Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫав стенапа тинӗсрен пӗр пайне уйӑрса татса илнӗ те типӗтнӗ.
Ҫӗр айӗнчи усӑллӑ япаласемпе промышленность // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Слесарнӑйӗнчи хӑма стенапа уйӑрнӑ ӗҫ пӳлӗмне кӗрсен Прелл сӗтел ҫинчен хут листи илчӗ те хӑйӗн вӗренекенне кӑтартрӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Стенапа картланӑ ҫыр хӗррипе пырса машина тепӗр темиҫе минутран тикӗс ҫӗре тухрӗ те ҫуртӑн пӗртен пӗр ҫути еннелле вирхӗнет.
XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Эпир пысӑках мар хӑна пӳлӗмӗнче тӑрса калаҫатпӑр; кунта курӑнми стенапа хупланӑ пахчана кӗмелли алӑк пур.Мы разговаривали, стоя в небольшой гостиной, где была дверь в сад, обнесенный глухой стеной.
XXXIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Кӗнекесем хунӑ ешчӗк стенапа койка хушшинче.
IX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Тӑваттӑмӗш стенапа ҫапларах…
X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Вӑл пурнӑҫра пурри — хырӑмӑн ӑссӑр-тӗлсӗр ташши тата… вӑрттӑнлӑх, пытанчӑклӑх — шӑпах ҫав стенапа ҫавӑрса хупланӑскер (ун тӗлӗнче мана «кушак чӗрчӗ»).
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 375–381 с.
Ҫӳллӗ стенапа ҫавӑрнӑ сад пахчин хӗррисемпе ҫав тери илемлӗ те кӑмӑллӑ ҫутӑ кумса ҫӳрет.По саду, окруженному высокой стеной, бродил трогательный и прелестный свет.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 85–91 с.
Ҫурт тарӑн ҫыр хӗрринчех ларать; стенапа тӗпсӗрлӗх хӗрринче — икӗ фут сарлакӑш сукмак.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 58–65 с.
Ҫирӗп шӑплӑхра поварсем жрецсем пек куҫса ҫӳреҫҫӗ: хуралса кӑвакарнӑ стенапа юнашар вӗсен шурӑ калпакӗсем кухньӑри ӗҫе чаплӑ сӗм кӗртеҫҫӗ; хаваслӑ, мӑнтӑр хӗрарӑмсем шыв пичкисем патӗнче фарфорпа та кӗмӗлпе шакӑртаттарса савӑт-сапа ҫӑваҫҫӗ; йывӑр пирки пӗкӗрӗлсе арҫын ачасем пулӑпа устрица, ракпа улма-ҫырла тултарнӑ карҫинккасем йӑта-йӑта кӗреҫҫӗ.
II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Утрав пуҫлӑхӗн виҫӗ пин акра яхӑн йышӑнакан илемлӗ паркпа чаплӑ ҫурт пур, паркне ҫирӗм фут ҫӳлӗш купаланӑ чул стенапа ҫавӑрнӑ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Анчах халӑх шоссене стенапа пӳлсе лартнӑ пекех пӳлсе хучӗ.
ХХIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Хулана ҫӗнӗ стенапа ҫавӑрса ҫирӗплетеҫҫӗ, унта ҫӗр хапха тӑваҫҫӗ те вӗсене ылтӑн питлӗхсемпе сӑраҫҫӗ.Город был обнесён новой стеной, и в ней сделаны сто ворот, обложенных золотыми листами.
Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Сарлака килкартине чул стенапа ҫавӑрнӑ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Коридортан ӑна стенапа мар, каркӑҫпа ҫеҫ уйӑрнӑ.
Хӗллехи каҫсем // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Тимӗр алӑка хупаҫҫӗ те коридора тухакан стенана Чечеткин тунӑ йывӑҫ стенапа хуплаҫҫӗ.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Шухӑшласан-шухӑшласан, хаклӑ тум-тирсене костюмернӑй ҫумӗнчи подвал пӳлӗмне хурса, алӑкне стенапа тан шӑлса лартма шут тытнӑ.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Тӑшмансемпе партизансем ҫывхарнӑҫем ҫывхарса пыраҫҫӗ, стенапа стена хушши кӗскелет, акӑ вӗсем штыклӑ ҫапӑҫӑва кӗрсе кайрӗҫ.Промежуток между врагами все уменьшался и, наконец, закипел кровопролитный штыковой бой.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Вӗсем тимӗр ҫӑраҫҫире уҫҫи кӑчӑртатнине илтрӗҫ, — уҫҫи икӗ хутчен ҫаврӑнчӗ, — унтан пурте тӑватӑ стенапа картланӑ тӗттӗмлӗх ӑшне путрӗҫ.
IV // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Пьесӑна лартма виҫӗ эрне хатӗрленнӗ — репетицисем тунӑ тата декорацисем сӑрланӑ: катаран калама ҫук пысӑк хура саплӑк пек курӑнакан питлӗхлӗ пысӑк вырӑсла кӑмака тата стенапа уҫӑлман алӑк тунӑ.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
- 1
- 2