Поиск
Шырав ĕçĕ:
Шупашкарти Ҫӗнӗ хулари инженери сооруженийӗсен строительстви ытла та ерипен пырать — ӗҫсен 23% кӑна пурнӑҫланӑ.
Шкулсенчи ӗҫсем графикран юларах пыраҫҫӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/shkulsenchi-ecse ... ah-pyracce
Республика ҫынсене физкультурӑпа спорта явӑҫтарассипе пысӑк кӑтартусем тунӑ, ҫавӑн пекех вӑл спорт объекчӗсемпе сооруженийӗсен лайӑх аталаннӑ инфратытӑмӗ пуррипе палӑрса тӑрать.
Олег Николаев Физкультурник кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://www.cap.ru/news/2023/08/12/oleg- ... uljturnika
Министр ҫирӗплетнӗ тӑрӑх - республикӑри спорт сооруженийӗсен пулӑшу хакӗсем Раҫҫейре - чи йӳннисем.
Тӗп ыйту — сывӑ пурнӑҫ йӗрки // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 1,2 с.
Строительство вӗҫленнӗ тӗле Мӑкӑр кӗперӗ тимӗр-бетон сооруженийӗсен калӑпӑшӗпе Европӑра иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
Раҫҫей тележурналисчӗсем Мӑкӑр кӗперӗпе паллашрӗҫ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/02/25/%d1%80%d0% ... %bf%d0%b0/
Ку пакетра пӗтӗм участокри оборона сооруженийӗсен картти выртать.В этом пакете карта оборонительных сооружений всего участка.
XXIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Керчь ҫурутравӗн хӗвелтухӑҫ енче ҫак ҫӗре оборона валли ҫутҫанталӑк хӑй хатӗрленӗ пек туйӑнакан сӑртлӑ-туллӑ вырӑнта, тӑшманӑн Керчь ҫурутравӗнчи оборона командующийӗ, 5-мӗш армейски корпус командирӗ, унччен Германи генеральнӑй штабӗн крепоҫлӗ сооруженийӗсен пайӗн начальникӗ пулнӑ Альмендингер генерал ертсе пынипе вӑйлӑ укрепленисем тунӑ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Спорт сооруженийӗсен шучӗ те хӑпарать.
Ҫаврӑнса пӑхсан та – ҫитӗнӳсем // ЛЕОНИД ПАВЛОВ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24
Михаил Игнатьев муниципалитетсен влаҫӗсене территорисене, ҫурт-йӗре шыв илесрен сыхланмалли мӗнпур мероприятие пурнӑҫлама, хуҫасӑр гидротехника сооруженийӗсен харпӑрлӑх правине регистрацилессине вӗҫлеме чӗнсе каланӑ.
Кун йĕркинче - çывхаракан çураки // Е.ЯКОВЛЕВ . «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№
- 1