине пӑхса выртать.Лётчик, подперев кулаками забинтованную голову, тихо следил за их игрой.
Клава анне // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 188–197 с.