Поиск
Шырав ĕçĕ:
Литература чӗлхин ӳсӗм ҫулӗ яланах такӑр пулмасть, хутран-ситрен тумхахӗ те, кукӑр-макӑрӗ те тӗл пулать.
Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.
Ӗмӗтӳ те, чуну-чӗрӳ те ялан ырӑ, каяс ҫулу — такӑр, ларас вырӑну — типӗ пултӑр.
Ыр ут хыҫҫӑн пин ут шыв ӗҫет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
— Каяс ҫулӑр такӑр пултӑр, ларас вырӑнӑр типӗ пултӑр.
Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
— Хамӑра ырӑ сунса калатӑп-ха: каяс ҫулӑмӑр такӑр пултӑрах, ларас вырӑн типӗ пултӑрах.
Ҫул ҫинче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Сисет Липа: ун умӗнчи ҫул — пӗртте такӑр мар.
Кирлӗ ҫынсем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 33–36 с.
— Аван-и, арҫынсем? — ҫаксен чун-чӗрине такӑр сукмак хывма хатӗрленсе, юриех сӑмахне ӑшпиллӗн вӗҫтерсе пуҫларӗ карчӑк.
Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.
— Ула Тимӗр тинех алтӑклӑ-путӑклӑ сукмакран пӑрӑнса такӑр ҫул ҫине тухнӑ пек туйрӗ хӑйне.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Тепӗр тесен, ун пеккисенчен усси те сахал, кайччӑрах, ҫулӗсем такӑр пулччӑр, таси паха.
2 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
— Ҫулу телейлӗ те такӑр пултӑр! — кӑшкӑрчӗ те вӑл ахӑлтатса кулса ячӗ.— Счастливого пути и скатертью дорога! — крикнул он и засмеялся.
Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Вӑл, хулари такӑр ҫулпа пынӑ евӗр, вӗҫтерет кӑна.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Самаях такӑр ҫул машинӑна пӗрре ҫӳлелле илсе хӑпарать, тепре аялалла антарать.
Ҫул ҫинче // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 108–110 с.
Планпа килӗшӳллӗн Совхоз урамӗнче те такӑр ҫул пулмалла.
Паллӑ хоккеист – Вӑрнар тӑрӑхӗнче // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10981-pa ... -r-kh-nche
«Акӑ, Совхоз урамӗнче такӑр ҫул ҫук. Ҫавна май йӗпе-сапаллӑ ҫанталӑкра транспорта кӗрсе тухма чӑрмавлӑ. Ҫуран ҫӳрекенсене те утма ҫӑмӑл мар», – пӗлтерчӗҫ пӗри те тепри.
Паллӑ хоккеист – Вӑрнар тӑрӑхӗнче // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10981-pa ... -r-kh-nche
Чи такӑр ҫул ялпа ял хушшинче мар, ялпа ҫӑва хушшинче пулать.Самая накатанная дорога в ту зиму была не между селениями, а между селом и кладбищем.
Малтан калани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Аслӑ та эс, хӗсӗк те, вӗҫсӗр те эс, кӗске те, такӑр та эс, тумхахлӑ та.Трудная и легкая, бесконечная и короткая, ясная и едва различимая…
Ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Туй пӗтрӗ те, туй каять, Такӑр ҫулпа чуптарать; Пӗрер ватти тӗл пулсан: «Тавси, тавси!» — кӑшкӑрать.
Хушӑлкара // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.
Леш тӗнчене ҫул пултӑр такӑр, Ват Атӑл йышӑнтӑр ӑна».
XXXVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Ҫӑва ҫине анчах ҫул такӑр…
XXVIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Ултавӗ ҫӳремест-мӗн утсӑр, Вӑл тумлӑскер, вӑл чаплӑ шутсӑр, Тӑвать пурне те уншӑн мул, Таҫта кайсан та такӑр ҫул.
XXVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Пулман-ши унӑн ҫулӗ такӑр, Е тӑсӑлать-ши кукӑр-макӑр, Кам вӑл килессине кӗтмен?
XXVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.