Поиск
Шырав ĕçĕ:
Теренӗ хаяррин хӑвачӗпе те, арӑмӗн сулмаклӑ сӑмахӗпе те ӗшенсе ҫитрӗ пулас та, купӑсне пач кӗтмен чух айккине лартса, тайкаланса тӑрать:
Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Егор Петрович ывӑлӗсем ҫине пӑхса илнӗ те, ӳсӗр ҫын пек тайкаланса, пӳртрен тухса чупнӑ.
Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
— Хӗрсенчен инҫех мар пӗр ӳсӗр ҫын тайкаланса тӑрать, ӳкме пуҫласан, пуҫӗпе сулса илет те Атӑл хӗрринчи чул хӳмене ярса тытать.
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
Пӳртрен Хумкка хыҫӗнченех тухрӗ Ҫимун, анчах ун ҫулӗпе каймарӗ, тайкаланса, урӑх еннелле утрӗ.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Эп вӗлертӗм сана, Сантӑркка, эпӗ, — тайкаланса, сак ҫине кайса ларчӗ Ҫимун.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Кӗрӗкне хӑрах хулпуҫҫинчен ҫаккаласа, унталла тайкаланса ҫитрӗ мучи.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Таҫтан килсе аннӑ хура кураксем шӑрӑхра анранӑ та, ҫӑварӗсене карса, енчен енне тайкаланса аран уткалаҫҫӗ.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Унӑн сӑмсаран та ҫӑвартан юн тапса тухнӑ, кӑштах тайкаланса тӑнӑ хыҫҫӑн вӑл хӑрнӑ йывӑҫ пек тӗшӗрӗлсе аннӑ.
Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.
Ермолай мӗн курнипе хумханса, кӑштах тайкаланса хула урамӗпе утрӗ, хӑй тӗллӗн усаллӑн мӑкӑртатрӗ.
Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Вӑл, тискер кайӑк пек, вырӑн патне тайкаланса пычӗ те йӑванса кайрӗ.
Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Тайкаланса тепӗр пӳлӗме ҫул тытрӗ.
3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html
Ҫапла тӑрсан-тӑрсан, ҫаврӑнчӗ те, тайкаланса, алӑк еннелле утрӗ.
V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Акӑ, тулли панелевоз хумлӑ тинӗсри карап пек тайкаланса, пӗр ӳпӗнсе те каҫӑрӑлса, пӳрт умнех ҫитсе чарӑнчӗ те — ӑна тӗрлӗ тӗслӗ комбинезонпа ҫутӑ сарӑ каска тӑхӑннӑ яшсем вӗҫен кайӑксем пек сӑрӑнчӗҫ, пит те майлӑ вырӑн тупрӗҫ.
IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
кайӑк хур (кайӑк кӑвакал) халсӑрланни, ҫынран хӑрани, тайкаланса утни сисӗнсен, тытнӑ тупӑша полиэтилен миххе хурса патшалӑхӑн ветеринари службин представительне памалла;
Кайӑк-кӗшӗк грипӗ — хӑрушӑ // Д.БАЙМУШКИН. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d0%ba%d0%b ... 83%d1%88a/
Улӑп арҫын енчен енне тайкаланса ытларах пӗр вырӑнта тӑпӑртатрӗ пулсан, Севет инке ун тавра акӑш евӗр ҫаврӑнчӗ.
10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Алӑк яртах уҫӑлчӗ те, пӳрте Никӑн кладовщик тайкаланса кӗчӗ.
5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
Вӑл, хӑвӑрт-хӑвӑрт сывлаканскер, каччӑ ытамӗнчен хӑтӑлса хӳме ҫумне лӑстах сӗвенчӗ, енчен енне тайкаланса тем шухӑшласа тӑнӑ хыҫҫӑн кӗсйинчен шурӑ тутӑр кӑларчӗ те унпа тутине хупласа пуҫне усӑнтарчӗ:
I // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.
Хӑйне такам питӗнчен ҫав тери хытӑ ҫапнӑ пек Укаслу шарт сикрӗ, унтан вара сасартӑках ҫав тери ывӑннӑ пек пулчӗ те, енчен енне тайкаланса, уҫӑ алӑкран алкумнелле тухрӗ.
Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Шӑхаль каллех ун патнелле тайкаланса пычӗ.
Хӗве хупсан // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Алӑк хӑйӑлтатса уҫӑлчӗ те кӗлете, тайкаланса, Шӑхаль кӗчӗ, темӗнччен кӗле хураймасӑр тӑчӗ, унтан, алӑка питӗрнӗ хыҫҫӑн, Укаслу енне ҫаврӑнчӗ.
Хӗве хупсан // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.