Двуязычный корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тасан (тĕпĕ: таса) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак фескӑпа тирпейсӗр ҫыхса янӑ галстук — ялти пурӑнӑҫӑн ирӗклӗхне палӑртса тӑрать, анчах та тӑвӑр, чӑн та шурӑ мар, ирхи туалет пулма тивӗҫлӗ чӑпар кӗпе ҫухисем унӑн тап-тасан хырнӑ янахне хыттӑн тӗревлесе тӑраҫҫӗ.

Эта феска и небрежно повязанный галстучек намекали на свободу деревенской жизни; но тугие воротнички рубашки, правда, не белой, а пестренькой, как оно и следует для утреннего туалета, с обычною неумолимостью упирались в выбритый подбородок.

V // .

Ун умӗнче художникӗн картини качча тухакан айӑпсӑр хӗр евӗр тасан та илемлӗн курӑнса тӑрать.

Чистое, непорочное, прекрасное как невеста стояло пред ним произведение художника.

Пӗрремӗш пай // .

Ҫуртсен тата ҫуран утакансен мӗлкисем ҫӗр ҫине тасан ӳкеҫҫӗ.

Полупрозрачные легкие тени хвостами падали на землю, отбрасываемые домами и ногами пешеходцев.

Пӗрремӗш пай // .

Анчах ун умӗнче ҫав-ҫавах чипер пике тӑрать; ҫӳҫӗсем те унӑн паҫӑрхи пекех илемлӗ, куҫӗсем те унчченхи пекех пӗлӗт евӗр тасан курӑнаҫҫӗ.

Но она стояла перед ним так же хороша; волосы ее были так же прекрасны; глаза ее казались всё еще небесными.

Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.

Василиса Прокофьевна никама та асӑрхамарӗ: кунта вӑл хӑй пӗчченех, пӗлӗт ҫинче — турӑ, пурне те пуриншӗн те судья тесе вӗрентнӗ ӑна мӗн ачаран, — турӑ хӑй нихҫан та курӑнмасть; юлашки вӑхӑтра унӑн турра тасан ӗненни сехет маятникӗ пек сиккеленме пуҫланӑччӗ: вӑл турра ӗненмен пек пулчӗ, ҫылӑхлӑ шухӑшӗсенчен хӑраса каҫару ыйтса кӗлтурӗ.

Василиса Прокофьевна не замечала никого: здесь была только одна она, а там, на небе, — он, как с детства ей внушили, судья всех и всего, — бог, никогда не виденный; бог, чистота веры в которого колебалась у нее в последнее время, как маятник у часов: она то проникалась неверием, то в страхе со слезами вымаливала прощение за греховные мысли.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // .

Сассисем ачасенни пек уҫҫӑн та тасан шӑранаҫҫӗ, ӑна ҫамрӑк казаксем юрлаҫҫӗ, ахӑр.

Пели, судя по ребячески чистым, хорошим голосам, молодые казаки.

XIX // .

Эсӗ мар-и вӑл тап-тасан, хитрен Куҫ тулли юхса ыткӑнаттӑнччӗ; Мӗншӗнех, эппин, халӗ тӑвӑллӑн, Хура кӑпӑклӑн пӑтранатӑн-ши?

Как, бывало, ты все быстер бежишь, Ты быстер бежишь, все чистехонек, А теперь ты, Дон, все мутен течешь, Помутился весь сверху донизу.

Лӑпкӑ Дон. 3-мӗш кӗнеке // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тинӗс карапӗсем ҫинче пӗр хут ҫеҫ пулман Володя, анчах кун пек пысӑкки ҫине нихҫан та лекменччӗ, ҫавӑнпа вӑл илемлӗ каютӑна ҫав тери интересленсе пӑхать; кунта пурте ялтӑртатать, пурте яка пек, тап-тасан курӑнать; ҫакнашкал тасалӑхпа рашутлӑ йӗркелӗхе хальхи вӑхӑтра кашни пысӑк карап ҫинчех курма пулать.

Володя уже не раз бывал на морских судах, но никогда еще не попадал на такой большой корабль, он с интересом разглядывал красивую каюту, где все сверкало, все казалось гладким, чистым, носившим отпечаток того особого, скромного, строго выверенного, расчетливого уюта, который свойствен всем помещениям и суровым предметам на большом современном корабле.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // .

Станцӑра паравус вӑрӑммӑн, ҫемҫен те тап-тасан шӑхӑртрӗ, ҫав ҫӗнӗ ҫемҫе сасӑ вара, оркестрӑн савӑнӑҫлӑ пӑхӑр кӗввипе пӗрлешӗнсе, калама ҫук тӗлӗнмелле, чаплӑ ҫемӗ пулса тӑчӗ.

На станции длинно, тонко и чисто засвистел паровоз, и этот новый мягкий звук, вплетясь в торжествующие медные звуки оркестра, слился с ним в одну чудесную, радостную гармонию.

XV // .

— Вунпилӗк ҫул чиркӳре юрларӑм, пӗтӗм Луганск завочӗпе те манӑнни пек сасӑ ҫукчӗ пуль ахӑртне, кайран, шуйттан пуҫӗ, икӗ ҫул каялла пӗрре Донецра шыва кӗтӗм те ҫавӑнтанпах ӗнтӗ пӗр нотӑна та тасан илме пултараймастӑп.

— Пятнадцать лет был в певчих, во всем Луганском заводе, может, ни у кого такого голоса не было, а как, чтоб его шут, выкупался в третьем году в Донце, так с той поры ни одной ноты не могу взять чисто.

IV // .

Сӑмахсемпе сасӑра, куҫсенче те алӑ хусканӑвӗсенче, уҫса хунӑ кӗнекери саспаллисем пекех, тап-тасан вуланӑ вӑл чунӑн чи-чи тарӑн вӑрттӑнлӑхӗсене.

В словах и голосе, в глазах, в движениях рук так же ясно читал он самые сокровенные тайны душ, как буквы в открытой книге.

III сыпӑк // .

Учителӗн хулпуҫҫи чылай сарӑлнӑ пек, ҫӳлӗшӗ те ӳснӗ пек туйӑнать, унӑн ҫара мӑйӑхӗ ӑна ватӑ сӑн, кӑшт хаяртарах сӑн кӗртет, анчах ҫутӑ куҫӗсем, яланхи пекех, лӑпкӑн та тасан ялкӑшаҫҫӗ.

Учитель стал как бы шире в плечах, выше ростом; густые усы делали его лицо старше и строже, но светлые глаза, как и прежде, светились спокойным, ясным светом.

23-мӗш сыпӑк // .

— Санӑн ҫамрӑк, ҫирӗп вӑй, ҫавӑнпа эсӗ тасан, ним иккӗленмесӗр юрататӑн, анчах эпӗ… ху пӗлетӗн эпӗ мӗнле юратнине! — терӗ Обломов, урайне чӗркуҫленнӗ май Ольга аллине чуптуса.

— У тебя молодые, крепкие силы, и ты любишь ясно, покойно, а я… но ты знаешь, как я тебя люблю! — сказал он, сползая на пол и целуя ее руки.

VII сыпӑк // .

Ҫак юрату Обломовӑн йӑвашлӑхӗпе, вӑл ырра тасан ӗненнипе, пуринчен ытла ачашлӑхпа, хӑй арҫын куҫӗнче нихҫан курман ачашлӑхпа, ҫырлахать.

Любовь эта оправдывается его кротостью, чистой верой в добро, а пуще всего нежностью, нежностью, какой она не видала никогда в глазах мужчины.

XI сыпӑк // .

Ҫӑк сӑмахсене каланӑ чухне вӑл Обломова ҫап-ҫуттӑн, тасан курӑнчӗ.

Она показалась Обломову в блеске, в сиянии, когда говорила это.

X сыпӑк // .

Сана пӗр хутчен юратса тӑнӑ хӗрарӑм ытти арҫынсем ҫине йӗрӗнмесӗр пӑхаймасть, эсӗ вӗсенчен лайӑхрах пулнипе мар, эх, ҫук! анчах сан ӑшӑнта пӗр хӑвна ҫеҫ пӳрнӗ темӗнле уйрӑм хӑват, темӗнле асамлӑх та мӑнаҫлӑх пур; сассӑнта,— ху кирек мӗн каласан та — никам ҫӗнтерейми хӑвату пур; никам та хӑйне ҫавӑн пек ялан юраттарасшӑн тӑрӑшма пултараймасть; никам куҫӗ те ҫав тери ырлӑха ӗмӗтлентереймест; никам та хӑйӗн вӑйлӑ енӗсемпе ҫав тери тасан усӑ курма пултараймасть, тата никам та сан пек ҫав тери чӑн-чӑннипех телейсӗр пулма пултараймасть, мӗншӗн тесен никам та ҫав таран хӑйне телейлӗ тесе ӗнентерме тӑрӑшмасть.

Любившая раз тебя не может смотреть без некоторого презрения на прочих мужчин, не потому, чтоб ты был лучше их, о нет! но в твоей природе есть что-то особенное, тебе одному свойственное, что-то гордое и таинственное; в твоем голосе, что бы ты ни говорил, есть власть непобедимая; никто не умеет так постоянно хотеть быть любимым; ни в ком зло не бывает так привлекательно, ничей взор не обещает столько блаженства, никто не умеет лучше пользоваться своими преимуществами и никто не может быть так истинно несчастлив, как ты, потому что никто столько не старается уверить себя в противном.

Июнӗн 16-мӗшӗ // .

Тасан юратать.

Бескорыстно любит.

Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№

24. Сире пӑсӑласран сыхласа хӑварса, Хӑйӗн мухтавӗ умне тасан та савӑнӑҫлӑн тӑратма Пултаракан, 25. пӗртен-пӗр Турӑ, пире Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр урлӑ Ҫӑлакан пур ӗмӗртен малтан та, халӗ те, ӗмӗртен ӗмӗре те мухтавлӑ, аслӑ, вӑйлӑ, хӑватлӑ.

24. Могущему же соблюсти вас от падения и поставить пред славою Своею непорочными в радости, 25. Единому Премудрому Богу, Спасителю нашему чрез Иисуса Христа Господа нашего, слава и величие, сила и власть прежде всех веков, ныне и во все веки.

Иуд 1 // .

36. Халӗ вара, пур сӑваплӑхӑн Сӑваплӑ Ҫӳлхуҫи, тин кӑна тасатнӑ ҫак Ҫурта ирсӗрлетме ан парсамччӗ, ӗмӗр-ӗмӗр тасан упрасамччӗ, йӗркесӗр ҫынсен ҫӑварне хупласамччӗ, тенӗ.

36. И ныне, Святый Господь всякой святыни, сохрани навеки неоскверненным сей недавно очищенный дом и загради уста неправедные.

2 Мак 14 // .

2. Ҫынна хӑйӗн пур ҫулӗ те тасан курӑнать, анчах Ҫӳлхуҫа чуна тӗрӗслет.

2. Все пути человека чисты в его глазах, но Господь взвешивает души.

Ытар 16 // .

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней