Двуязычный корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

сӑмсисем (тĕпĕ: сӑмса) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Санӑн урамсемпе площадьсенче яланхи пекех шавлӑ та савӑнӑҫлӑ ҫынсем нумай, заводсен мӑрйисем те хальчченхи пекех хура тӗтӗмпе мӑкӑрланаҫҫӗ; шӑрӑхпа тата шинасемпе пусӑрӑнса хӗрнӗ асфальт ҫаплах ҫуталса выртать, милиционер-регулировщик аллине ҫӗкленӗ вырӑнта машинӑсем черете тӑраҫҫӗ — тормозсем хурлӑхлӑн йынӑшаҫҫӗ, моторсем пӗр харӑс кӗрлеҫҫӗ; светофорсен хӗрлӗ те сарӑ куҫӗсем ҫаплах мӑчлаттарса илеҫҫӗ; метро станцисем умӗнче ҫынсем ҫаплах хӗвӗшеҫҫӗ; тума пуҫланӑ ҫуртсен стенисем карлӑксем витӗр ҫаплах хӗрелсе курӑнаҫҫӗ, вӗсен тӑрринче ҫӗклемелли крансен сӑмсисем йывӑррӑн сулланса тӑраҫҫӗ; шыв урлӑ каҫмалли кӗперсем ҫаплах тӗксӗмӗн курӑнса выртаҫҫӗ, вӗсем тӑрӑх татти-сыпписӗр ҫынсен ушкӑнӗсем, машинасем пыраҫҫӗ, — инҫетрен пӑхсан, кӗпер кӑткӑ сукмакӗ пекех туйӑнать; шӑпах пирвайхи хут килнӗ чухнехи пекех, Сергее ҫав тери пысӑк хула пӗр вырӑнта тӑман пек, анлӑ вырӑс ҫӗршывӗ тӑрӑх пӗр тикӗс утӑмпа утса пынӑн туйӑнать.

Помоги переводом

XVIII // .

— Вӗсен пионер пулма сӑмсисем ҫитӗнеймен-ха.

— У них еще до пионеров нос не дорос.

Саккӑрмӗш сыпӑк // .

Вӗсем пӗр-пӗрне алӑ памарӗҫ, карттуссен сӑмсисем ҫумне ҫех сӗртӗнсе илчӗҫ.

Они не подали друг другу рук, а только притронулись к козырькам.

XVI // .

Офицерсем аллисене карттусӗсен сӑмсисем ҫумне тытрӗҫ.

Офицеры приложили руки к козырькам.

XIV // .

Унӑн атӑ сӑмсисем ҫавӑн чухнехи модӑпа, коньки пек, питӗ ҫӳлелле таврӑнса тӑраҫҫӗ, — ун пек пултӑрччӗ тесе, ҫамрӑк ҫынсем вӑл вӑхӑтра питӗ хытӑ тӑрӑшнӑ: сехечӗ-сехечӗпе стена ҫумӗнче ларса, хӑйсен атӑ-пушмак сӑмсисене стена ҫумне пӑчӑртаса тытса тӑнӑ.

носки его ботинок были по моде сильно загнуты кверху, наподобие лыж, — результат, которого молодые люди того времени добивались упорным трудом и терпением, просиживая целые часы у стенки с прижатыми к ней носками.

4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // .

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней