Поиск
Шырав ĕçĕ:
Сикекен пӑрҫа пек туйма пуҫлатӑн хӑвна.
Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.
Хальхи муниципалитет гербӗ ҫинчи тӗкӗр пулӑсем вырнаҫни, унсӑр пуҫне 1895 ҫулхи герб ҫинче те сикекен дельфин пулни ку тӑрӑхра тинӗс пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑннине пӗлтереҫҫӗ.
Люсечиль коммуна // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9B%D1% ... %BD%D0%B0)
Пӳлӗме шӑши пек сассӑр кӗчӗ, хунарӑн сикекен вутлӑ чӗлхине чакарчӗ те типӗ улӑм хурса хатӗрленӗ вырӑн ҫине ларчӗ.
Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Сикекен ҫутӑ нӑрӑсем хытса тӑчӗҫ, лӑпланчӗҫ.
Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Анчах та ҫутӑ, сикекен, чӗрӗ пекех пӑнчӑсем, вӗтӗ-вӗтӗскерсем.
Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Акӑ ӗнтӗ кӑра ҫумӑр — тумламӗсем ҫӗре ӳкмессерен хӑмпӑлчӑланса сикекен ыраш ҫумӑрӗ — шарр! тӑкса ячӗ.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Полина та ирхи хӗвел шевли пекех йӑлкӑшать, хӑйне шкулти пек мар, ҫурхи ҫӑра курӑклӑ ҫерем ҫинче амӑшӗнчен самантлӑха татӑлса тӑлтти-талтти сикекен путек пекех ирӗклӗн тыткалать.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Сикекен лакӑм ишӗлтернӗ ҫырмасенче эсир те курнӑ пуль, час-часах хура юман тухать, ӑна вара йывӑҫ мар, чул тейӗн.
Сивве чӑтайман улӑп // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 53–56 с.
Малтан сикекен лакӑм амантрӗ, куҫарнӑ чух пысӑк турачӗсене татма тиврӗ.
Паттӑр йӑмра // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 47–48 с.
Тарӑн ҫырма тӑрӑх анатран сикекен лакӑм ҫӗмӗрттерсе хӑпарчӗ, ҫырми ишӗлсе, тарӑнланса юлчӗ.
Паттӑр йӑмра // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 47–48 с.
Чӑхӑсем, пуринчен ытла чӗпписем, темӗнле сикекен чирпе чирлесе питӗ нумай вилсе пӗтрӗҫ.
Сӑтӑрҫӑ ҫерҫисем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 43–47 с.
Темӗнле чир хыҫҫӑн сулахай пит ҫӑмарти туртӑна-туртӑна сикекен пулса юлнӑ.
I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.
— Хирӗҫ сикекен чикмек тӑрне ҫакланнӑ тет, тусӑм.— Иль не знаешь пословицу: кто против стоял, тот на кол угодил.
Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Кур, мӗн ҫӳлӗш сикекен тунӑ.
XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Сирӗн шыв ҫичӗ метра яхӑн сикекен пулать, унта сахалтарах.
IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Нумай вӑхӑт иртмӗ — трахома ҫеҫ мар, туберкулез та, тифсем те, чечче те, ытти сикекен чирсем те ҫамрӑк специалистсене парӑнӗҫ!
7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Сикекен чир сарӑлнӑ пирки Кутемерти шкула хупнӑ пулнӑ вӑхӑтлӑха.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Кушников тухтӑр та ҫаплах шутлатчӗ: паланне те, пилешне те хӗл каҫа ҫимелӗх пуҫтарса хума сӗнетчӗ, тӗрлӗ чирсенчен — пуринчен ытла сикекен чирсенчен — упранма пулӑшать, тетчӗ.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Шӑрӑхпа, юратупа йывӑрланса тулнӑ чӗрине тӑнласа Детрей Дурбан скверне ҫитрӗ, кунта ҫӳллӗ капмар агавӑсен хушшинче фонтан хаваслӑн сикекен сирпӗнчӗксен юхӑмне хӑвалать.
XVIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Шыв ҫийӗнчен ӑнтӑлса сикекен хӗвел тапӑнӑвӗ умӗнче вӑл тытӑнса тӑраймасть, халь-халь шӑппӑн ҫаврӑнма пуҫлать тейӗн.Казалось, не устоя пред нашествием отскакивающего с воды солнца, она вот-вот начнет тихо кружиться.
III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.