Поиск
Шырав ĕçĕ:
Паллӑ ӗнтӗ, сӑвакансен ӗҫӗ ку енӗпе чылай кӑткӑсрах, йывӑртарах.
XXIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
7001 килограмран ытларах сӗт сӑвакансен субсиди виҫи 2 тенкӗ те 41 пуспа танлашать (кашни килограмм пуҫне).
Сӗтшӗн тивӗҫтерекен патшалӑх пулӑшӑвӗ тӑкаксен курӑмлӑ пайне саплаштарма май парать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/07/28/%d1%81e%d1 ... %ba%d1%81/
…Ун чух ферма кӑшт анатарахчӗ, ҫырма урлӑ каҫакан ҫул тӳрех ӗне сӑвакансен пӳрчӗ умне тухатчӗ.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.
Хир енчен вӗрекен ҫил ӗне сӑвакансен ҫурчӗ тавра ларакан топольсене тата ҫуса ҫакнӑ халатсене силлет.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.
Директор сассине илтнӗ пекех, Чӗкеҫ чарӑнчӗ те каялла, ферма еннелле пӑхрӗ, ҫав самантра ҫӗнӗ ферма ҫухалчӗ, ун вырӑнне улӑм витнӗ саман витесем, ӗне сӑвакансен мунча пек ҫурчӗ тухса тӑчӗҫ.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.
Пирӗн, ӗне сӑвакансен, вуникӗ сехетчен канмалли вӑхӑт…
4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Машинӑпа ӗне сӑвакансен конкурсне хутшӑнни хӑйне евӗр пропаганда пулса тӑчӗ ӗнтӗ: тивӗҫне лайӑх пӗлнӗрен, чуна парса ӗҫленӗрен ҫамрӑксен йышӗнчен Анастасия республика конкурсӗнче иккӗмӗш хут мала тухрӗ.
Автанран та иртерех тӑрать // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17
Машинӑпа ӗне сӑвакансен 36-мӗш, осеменаторсен 34-мӗш республика конкурсӗ виҫӗм кун «Атлашевский» СХК-ра уҫӑлчӗ.
Ҫӗршыв шайне тухас ӗмӗт тата пӗр утӑм ҫывӑхрах // Любовь ГОРОДИЩЕНСКАЯ. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30
- 1