Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

старшинана (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
1946 ҫулта аслӑ старшинана демобилизациленӗ.

В 1946 году демобилизовался в звании старшины.

Етӗрнери ветеран 105 ҫул тултарнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/38880.html

3-мӗш статьяри старшинана икӗ ҫултан тӑван яла отпуска яраҫҫӗ.

Помоги переводом

«Чӳречерен пӑхрӑм — Уйӑх куртӑм» // А.Иванов. «Храсчен сасси», 1999, утӑ, 13

Старшинана тухнӑ пирӗн Иван, значӑтцӑ, ӗлӗкхилле фельдфебель пулать, — чӗлӗмне туртса ячӗ мучи, савӑннипе кӑмӑлӗ ҫемҫелчӗ пулас.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Совет ҫарӗнче каччӑ старшинана ҫити ӳсет.

Помоги переводом

Осип Алексеев // Юлия Силэм. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 3–4 с.

Вӑл старшинана ялти шкулта ӗҫлеме сӗнет, ачасене ҫар ӗҫне вӗрентнинчен кирли урӑх нимӗн те ҫук, тесе ӳкӗте кӗртет.

Помоги переводом

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

— Анчах старшинана урӑххипе тата хытӑрах тарӑхтараттӑм эпӗ.

Помоги переводом

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Михха старшинана каласа панӑ.

Помоги переводом

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан тӑрантас ҫинче Бернадские, Лаврские тата старшинана палласа юлчӗ.

Помоги переводом

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пухӑннӑ ҫынсем тиекпе старшинана, картузӗсене, шлепкисене илсе, пуҫ тайрӗҫ.

Помоги переводом

Кантуртисем килни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ан тив, укҫам та халь ҫак шампа хырӑмсене, тиекпе старшинана, кӳптермех кайса пӗттӗр.

Правда, пришлось, да и сейчас приходится, сунуть денег этим ненасытным брюханам — дьяку и старшине, пусть облакаются.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тимофей Николаевича Элкей Микули пӗррехинче хӑй патӗнче пытарса усранине те вӑл сиснӗ, ун ҫинчен Макар Григорьевич старшинана та систернӗ пулнӑ, анчах леш тухса тарма ӗлкӗрнӗ.

Помоги переводом

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Скибан, паллах ӗнтӗ, демобилизаципе килнӗ старшинана мӗнле тата хӑҫан вӗлернине каласа панӑ ӗнтӗ.

Скибан, конечно, уже рассказал, как и кем был убит демобилизованный старшина.

16 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Ҫапах та пограничниксем демобилизаципе килнӗ старшинана яма васкамарӗҫ-ха.

Однако он не торопился отпускать демобилизованного старшину.

11 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

«Белограй юлташа, демобилизаципе килнӗ старшинана, унпа пӗр полкра тӑнӑскере, хисеплӗ гвардееца, Карпат леш енчи ҫӗрсене ирӗке кӑларассишӗн юн тӑкнӑ ҫынна», яланлӑхах прописать тума ыйтрӗ.

И попросил его прописать на постоянное жительство «товарища Белограя, демобилизованного старшину, моего однополчанина, заслуженного гвардейца, пролившего свою кровь за освобождение Закарпатья».

10 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Ҫак тӗлӗнсе хавхаланнӑ старшинана перрон ҫине тухмалли зала ҫитиччен ӑсатса ярсан, Кларк каллех ресторана васкарӗ.

Проводив очарованного старшину к двери досмотрового зала, он поспешил вернуться в ресторан.

8 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Кларк старшинана аллинчен ярса тытрӗ те хӑйпе пӗрле илсе кайрӗ.

Кларк схватил за руку старшину и потащил его за собой.

8 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Йытӑ хӑйне хӑй ҫапла тыткалани старшинана пӑшӑрхантарчӗ.

Поведение собаки смущало старшину.

6 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Вара сасартӑк сылтӑмалла, тӳрӗ кӗтес тусах пӑрӑнчӗ, старшинана вӑрмана сӗтӗрсе кӗчӗ, уҫланкӑна илсе тухрӗ.

Потом он резко, под прямым углом, свернул вправо, потащил старшину в лес и вывел на поляну.

6 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Смолярчук старшинана курсан, кирек кам та савӑнӗ, ку каччӑ стройра та яланах сылтӑм енчи пӗрремӗш ретре тӑрать пуль, службӑра та, вӗренӳре те чи малта пырать пуль, походра юрӑ пуҫараканӗ те ҫаках пуль, каннӑ чухне шӳт тӑвакан, култаракан ҫын пуль, ӑна хӗрсем юратаҫҫӗ пуль, юлташӗсемпе тусӗсем те хисеплеҫҫӗ пуль, вӑл питех те тӗреклӗ, вӑйлӑ пуль, тесе калӗ.

Всякий, глядя на старшину Смолярчука, сказал бы, что он правофланговый в строю, первый в службе и в ученье, запевала на походе, весельчак и шутник на отдыхе, что его любят девушки, уважают товарищи и друзья, что он обладает завидным здоровьем и силой.

5 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Ҫак малтан ҫырса панӑ ӗҫсем пулса иртиччен темиҫе кун маларах пиллӗкмӗш погранзастава начальнике Шапошников капитан наряда Каблуков ефрейторпа Смолярчук старшинана ячӗ.

За несколько дней до описанных выше событий начальник пятой погранзаставы капитан Шапошников назначил в наряд ефрейтора Каблукова и старшину Смолярчука.

5 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней