Поиск
Шырав ĕçĕ:
15. Мӗскӗн ҫынна Вӑл вӗсен хӗҫӗнчен, сӑмахӗнчен хӑтарать, ӑна вӑйлисем хӗсӗрлесрен сыхласа тӑрать; 16. ҫавӑнпа хурлӑхлӑ ҫын валли те шанчӑк пур, суянӑн та ҫӑварӗ хупӑнать.
Иов 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӗсем Мардохее кашни кун ҫапла каланӑ, вӑл вӗсене пӗрех итлемен, вара вӗсем Мардохей хӑйсене пӗлтернине — вӑл иудей ҫынни пулнине — Амана евитлесе панӑ, вӗсен Мардохей хӑй сӑмахӗнчен чакнипе чакманнине пӗлес килнӗ.
Эсф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Патшалӑх темле пысӑк пулсан та, патша хушӑвӗ пӗтӗм ҫӗршывӗпе саланӗ, ун ҫинчен илтсен кирек мӗнле арӑм та хӑй упӑшкине хисеплӗ, ун сӑмахӗнчен иртеймӗ.
Эсф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Нихӑш тӗлӗшпе те хуҫу сӑмахӗнчен ан ирт, эп сана мӗн тума хушнӑ, шӑп ҫавӑн пек ту, ӗҫе вӑраха ан яр, тенӗ патша.
Иудифь 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Пӗр-пӗрне хирӗҫ тапӑнса тухма каласассӑн та, ҫавна тӑваҫҫӗ вӗсем; вӗсене тӑшмансене хирӗҫ ярать пулсассӑн, вӗсем каяҫҫӗ, тусене, хӳмесене, пашнесене аркатаҫҫӗ, 5. вӗлереҫҫӗ, хӑйсем те вилеҫҫӗ, анчах патша сӑмахӗнчен иртмеҫҫӗ; ҫӗнтерес пулсассӑн, туртса илнӗ тупӑша та, ыттине те пӗтӗмпех патшана килсе параҫҫӗ.
2 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫавӑн чухне вара ман патӑма унччен куҫса килнисем тунӑ усал ӗҫсемшӗн Израиль Турри сӑмахӗнчен хӑраса ӳкнисем пухӑнчӗҫ, эпӗ ӗнтӗ каҫхи парне вӑхӑчӗ ҫитичченех хуйхӑрса лартӑм.
1 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Анчах Иуда арӗсен сӑмахӗ израильсен сӑмахӗнчен витӗмлӗрех пулнӑ.Но слово мужей Иудиных было сильнее, нежели слово Израильтян.
2 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫакӑн хыҫҫӑн Саул сасартӑках пӗтӗм кӗлеткипе ҫӗр ҫине тӗшӗрӗлсе аннӑ, мӗншӗн тесессӗн Самуил сӑмахӗнчен сехӗрленсе ӳкнӗ; ҫитменнине, вӑйӗ те юлман унӑн: ҫавӑн чухне вӑл кунӗпех, ҫӗрӗпех апат ҫимен пулнӑ.
1 Пат 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Самуил Саула хуравланӑ: эпӗ санпа пӗрле пымастӑп, мӗншӗн тесессӗн эсӗ Ҫӳлхуҫа сӑмахӗнчен пӑрӑнтӑн, ҫакӑншӑн Ҫӳлхуҫа та санран пӑрӑнчӗ: ку ҫын Израиль патши ан пултӑр терӗ, тенӗ.
1 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Кӳнтем пулни парнерен лайӑхрах, Турра пӑхӑнни сурӑх ҫӑвӗнчен аванрах: 23. пӑхӑнманни — ӑрӑм ӗҫӗ пекех ҫылӑх, хирӗҫ тӑни — йӗрӗхе пуҫҫапнипе пӗрех; эсӗ Ҫӳлхуҫа сӑмахӗнчен пӑрӑнтӑн, ҫакӑншӑн Вӑл та санран пӑрӑнчӗ: ку ҫын [Израиль] патши ан пултӑр терӗ.
1 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Валаам Валака каланӑ: ара, эпӗ санӑн ман патӑма янӑ элчӳсене ҫапла каламанччӗ-и: 13. «мана Валак хӑйӗн ҫурчӗ тулли ылтӑн-кӗмӗлне парас пулсассӑн та, эпӗ Ҫӳлхуҫа сӑмахӗнчен иртейместӗп, хам тӗллӗн ыррине те, усаллине те нимӗн те тӑваймастӑп: Ҫӳлхуҫа мӗн калать, ҫавна калӑп» теменччӗ-и?
Йыш 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Валаам Валак чурисене ҫапла хуравласа каланӑ: Валак мана хӑйӗн ҫурчӗ тулли ылтӑн-кӗмӗлне парас пулсассӑн та, эпӗ Ҫӳлхуҫамӑм, хамӑн Туррӑм, сӑмахӗнчен иртейместӗп, [хам тӗллӗн] пысӑк ӗҫ те, пӗчӗк ӗҫ те тӑваймастӑп; 19. ҫапах эсир те кунтах ҫӗр каҫма юлӑр, эпӗ Ҫӳлхуҫа хама тата мӗн калассине пӗлӗп, тенӗ.
Йыш 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Фараонӑн Ҫӳлхуҫа сӑмахӗнчен хӑраса ӳкнӗ хӑш-пӗр чурисем васкавлӑн хӑйсен чурисене, хӑйсен кӗтӗвӗсене килӗсене пуҫтарнӑ; 21. Ҫӳлхуҫа сӑмахне хӑйӗн чӗрине илменнисем вара хӑйсен чурисене, хӑйсен кӗтӗвӗсене хиртех хӑварнӑ.
Тух 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.