Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

сулса (тĕпĕ: сул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Юрӗ-ҫке, сӑмахпа мухтанма халь кунта пуху мар, тепӗр тесен!» — терӗ вӑл, алӑкран тухнӑ чух аллине сулса.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӗтерук сулса янӑ пуртӑ ун пуҫӗ урлӑ шӑхӑрса каҫрӗ.

Помоги переводом

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анук, ҫеҫҫине сулса, малалла ыткӑнчӗ.

Помоги переводом

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анук, тата ытларах хӑюлланса, сӗҫҫипе сулса ячӗ.

Помоги переводом

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗсем хушшинче Хӗлип, турех йӗвен чӗлпӗрӗнчен ярса тытса, хаяррӑн кӑшкӑрчӗ: «Ман лаша ку! — Ҫук, сан мар, ман лаша. Эпӗ ӑна никама та памастӑп!» — терӗ те Ҫтаппан, Хӗлипе чышас тесе, чӑмӑрне сулса ячӗ.

Помоги переводом

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унччен те пулмарӗ — пӗри теприн ҫине сулса ячӗ.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ав, унталла пыр! — машинӑсем енне сулса кӑтартрӗ вӑл.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Куратӑн-и, ав, хайхи куршанак, — терӗ вӑл, халӑх кӗпӗрленнӗ еннелле аллине сулса.

Помоги переводом

Куршанак // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 4–6 с.

— Ха, ку хӗрарӑм мӗн сӳпӗлтетет! — терӗ вӑл, пуҫне калаҫакансем еннелле сулса.

Помоги переводом

Куршанак // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 4–6 с.

Кашкин килӗшнӗн пуҫне сулса илчӗ, пит-куҫне пӗркелентерчӗ, айӗнчи сак хӑмине чӗриклеттерчӗ.

Помоги переводом

52 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Раман Мерчӗк еннелле васкаса утрӗ, каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ: Тамара алӑ сулса тӑрать.

Помоги переводом

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Акӑ хӗр, пӗшкӗнсе, ҫӑмӑллӑн, ӗнӗҫӳллӗн хурӑн туратти иртет, пуртта кашни сулса ямассерен пиҫӗ пӗвӗ шур хӑва пек авӑнать.

Помоги переводом

6 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Раман хирӗҫ чӗнмерӗ, килӗшнӗ пек курӑнса, пуҫне сулса илчӗ те барак умӗнче шӑл йӗрсе тӑракан Ҫтаппана чышкипе юнарӗ.

Помоги переводом

5 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Ай, аптрамалла санпа, Ҫтаппан, — терӗ вӑл, аллине шанӑҫсӑррӑн сулса.

Помоги переводом

4 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Икӗ аллипе ҫавӑрса тытнӑ пурттине кашни сулса ямассерен хӗрӗн пиҫӗ пӗвӗ шур хӑва пек авӑнса илет.

Помоги переводом

3 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Каччӑн та, пушшипе сулса яриччен шухӑшласа пӑхма тивет…

Помоги переводом

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӗччен мар эп — ав кашкӑрсем, — хурахсем кайнӑ вӑрман еннелле аллипе сулса кӑтартрӗ вӑл.

Помоги переводом

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Ну-ка, путсӗр кабаргассем! — пӗтӗм ҫиллипе кутамккине сулса ячӗ салтак арӑмӗ, ҫывӑхри кашкӑра ҫаклатрӗ.

Помоги переводом

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Сиртен мана нимӗн те кирлӗ мар, — Ваҫиле аллине сулса ячӗ те арҫыннӑн аллинчи сенкер тутӑр юр ҫине ӳкрӗ, ҫил ӑна тарӑн вар тӑрӑх вӗҫтерсе кайрӗ.

Помоги переводом

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Юлашкинчен никама та курманнипе аллине сулса тепӗр хут майлашса выртрӗ те каллех ҫывӑрса кайрӗ.

Помоги переводом

Шӑркалчӑсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 36–45 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней