Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тен, тахҫанах пӑрахса кайнӑ унӑн килне, тен, сӗмсӗртерех ҫынсем унӑн хуҫалӑхӗнчи япаласене ҫарата пуҫланӑ ӗнтӗ?
4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Кам тата сӗмсӗртерех, вӗсем уҫҫӑнах вӑрлаҫҫӗ: ун пеккисене Атӑл паян кунчченех лайӑх майсем туса парать-ха.Кто понахальнее, тот откровенно ворует: Волга и поныне предоставляет таким немалые возможности.
Хӑйне евӗрлӗ перепиҫ // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
— Кран-кра! — сӗмсӗртерех кӑшкӑрса ячӗ ҫӑхан.
VIII // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.
Ӑна амӑшӗ намӑслантарнӑ, анчах вӑл, ӑшӗнче кулса, хӑйӗн симӗсрех тӗслӗ кӑшт сӗмсӗртерех куҫӗсене хӗссе тӑнӑ.Мать совестила его, а он только ухмылялся и щурил свои зеленоватые, с наглинкой глаза.
21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ҫын мӗн чухлӗ усалтарах та сӗмсӗртерех, вӑл ҫавӑн чухлӗ лайӑхрах пурӑнать!
4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ҫак офицер хӑйӗн хыттӑн туртӑнтарса ҫыхнӑ кӗлеткипе те лӑсканса пӗтнӗ, ытла шанӑҫлӑн курӑнма тӑрӑшакан сӗмсӗртерех сӑн-пичӗпе пруссен офицерӗсене аса илтерет, — вӗсене нимӗҫ карикатурисенче шӑпах ҫаплалла ӳкереҫҫӗ, — пехота полкне ӑна темле вӑрттӑнла-кӗрттӗнле шӑв-шавлӑ ӗҫшӗн гвардирен куҫарнӑччӗ.
XIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Нумай вӗреннӗ арҫын хӑйӗн хӑни ҫине ырӑ шухӑшпа пӑхса илчӗ; Кирсанов та нумай вӗреннӗ арҫын ҫине ырӑ шухӑшпа пӑхрӗ; нумай вӗреннӗ (арҫын), ҫапла пӑхнӑ май хӑй паллашма кӑмӑлланӑ хӑни ытла япшар маррине туйрӗ те сӗмсӗртерех пулма шутларӗ.
XVII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӑл ӗнтӗ ҫиеле тухнӑ пекех тата сӗмсӗртерех кулма пуҫларӗ, ҫӗнтернӗн, хӑйӗн йӑлкӑшса тӑракан куҫӗсене хӗскелерӗ, хӑй упӑшки пулнӑ ҫынна куҫӗнчен пӑхма тӑрӑшрӗ.
XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Анчах ӑслӑ патшан ҫивӗч тӑнӗ вӗсен ӗмӗт-шухӑшне маларахах тавҫӑрса илнӗ ӗнтӗ, хӑй енчен политикӑн ҫип-ҫинҫе серепине хуллен-хулленех явма пуҫланӑ, унпала вӑл акӑ сӗмсӗртерех куҫлӑ та йӑпӑлти сӑмахлӑ ҫак мӑнӑ ҫынсене ҫавӑрттара-ҫавӑрттара ҫыхса, йӑлмакласа хурӗ.
IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
- 1