Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

сӑнӗсене (тĕпĕ: сӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӳрех калама намӑс пулин те, санран пытармӑп: хам вӗрентнӗ ачасене эпӗ нихӑҫан та аса илмен, эпӗ вӗсен хушамачӗсене те, ячӗсене те, сӑнӗсене те тахҫанах маннӑ…

Помоги переводом

Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Каласа паратӑп тесе, вӑл хӑйӗн бригадинчи тусӗсене темиҫе хутчен те куҫран тинкерсе пӑхнӑ, анчах вӗсен яланах таса та илемлӗ сӑнӗсене, ӑшӑ та хаваслӑ куҫӗсене курсанах пуҫне уснӑ.

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Чи лайӑх художниксем вӗсем ҫине иероглифсем, ҫавӑн пекех Турӑсен сӑнӗсене ӳкернӗ.

Помоги переводом

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫулсеренех майӑн 9-мӗшӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче паттӑрлӑх кӑтартнисене халалласа лартнӑ палӑксем ҫывӑхӗнче чечексем ҫеҫкене лараҫҫӗ, вӗсем ҫывӑх ҫынсен сӑнӗсене куҫ умне кӑлараҫҫӗ.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ ачисем синкерлӗ кунсен чӗрӗ палӑкӗсем // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/varca-achisem-sin ... kesem.html

Сӑнӗсене, вӗсен тумӗсене те пулин ас туса юлтӑн-и хуть?

Помоги переводом

4. Ҫур литр эрехшӗн! // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Кашниех хӑй йышӑннӑ касӑсем ҫинче ҫӗрулми кӑларать — сӑнӗсене уйӑрса илме йывӑр.

Помоги переводом

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Ҫынсен сӑнӗсене пурӑна киле манса каяс йӑла пур ман — хӑйне евӗрлӗ ҫитменлӗх ӗнтӗ ку.

Помоги переводом

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Лена малтан ашшӗн, унтан амӑшӗн сӑнӗсене ерипен шӑлчӗ.

Помоги переводом

II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Пазухин Константин Ивановпа Николай Шупуҫҫынни сӑнӗсене пӳрнепе тӗллерӗ.

Помоги переводом

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Эпӗ унпа кӑҫал май уявӗ умӗн паллашрӑм, мана ун чухне заводри паллӑ ҫынсен сӑнӗсене ӳкерме хушнӑччӗ…

Помоги переводом

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Унсӑр пуҫне вӑл фотографи ӗҫне вӗренчӗ, таврари ялсене ҫӳресе ҫынсен сӑнӗсене ӳкерчӗ е кивӗ сӑн ӳкерчӗксене ҫӗнетсе пысӑклатрӗ.

Помоги переводом

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Чӑлан стени ҫумне Микулай патшапа унӑн арӑмӗн сӑнӗсене ҫыпӑҫтарнӑ.

Помоги переводом

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫавна май Астӑвӑм альбомӗсенче пирӗн ентешсен, вӑрҫӑ участникӗсен, сӑнӗсене, биографийӗсене курма питех те кӑмӑллӑ пулчӗ.

Помоги переводом

Вӑрнарсем те, йӗпреҫсем те манмаҫҫӗ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11837-v- ... te-manmacc

Анчах та унта ытларах районти паллӑ ҫынсен сӑнӗсене ҫеҫ тӗл пулатӑп, район центрӗнчи урамсемпе ҫуртсене ӳкернисем сахал.

Помоги переводом

Сӑнӳкерчӗксенче — ял историйӗ // В.Бахматов. http://kasalen.ru/2022/10/11/%d1%81a%d0% ... b8%d0%b9e/

Халӗ Маргарита Петрова, Вавил Петров, Аркадий Николаев, Алексей Якимов тата Людмила Михайлова сӑнӗсене те манса кайнӑ ӗнтӗ.

Помоги переводом

Педагог ветерансем патӗнче хӑнара // Юрий Никитин. http://kanashen.ru/2022/09/16/%d0%bf%d0% ... %80%d0%b0/

— Кӑшарни каҫ юмӑҫ яраҫҫӗ хӗрсем, — ҫурта ҫутса, ҫӗрӗ витӗр шыв ҫине пӑхаҫҫӗ, савни сӑнӗсене шыраҫҫӗ.

Помоги переводом

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Акӑ, кӳлӗ патне чиркӳрен тухнӑ халӑх ҫитрӗ: малтисем турӑшсемпе ҫветтуйсен сӑнӗсене йӑтса пыраҫҫӗ: уявла тумланнӑ архиерейпе пупсем тата протодьякон та унтах.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Унта чӑваш халӑх тумӗсене, тӗнчипе паллӑ чӑвашсен сӑнӗсене куратпӑр.

Помоги переводом

Юррисем илемлӗ, чӗлхисем ҫепӗҫ // Татьяна Васильева. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... hisem-cepc

Чи пысӑк картинӑсенчен пӗри — тӑваттӑмӗш энергоблокра хӑрушла алхасакан вилӗм-пушара сӳнтерес ӗҫре тӗлӗнмелле паттӑрлӑх кӑтартса вилнӗ пушарҫӑсен сӑнӗсене ӳкернӗ портретсем пулчӗҫ.

Помоги переводом

V // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Стэнлипе Гент чурасем патне ҫывӑхах пырса тӑчӗҫ, тыткӑнҫӑсен сӑнӗсене уҫӑмлӑн кураҫҫӗ тата вӗсене шутласа ӗлкӗрчӗҫ.

Стэнли и Гент приблизились к шествию настолько, что могли видеть выражения лиц и пересчитать число пленников.

VIII. Цаупере чура // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней