Поиск
Шырав ĕçĕ:
13. Вара Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: ыран ирех тӑр та фараон умне пырса ӑна кала: Ҫӳлхуҫа, еврейсен Турри, ҫапла калать, те: Манӑн халӑхӑма яр, вӑл Мана кӗлтутӑр; 14. сана пӗтӗм ҫӗр ҫинче Ман евӗрли урӑх ҫуккине пӗлтермешкӗн ку хутӗнче Эпӗ санӑн чӗрӳне пӗтӗм суранӑмпа суранлатӑп, ӑна санӑн чурусене те, санӑн халӑхна та ҫитерӗп; 15. Эпӗ Хамӑн аллӑма тӑсрӑм ӗнтӗ, апла сана та, санӑн халӑхна та хӑрушӑ чирпе тӗп тӑваттӑм, сана ҫӗр ҫинчен пӗтереттӗм, 16. анчах сан ҫинче Хамӑн хӑватӑма кӑтартмашкӑн, пӗтӗм ҫӗре Хамӑн ятӑма пӗлтермешкӗн Эпӗ сана упраса хӑвартӑм; 17. эсӗ вара ҫаплах Манӑн халӑхӑма хирӗҫ тӑратӑн, эсӗ ӑна халӗ те ярасшӑн мар, — 18. акӑ ыран, шӑп ҫак вӑхӑтра, Эпӗ питӗ вӑйлӑ пӑрлӑ ҫумӑр ҫутарӑп, Египета никӗсленӗ кунран пуҫласа халиччен ун пекки пулман-ха; 19. эппин, хӑвӑн кӗтӗвӳсене, хирте мӗн пуррине пурне те пуҫтарма яр; килӗсене таврӑнмасӑр хире юлнӑ мӗнпур ҫынна, выльӑх-чӗрлӗхе пӑр ҫапӗ те, вӗсем вилсе пӗтӗҫ, тет, тенӗ.
Тух 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницы:
- 1