Поиск
Шырав ĕçĕ:
Шурӑ сиренӗн сапакӗсем ярах уҫса янӑ чӳречерен пӳлӗме карӑнса пӑхаҫҫӗ.
Пирвайхи кун // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Нӳрӗ ҫӗр, ун ҫине тӗл-тӗл шӑтса тухнӑ сарӑ туналлӑ курӑксен ҫутӑ симӗс йӗпписем, хӗвел ҫутипе йӑлтӑртатса юхакан шывсем, вӗсем ҫинче явӑнакан тӑпра тӗпренчӗкӗсемпе турпассем, сиренӗн кӳпшек папкаллӑ хӗрелнӗ турачӗсем, чӳрече тӗлӗнчех сулкаланаканскерсем, ҫак тем ҫинче йӑшӑлтатакан пӗчӗкҫӗ вӗҫен кайӑксем хӗвӗшӳллӗн чӗвиклетни, хӑй ҫинчи юр ирӗлнипе хура пек курӑнакан хӳме, кунсӑр пуҫне чи пахи — ҫак ырӑ шӑршӑллӑ нӳрӗ сывлӑш, савӑк хӗвел мана ӑнланмалла та уҫӑмлӑн темле ҫӗнӗ хӳхӗм япала ҫинчен калаҫҫӗ, ҫакӑн ҫинчен мана ҫутҫанталӑк епле каланине ҫырса кӑтартма пултараймастӑп, эпӗ ӑна хам мӗнле ӑнланнине ҫырса кӑтартма тӑрӑшам, — пурте мана илем, телей, ырӑ ӗҫсем ҫинчен калаҫҫӗ, ку та, тепри те маншӑн пулма пултарасси, пӗри теприсӗр пулмасси, илемпе телей, ырӑ ӗҫсем пӗр япаланах пӗлтерни ҫинчен калаҫҫӗ.
II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Чӳрече янаххи ҫинче Саша панулми йывӑҫҫин карта еннелле ӳкекен хура мӗлки ҫине, чӳрече умӗнче ӳсекен ҫӑра сиренӗн кӑшӑртатса ларакан ҫулҫисем ҫине шухӑша кайса пӑхса ларчӗ.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
«Эй, эсир, ҫынсем, ман ҫинчен ма маннӑ?» тенӗн, кӑмӑлсӑрланса, сиренӗн ҫара турачӗсемпе кантӑкран шакканӑ, анчах ҫынсем ҫакна туйман.
3 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Анчах ытти йывӑҫсен ҫулҫисем ӗнтӗ тахҫанах саралса кайса тӑкӑнса пӗтнӗ, сиренӗн халь те ҫирӗп лараҫҫӗ-ха.Но вот на всех кустарниках листья пожелтели и осыпались, а на сирени они все еще держатся крепко.
XII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ҫыруран пӗлекен, паллакан духи шӑрши кӗрет — перс сиренӗн шӑрши; ҫав духи тумламӗсем хут ҫинче хӑш-пӗр ҫӗрте сарӑ пӑнчӑсем пула-пула хытса ларнӑ, вӗсен айӗнче саспаллисем нумайӑшӗ тӗрлӗ еннелле сарӑла-сарӑла кайнӑ.
III // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ҫине вӑл хӗрхӗлтӗмрех пысӑк шакмаклӑ сӑрӑ пиншак, сенкер-кӑвак тӗслӗ тӑвӑр шӑлавар тӑхӑннӑ, галстукӗ вут пекех хӗрлӗ, ҫӳҫне варри тӗлӗпе уйӑрнӑ та ҫупа йӗпетсе туранӑ, хайӗнчен вара пӗтӗмпех перс сиренӗн шӑрши ҫапать.
XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Ҫумӑр хыҫҫӑн кашнинчех, ман пӳрт умӗнчи пахчара талккӑшпе ӳсекен ҫап-ҫамрӑк сиренӗн йӗпеннӗ ачаш ҫулҫисене ялтӑркка пайӑркасемпе савӑнӑҫлӑн сапаласа, минутлӑха хӗвел пӑха-пӑха илчӗ; ҫемҫе те кӑпаш йӑрансем ҫинче ҫерҫисем хавассӑн кӑшкӑрашни вӑйлӑран вӑйлӑ илтӗне пуҫларӗ; ытларан та ытларах ярпайса реххетленчӗҫ тирексен лӑймакаллӑ хӑмӑр папакӗсем.
VIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Сиренӗн пӑрулама вӑхӑчӗ ҫитсен ҫитӗннисемпе пӗрле хӗрача та пӑшӑрханать уншӑн.
«Пылак сухан» тата хаваслӑ ачасем // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№
- 1