Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

сӑмаха (тĕпĕ: сӑмах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Аса илмелли, паллах, нумай, — васкамасӑр пуҫларӗ вӑл, кашни сӑмаха «вунна» ҫеҫ лектерекенскер, асра юнлӑ-вутлӑ вӑрҫӑ сукмакӗ-тумхахӗсем йӗрлесе.

Помоги переводом

Тинӗс ҫуран ҫарӗнче ҫапӑҫнӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 4–8 с.

Шӑкӑл-шӑкӑл калаҫкаласа, пуҫа ухтаракан та устаракан тостсем каласа, чӑн сӑмаха шӳтпе те тутлӑлантарса, кулкаласа та ҫиҫкелесе, черккесемпе стакансен тӑррисене таткаларӗҫ, ҫырткаларӗҫ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Чӑнах, Ула Тимӗр панӑ сӑмаха тытрӗ, йӗркеллех учительте ӗҫлеме пуҫларӗ, кил-ҫуртне те юхӑнтарса ямарӗ, ҫӑтӑр-ҫӑтӑрах тытрӗ, анчах хӑраха, урҫана юлса, пат пӗччен, камантайла та аскетла пурӑнса, вунӑ ҫул хушшинче шалтан самаях улшӑнчӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Чӑнах, Ула Тимӗрпе Полина пӗр вӑхӑт панӑ сӑмаха тытса пурӑнчӗҫ, анчах ку нумая пымарӗ: вӗсен чӑтӑмлӑх пружини, майӗпен тӑсӑла-тӑсӑла, каллех татӑлса пантлатрӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫумӑра-ши вара, — сӑмаха урӑх еннелле пӑрса ячӗ Борис, чӳречерен уй-хире сӑнаса.

Помоги переводом

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Калаҫасса та Микола хӑйне евӗрлӗ, кашни сӑмаха пусарса, хупӑ сасӑсене вӑрӑмлатса калаҫать.

Помоги переводом

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Ҫук, ҫук, чӗрери вӗри юрату темӗнле сивве те, темӗнле йывӑр сӑмаха та чӑтса ирттеретех.

Помоги переводом

12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Сан шӑпу пӑшӑрхантарать мана, Полина, ҫавӑнпа кашни ырӑ мар сӑмаха илтсессӗнех чӗре ыратса каять.

Помоги переводом

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ҫак йывӑр сӑмаха ку пӳртре пачах та аса илмеҫҫӗ пулас, кунта пурте пӗр-пӗрне хисеплеҫҫӗ.

Помоги переводом

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Айта, кайса апатланар, — сӑмаха аяккалла пӑрса ячӗ Полина, упӑшкине аллинчен тытса.

Помоги переводом

10 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Чӑн сӑмаха хӑҫан та пулин пӗлтересех пулать, эпӗ чирлӗ, Ревлен.

Помоги переводом

9 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Е хӑв панӑ сӑмаха та тытма пултараймастӑн эсӗ?

Помоги переводом

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Мастер хӗрсемпе темиҫе хутчен те кун пирки калаҫу пуҫарчӗ, анчах тем ӑнлансах ҫитеймерӗ-ха вӑл, хӗрсем куҫӗсене тартрӗҫ, сӑмаха урӑх еннелле пӑрса ячӗҫ.

Помоги переводом

5 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Эсӗ мастер, ҫӗнӗ мастер, — ҫӗнӗ сӑмаха уйрӑмах пуҫарах каларӗ вӑл, — вӑт, калаҫ, ӳкӗтле, упаленсе пуҫҫап, эпӗ вара… ывӑнтӑм, илтрӗн-и, ы-вӑн-тӑм, ӑнланма пултаратӑн-и ҫакна эсӗ е ҫук?

Помоги переводом

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Айӑплӑ, — йӑл кулса илчӗ Ревлен Петрович, — пур манӑн ҫавӑн пек ҫитменлӗх, сӑмаха тӳррӗн калама юрататӑп.

Помоги переводом

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ҫак сӑмаха ман тахҫанах каламалла пулнӑ, уншӑн эпӗ айӑплӑ.

Помоги переводом

VI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Халиччен никама та шарламанччӗ, хӑв панӑ сӑмаха пурнӑҫласса шаннӑччӗ эпӗ.

Помоги переводом

VI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Паян ак, Ленӑна курсан, унӑн ҫак хӗрачапа питӗ туслӑн калаҫасси килчӗ, анчах, яланах чӗнмесӗр ҫӳренӗскер, сӑмаха мӗнрен пуҫармаллине пӗлмерӗ.

Помоги переводом

II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Халь эсир ман сӑмаха хисепе хумасӑр мӗн те пулин ҫырма килӗшмесен, сире эпӗ ҫырма ӳркенекен писатель тесе шутлама пуҫлатӑп.

Помоги переводом

Амӑшӗ // Макар Хури. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 93–94 с.

Кунта ӑна пуринчен ытларах «хушса пани» сӑмаха хӑйне евӗр ӑнланни пулӑшрӗ.

И много ему в этом помогло именно толкование самого слова «добавка».

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней