Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Акӑ сана виҫӗ лаша, — терӗ вӑл, — паянтан ухӑ таврашӗсемпе аппаланма пӑрахатӑн, ҫак утсене ака туйне хатӗрлеме тытӑнатӑн.
13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Шӑпах Брянский ротине хирӗҫ ҫӗнӗ ут таврашӗсемпе ҫиҫтерсе, румынсен кавалери дивизийӗ килет.Как раз навстречу шла румынская кавалерийская дивизия, сверкая новой сбруей.
XII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Пытарма каякансем урамран площаде тухрӗҫ, площадь обывательсемпе, запаснойсемпе, Маврин поручикӗн салтакӗсемпе, халӑх варринче тӑракан сахал йышлӑ начальствӑпа тата пуп таврашӗсемпе тулса ларнӑ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Чиркӗве светить тутарнӑ тата ашшӗпе хӑйсен ачисен вилтӑприсем ҫинче панихида тунӑ хыҫҫӑн, Артамоновсем масар ҫинчен халӑх саланасса кӗтсе тӑчӗҫ те, Ульяна Баймакова вилтӑпри картинчи хурӑнсем айӗнче ларса юлнине асӑрхаман пек пулса, васкамасӑр килелле кайрӗҫ; вӗсен васкама кирлӗ пулман, мӗншӗн тесен пуп таврашӗсемпе палланӑ ҫынсене тата служащисемпе рабочисене хӑналамалли апат виҫӗ сехетре тин пуҫланмалла пулнӑ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Анчах Кук мӗнпур хӗҫпӑшал таврашӗсемпе ӗҫме-ҫиме хатӗрӗсене шыва пӑрахтарнӑ та, ҫӑмӑлланнӑ судно тепӗр кунхине прилив килсен ҫӗкленнӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Службӑран таврӑнакан казак хутора шукӑль ҫи-пуҫпа, капӑр ут таврашӗсемпе пырса кӗресси ӗмӗртенхи йӑла пулнӑ.Испокон веков велось так, что служивый, въезжающий в хутор, должен быть нарядным.
LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Мӗн чухлӗ ахлатмарӗҫ пулӗ дамӑсем, Дон казакӗ ҫине пӑха-пӑха, мӗн чухлӗ сӑйламарӗҫ пулӗ ӑна хаклӑ йышши пируссемпе, тӗрлӗрен тутлӑ канфет таврашӗсемпе; Крючковӗ хӑй малтанах вӗсене тем тӗрлӗ намӑс сӑмахсемпе питлесе пурӑнчӗ, кайран, штабри офицер пакунӗпе ҫӳрекен подхалимсем ыррӑн ӑса вӗрентнипе, ку ӗҫрен тупӑшлӑ професси туса хучӗ; сӑмахсене урӑм-сурӑммӑн йӑмӑхтарса «паттӑрлӑх» ҫинчен каласа кӑтартма пуҫларӗ, нимӗн намӑса пӗлмесӗр суйма тытӑнчӗ.
9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Тӑваткал площадь йӗри-тавра урапасен туртисем ҫӳлелле кармашӑнса тӑраҫҫӗ, лашасем ҫуйӑхашаҫҫӗ, тӗрлӗрен ҫынсем вӗркесе ҫӳреҫҫӗ; пушар сарайӗ аяккинче болгар-плантаторсем вӑрӑм лавкка речӗсем хушшине вырнаҫнӑ та пахча ҫимӗҫ таврашӗсемпе сутӑ тӑваҫҫӗ; вӗсем хыҫӗнче кӗтӗвӗ-кӗтӗвӗпе пӗчӗк ачасем, тӑварса янӑ тӗвесем ҫине, пасар вырӑнӗ йӗри-тавралла куҫӗсене мӑнаҫлӑн вылянтарса сӑнаканскерсем ҫине пӑхса, кӗшӗлтетсе тӑраҫҫӗ тата хӗрлӗ кӑшӑллӑ картузсемпе, тӗслӗрен тӗслӗ хӗрарӑм тутӑрӗсемпе хутшӑнса арпашӑнса кайнӑ ҫынсен ушкӑнӗсем каллӗ-маллӗ кумса ҫӳреҫҫӗ.
1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Кӗрнеклӗ лаша, кӗмӗллесе пӗтернӗ ут таврашӗсемпе хӗҫпӑшал тата хитре казак хӑй те плошадьре пулнӑ пӗтӗм халӑхӑн куҫне илӗртрӗҫ.
XXXVI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
- 1