Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ку паллӑна сиссенех, удэхеец кимме ҫыран хӗрӗнчен шалалла пӑрчӗ.
Каҫхи сунар // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 27–32 с.
Лаша шыв ҫывӑххине сиссенех чарӑнчӗ.
XII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Пӑх-ха эс ӑна: ирӗклӗ пулассине сиссенех мӗнле улшӑнса кайрӗ вӑл!Вы посмотрите только, как он переменился от одной мысли, что скоро будет свободен!
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Вар леш енче ҫулҫӑллӑ вӑрман пуҫланать, кунтан тӗтӗм шӑршине сиссенех пӗтӗм чӗрчун тухса тарнӑ, кӑткӑсем кӑна тӑрса юлнӑ, вӗсем, яланхи пек, хӑйсен тӗмисем патӗнче хӗвӗшеҫҫӗ, тата симӗс шурлӑхра шапасем кӑваклатаҫҫӗ; вӗсем типӗ вырӑнпа аяккалла сиксе кайма пултарайман ӗнтӗ.
Вӑрманти тӗтӗм // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 77–104 с.
Упасем, ытти кайӑксем пекех, вӑрманта калама ҫук сыхланса ҫӳреҫҫӗ, ҫын пуррине сиссенех унтан тараҫҫӗ; упана хӑйне кӑна мар, хӳрине те кураймастӑн.
Упа // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 115-116 с.
Хуҫи машина е трактор тапратса таҫта кайма пуҫтарӑннине сиссенех транспорт патне пырса тӑрать, кабина алӑкне уҫнӑ-уҫманах йӑпӑрт кӗрсе шӑвать шала.
Люси // Ара Мишши. Ара Мишши. Пиллӗкмӗш чӗрӗк: калавсем/ Ара Мишши. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 64 с. — 51,53,55 с.
Ӑшша сиссенех вӗҫсе кайрӗ.
XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Пӗр-пӗр шухӑш-кӑмӑл хыҫҫӑн кайнӑ чухне ӗҫ тата кӗрешӳ, пурнӑҫри тӗрлӗ вак-тӗвек кӗрешӳ, ҫывхарасса сиссенех вӑл хӑй тӗллӗнех ҫав шухӑш-кӑмӑла е ҫав ӗҫе пӑрахма васканӑ, каллех ирӗке тухма тӑрӑшнӑ.
II // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Кил хуҫи арӑмӗ сиссенех, Анисья извозчик тытса, тухтӑр патне вӗҫтерчӗ; кил хуҫи арӑмӗ Обломов пуҫӗ ҫине пӑр хучӗ, хаклӑ шкапӗнчен пӗтӗм спирчӗсене, примочкисене — мӗн кирлӗ пеккине йӑлтах туртса кӑларчӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ольгӑн, ҫакна йӑлтах пӗр тӑрук пӗтерес тесен, Штольц юратма пуҫланине сиссенех, ӑна пӑрахса каясси кӑна юлнӑччӗ.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Салтак ҫывӑхра ҫуккине сиссенех ачасем хӗпӗртерӗҫ те, аллисене кӗсьисене чиксе, васкамасӑр малалла утрӗҫ.
XXII. Ҫывӑхри армансем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ҫӗрле вара кирек мӗнле вӑхӑтра та, кӑшт мӗн те пулин сиссенех, ҫавӑнтах ман паталла вӗҫтер те кушакла макӑр.А если ты ночью заметишь что-нибудь такое, беги прямо ко мне и мяукай.
28-мӗш сыпӑк. Джо индеец шӑтӑкӗнче // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ҫуллахи ҫумӑра та кӑмӑлламасть, ҫумӑр килнине сиссенех йӑвине кӗрсе пытанать.
Чӗрӗп шaши тытать-и? // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2017.02.02, 4(904)№
7. Йывӑҫӑн шанчӑк пур: кассассӑн та каллех чӗрӗлет вӑл, унӑн хунавӗсем ӗрчеме чарӑнмаҫҫӗ: 8. тымарӗ ҫӗр айӗнче ватӑлнӑ пулин те, тункати тусанпа хытса ларнӑ пулин те, 9. вӑл нӳрре сиссенех хунав кӑларать, ҫӗнӗрен лартнӑ йывӑҫ пек туратланать.
Иов 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Анчах та эсӗ мӑшӑр пӳлӗмне кӗрсен тӗтӗркӗч ил те унта пулӑ чӗрипе пӗверне хурса тӗтӗр; 18. шуйттан ҫав шӑрша сиссенех тухса кайӗ те урӑх нихӑҫан та каялла килмӗ.
Тов 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2