Поиск
Шырав ĕçĕ:
Татьяна, Алексей Прокопьевич куҫлӑхне хывса ӑна шурӑ ҫемҫе татӑкпа шӑлса тасатнӑ вӑхӑтпа усӑ курса, хӑй шкулта пӗр кун та ӗҫлеменнине пӗлтерчӗ:
III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.
Ҫак вӑхӑтра Гаврил Романович килсе ҫитрӗ, ҫамка ҫине тапса тухнӑ тарне кӗсьерен кӑларнӑ шурӑ татӑкпа шӑлса илчӗ те: — Тока кам сӳнтерчӗ?! — тесе ыйтрӗ сассине хӑпартса.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
Кабинӑран комбинезон ҫаннипе тарланӑ ҫамкине шӑлкаласа Кирик сиксе анчӗ, атӑ тӑхӑннӑ урисемпе кустӑрмасене тапа-тапа пӑхнӑ хыҫҫӑн мотор таврашӗнче тем чакаланчӗ, таса татӑкпа фарӑсене сӑтӑркаларӗ.
12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Паҫӑр кӑна шкул технички йӗпе татӑкпа сӑтӑрса тасатнӑ сӑмахсем вырӑнне халӗ татах пысӑкрах саспаллисемпе: «Пенишора айӑплӑ мар» тесе кӑмрӑкпа ҫырса хунӑ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Марук аппа Лизӑн ҫамкине таса татӑкпа сӑтӑрать.
Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.
Стена ҫинчи каяшӗсене хӗремесленсех татӑкпа шӑлнине курсан зоотехник вӑл камне пӗлес тесе хыттӑн ӳсӗрсе илчӗ.
Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.
Анчах хуларан сылтӑм урисене хура татӑкпа ҫыхнӑ икӗ каҫӑр сӑмсаллӑ бульдог ҫӗмӗрттерсе тухсан, мулкач чӗтренсе илчӗ, — эпӗ аран-аран унӑн ҫине утланса ларма ӗлкӗртӗм, — вӑл вӑрман тӑрӑх вӗҫтере пачӗ.
Пьеро хӑй мулкач ҫине утланса ларса, Ухмахсен Ҫӗршывне мӗнле пырса кӗни ҫинчен каласа кӑтартать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Ҫырнине хӑй самантрах йӗпе татӑкпа хуратса тӑкать.
Юлташ пул // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Опанасенко хӑйӗн нумай пулмасть ҫеҫ ҫуталса тӑракан аттисем ҫине шеллесе пӑхать, вӗсене ҫунма пуҫланӑ татӑкпа шӑлса тасатать.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Алёнка та паян урайне хырсах ҫурӗ, дивансемпе шкафсене те нӳрӗ татӑкпа шӑлса тухрӗ.Аленка полы выскоблила, старую мебель протерла мокрой тряпкой.
Вӑтӑр пиллӗкмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Паян вӑл чаплӑ карттусне тӑхӑнман, пӳрнине татӑкпа чӗркесе ҫыхнӑ.
Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Ун пуҫӗ тӑрринче — арлекин йӗмӗ пек, тӗрлӗ тӗслӗ татӑкпа сапласа пӗтернӗ сунчӑк, мӑйран ҫакнӑ лупа, сӑмси ҫинче — ӑна илемлетекен куҫлӑх.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Андрий, тутисене ҫыртса, Олесӑн ҫӑмӑл пӳрнисем унӑн суранлӑ аллисене ҫепӗҫҫӗн сӗртӗнсе, ӳтӗн вилӗ лӑстӑкӗсене уйӑра-уйӑра, суракан пӳрнесене юр пек шурӑ татӑкпа чӗркенине пӑхса тӑрать.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Акӑ вӑл, йӑрӑс пӳллӗскер, хӑйӗн ӗҫне лайӑх пӗлекен ҫын, класа кӗрет, пӗтӗм клас: вӗренекенсем те, стенасемпе кантӑксем те, мачча та, учительницӑна кӗтсе йӗпе татӑкпа ятарласах тасатнӑ доска та — ҫуталса каять.
Диктант // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Пӗтӗм пултаруллӑ чунӑм, ытарайми ӑс-хакӑлӑм, вӗҫӗ-хӗррисӗр ӗмӗтӗм ҫав ҫӗрекен татӑкпа ҫыхӑннӑ, ҫавӑнпа тӑлланса тӑрап!..
XXII. Философипе ҫерҫи мӑшӑрӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Малтанхи «вӑрӑм ҫӳҫлисем» пуҫӗсене ура тупанӗ таранах хӗрлӗ пурҫӑн татӑкпа ҫыхса ҫӳретчӗҫ.
Хускану // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 54–66 стр.
Чупӑва та янаварсене хатӗрлесе илсе килнӗ – урисене амантасран ятарлӑ татӑкпа ҫыхса янӑ, пӗринне вара илемлетес тесе ҫилхисене ҫивӗтленӗ.
Урхамахсем – чи ҫывӑх туссем // АННА ФИЛИППОВА. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17
- 1