Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вара вӑл хӑйӗн шанчӑклӑ пӗлӗшӗ пурӑнакан хваттерелле сулланчӗ (ӑна вӑл перекет кассинчен илнӗ юлашки укҫине упрама парса хунӑччӗ).
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
Сулагаев пӗр сӑмах чӗнмесӗр тӑнласа тӑчӗ те тайкалана-тайкалана алӑк патнелле сулланчӗ, тухса кайнӑ чух кӑна йӑпӑртлӑха ҫӑварне уҫрӗ:
7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Ҫук, вырӑн ҫинче выртнипе инкекрен хӑтӑлаймастӑн: хайхискер, чирлӗ ҫын хӑраххи, аран-аран тумланкаларӗ те издательствӑна сулланчӗ: кам ҫырнине те пулин пӗлесчӗ, унпа йӗркеллӗн калаҫасчӗ.
5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Йӗкӗт, мана лайӑх итлес тесе хӑяккӑнтарах тӑрса, сылтӑм хулпуҫҫине маларах туса пычӗ, ҫавна май унӑн сылтӑм алли хытӑрах сулланчӗ.
Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.
Герасим Федотович пӳртрен тухрӗ те каллех анкартинелле сулланчӗ.
10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Милици тенине илтсен пӑртак урӑлнӑ пек пулчӗ-ши — тайкалана-тайкалана вӑрман еннелле сулланчӗ, вите хыҫӗнче куҫран ҫухалчӗ.
10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Ҫавна кура Испуханов вӑрманалла сулланчӗ.
5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.
Ҫакӑн хыҫҫӑн сутуҫ патне пычӗ те полиэтилен пакечӗ, пӗр пачка чей, пӗр буханка хура ҫӑкӑр, икӗ кӗленче сӑра илчӗ, ҫимелли-ӗҫмеллине пакета хучӗ те, куҫне тухан-кӗренсем ҫине хурчӑкалла ывӑткаласа, алӑк патнелле сулланчӗ.
Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.
Таплаттарма пултаратӑн, — терӗ те фельдшер пациента куҫран пӑхсах та пӑхмасӑр, сӗтел патнелле хӑйттӑ-хайттӑ, хӑйттӑ-хайттӑ сулланчӗ.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Ак вӑл вырӑнтан хускалчӗ, тӑтӑрхасӑр урисене (вӗсене такам тачка сӑнчӑрпах сӑнчӑрланӑ тейӗн) пӗр-пӗринчен шӑл ҫыртса, вӑй хурса куҫаркаласа, тӗттӗм вӑрман чӑтлӑхнелле лӑштӑрт-лӑштӑрт тутарса ленк-ленк калӑпсӑр сулланчӗ: ҫӑт-ҫат, шӑт-шат, чӑш-чаш, шачӑртшачӑрт…
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ҫапла ӑшне кӗлт кантарсан, киленӗҫлӗн эхлетсе илчӗ, вара, мӑраланса, малалла сулланчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Пӗр авӑк мӑшӑрӗ ҫине ӳпкевлӗн, вӑрӑммӑн куҫласа тӑчӗ, вара алӑ сулчӗ те, ҫаврӑнса, кӗвеленнӗ, сӑпӑрчӑк кӑмӑлпа, сӳнӗк хавхапа ялалла сулланчӗ…
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Мӑҫтук ҫавӑнтах сасӑ еннелле сулланчӗ, мунчана кӗчӗ.
Энтрей мыскарисем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Анчах нимӗн те калаймарӗ, кантуралла сулланчӗ.
Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Нумай ларчӗ-и, сахал-и, тӑна кӗнӗ пек пулса вырӑнтан хускалчӗ те урлӑ-пирлӗ выртакан ҫуннӑ пӗренесем хушшипе Ятламас пӳрчӗ патнелле сулланчӗ.
1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Вӑл чӗтрекен ал тупанӗ ҫинчи вак укҫана пӑха-пӑха таҫталла сулланчӗ.Он ушел, пошатываясь и разглядывая монеты на дрожащей ладони.
III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Тилли сӑмах мӗн пирки пынине тӗшмӗртиччен Кассан Зитор ҫамрӑк ҫынна пуҫӗнчен хулӑн юман туяпа хыттӑн туртса ҫапрӗ; Тилли сулланчӗ те лаштӑрах ӳкрӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 375–381 с.
Вӑл чӗр куҫҫи ҫинчен ҫӗкленчӗ, анчах сасартӑк хытах сулланчӗ те минтер еннелле лаплатрӗ.Он поднялся с колен, но, вдруг, зашатался, повалился на подушку.
Хура тӳпере // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Карабас Барабас пуҫне усса унӑн хыҫӗнчен сулланчӗ.
Буратино Карло ашшӗпе, Мальвинӑпа, Пьеропа тата Артемонпа пӗрле килне тавӑрӑнать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Пьеро нимӗн хирӗҫмесӗр, сӑвӑсем мӑкӑртатса тата такӑна-такӑна, кӳлӗ патнелле сулланчӗ.Пьеро послушно поплёлся к озеру, бормоча стихи и спотыкаясь.
Ҫӗр шӑтӑкӗнче // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
- 1
- 2