Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пуш, 7: Аслӑ Британи Иранпа дипломати ҫыхӑнӑвне татать.7 марта: Великобритания разрывает дипломатические отношения с Ираном.
«Шуйттан сӑввисем» // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A8%D1%83%D ... 0%B5%D0%BC
Сахрун Сухви сухан суйлать, Насар Наҫҫи пуса татать.
Санюк Санькки кӑна выртать // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 22 с.
— Акӑ мӗн шутласа хутӑм эпӗ, — татать шӑплӑха мучи.
Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
— Эпир мӗн вӗт-ха, Михха мучи, сирӗнпе канашлама килтӗмӗр, — пат! татать шӑплӑха Ванюк.
Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Тепри пулӑ пуҫне пуртӑпа касса татать те, вара пуҫне касса илнӗ пулӑ яка сӗтел тӑрӑх шуса каять.
Пулӑ промыслисем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Анатолий Семенович пахча варринчи астрӑсем хушшинче тӑрать, тӑм тивсе ҫеҫки хӗррисем кӑштах хуралнӑ пулин те, ҫав-ҫавах хӑйсен ытарайми илемӗпе кӑмӑла ачашлакан кӑвак, шурӑ, хӗрлӗ чечексене пӗрерӗн-пӗрерӗн суйласа татать.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
Валашка пушӑ ларать — шыв тултарать, пӑчкӑ тытать те вутӑ татать.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Хветури улӑм пӗрчине ҫырта-ҫырта татать.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Мӗншӗн тесен чи малтан тӗл пулнӑ Килтеш ҫынниех ӑна питӗнчен сурать те пуҫне касса татать.
Шывӑн турачӗ пур-и? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Утнӑ ҫӗртех Кирук икӗ-виҫӗ хупах ҫулҫи татать те шыв ҫине ярать.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
«Шанмастӑр-тӑк хӑвӑр тӗрӗслӗр, — касса татать кассирӗ.
Хаклӑ туссем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 36–38 с.
Арҫынӗ хутран-ситрен парка ҫӗкленнӗ курӑк хушшине кӗрсе чечек татать, пухкаласан, ӑна хӗрарӑма тыттарать.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Такама та касса татать вӑл.
Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.
— Парамун, ӑҫта ҫухалтӑн эс паян? — татать ун шухӑшне Хветуҫ.
IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.
— Вӑл садра ҫӗр ҫырли татать, — тесе, ача кӗрсе ҫухалчӗ.
V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.
Тӗрмери Анук алӑ шӑнӑрне ҫыртса татать.
«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.
Вырӑс тӳре-шари сан чӗлхӳне кассах татать.
4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ҫак чечеке вӑл шкултан таврӑннӑ чух вӑрмана кӗрсе татать.
Ҫеҫпӗл ҫыxxи // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 135–136 с.
— Мӗн эс, мӗшӗлтететӗн? — Альберт шухӑшне татать Петӗр.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.
Ку хӗрарӑм вут патӗнчи ҫынсенчен пурӗ те иккӗшне ҫеҫ асӑрхать: пӗри — упӑшки (ӑна вӑл кашни сӑмахрах татать), тепри — тутар (ун ҫине вӑл хӑйӗн хӗрарӑм шухӑшне пытараймасӑр уҫҫӑн та ҫав тери тӗмсӗлсе пӑхать).
Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.