Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

таврӑнса (тĕпĕ: таврӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗвел те ҫаврӑнса килет, хуркайӑксем те таврӑнса килеҫҫӗ, салтаксем те киле таврӑнчӗҫ — пӗр ӑна ҫеҫ, ку тарана ҫитсе те, каялла ҫул пулмарӗ-ха…

Помоги переводом

11 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Юрӑ, йывӑҫсен лутра вуллисенчен ҫӗреллех ӑмӑрса тӑракан ҫулҫӑсене ҫапӑнса, вӑрман хӗррипе шуса каять те, вӑрман кукринчен каялла таврӑнса, Санькӑна хӑйнех илтӗнет.

Помоги переводом

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Пӗр каҫхине вӑл киле таврӑнса зала кӗчӗ те — шартах сикрӗ.

Помоги переводом

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Кӑштах укҫа-тенкӗ пухас та, тӑван яла таврӑнса, йӑва пекки ҫавӑрас, авланас, тесе ӗмӗтленсе пурӑнчӗ.

Помоги переводом

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Е Ҫтаппана Ҫӗпӗрте пушшех те япӑх пулӗ, е вӑл каялла таврӑнса тата та лайӑхрах пурӑнма пуҫлӗ, е вӑл Ҫӗпӗрте юлса унта аталанса кайӗ те, унӑн йӑхӗ кедрсемпе хырсем енче пурӑнӗ.

Либо Степан совсем захворает в Сибири, либо приедет и заживет еще лучше, чем раньше, либо останется в Сибири, обоснуется там, и весь род его будет жить в краю кедров и сосен.

Мӗншӗн-ха? // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/332

Кайран ак хӑй ҫапла тиркешсе ҫӳренӗшӗн, киле нимӗнсӗр таврӑннӑшӑн савӑннӑ пек те пулчӗ, ҫӗнӗ йытӑ туянма шухӑш тытнӑшӑн вара мӑкӑртатса та илчӗ: «Пасартан йытӑпа таврӑнса, Бианкӑна манса каймаллаччӗ иккен-ха! Юрать-и ҫапла!» - терӗ вал.

Помоги переводом

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Кашни кун ӳсӗр таврӑнса кил-йышне ҫуйхаштараҫҫӗ.

Помоги переводом

XXVII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ваня шывра ишес енӗпе республикӑра йӗркелекен ӑмӑртусенчен пӗрре мар ҫӗнтерӳпе таврӑнса район чысне ҫӳле ҫӗкленӗ.

Помоги переводом

Ӑнтӑлу хӗлхемӗ вӑй парса тӑрать // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/04/25/%d3%91%d0%b ... %82%d1%8c/

Вӑл, тӑван хулине таврӑнса; завода ӗҫлеме кӗчӗ.

Помоги переводом

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Валерий Слонов, ҫартан тӑван хулине таврӑнса сӗтел-пукан комбинатне ӗҫлеме кӗрет.

Помоги переводом

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Тен, машини таврӑнса килет пуль тесе, чылайччен кӗтсе тӑтӑм — ахалех пулчӗ.

Помоги переводом

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Вӑл кун Геннадий Петрянкин сержант, ҫамрӑк кӑна сар каччӑ, Совет Ҫарӗнчен пӗлтӗр ҫеҫ таврӑнса милицире ӗҫлеме кӗнӗскер, постра мула хӗрринче, Етӗрне ҫулӗ ҫинче тӑнӑ.

Помоги переводом

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

«Эпир хамӑрӑн ҫурта таврӑнса килтӗмӗр.

Помоги переводом

Ҫамрӑксен театрӗ – 90 ҫулта // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60926

Вара, картиш варрине, мальеннелле чӗркуҫленсе ларчӗ те Ҫӳлти Турра, Пӳлӗхҫе, Хайпӳрене асӑнса, Укаслӑва сыхлама, каялла таврӑнса килме ыйтрӗ.

Помоги переводом

Ыр ут хыҫҫӑн пин ут шыв ӗҫет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл, каялла таврӑнса, нумаях та каймарӗ, хӑй паллӑ туса хӑварнӑ чӑрӑш хыҫне пӑрӑнчӗ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ачасем часах таврӑнса кӑвайт чӗртсе ячӗҫ, чей вӗретме чейниксем ҫакрӗҫ.

Помоги переводом

Хуралчик // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пӗр ҫӗрулмине алла илнӗччӗ ҫеҫ, Кӗркури, сивӗ, шывлӑ куҫне ман ҫинелле палт ҫавӑрса, каллех чӗрпӗнкӗ меццо-сопрано ҫине таврӑнса, сӑмса витӗр хӑтӑрса та пӑрахрӗ:

Помоги переводом

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

— Фельдшер, тӑппи-таппи, тӑппи-таппи ярса пускаласа, алӑра юлнӑ медикаментсене, ытти сиплемелли япаласене шкапа кайса хучӗ те, мӑкӑлтатса таврӑнса, сӗтел хушшине ларчӗ.

Помоги переводом

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Кӗҫех, анкартинчен таврӑнса, амӑшӗ те кӗчӗ.

Помоги переводом

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Тинех яриех ыйхӑран уҫӑлса кайрӗ те, чӑн тӗнчене таврӑнса, ӑшчикки йӗкленнине, пуҫӗ хӗссех ыратнине ӑша ҫӑткаласа ҫӗленсе ларнӑ куҫне чарӑлтарса ячӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней