Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

сехрине (тĕпĕ: сехре) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ая-яй, нимӗҫсен сехрине хӑпартнӑ эсир ун чухне.

Помоги переводом

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Тетейӗн сехрине хӑпартрӗ.

Помоги переводом

I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Асӑннӑ техника фашистсен сехрине хӑпартнӑ.

Помоги переводом

Аслӑ Ҫӗнтер чапӗ иксӗлмӗ нихӑҫан // Николай ФЕДОРОВ. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/category/ ... %b8%d0%b8/

«Хаспати, хаспати», — чӗрӗ шуйттана курса сехрине хӑпартнӑ ҫын пек хӗрес хурса, кӗтесри кравать ҫинчен Верук инке те пуҫне ҫӗклет.

Помоги переводом

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Сирӗн пӳлӗмри чӑваш хуҫан сехрине хӑпартмалла.

Помоги переводом

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мошков, пӗрре пӑхсах чӑваш хресченӗсен сехрине хӑпартма хӑнӑхнӑскер, хӑй камне каланӑ хыҫҫӑн ку ҫынсем каҫару ыйтасса, хӗҫпӑшалне хӑварса тарасса кӗтрӗ.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Акӑ мӗншӗн вӑл, явӑл пуҫӗ, ҫынсен сехрине хӑпартса кунтан хӑвалама тӑрӑшрӗ! —

Помоги переводом

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ырхан хӗрарӑм ҫуйхашса кӑшкӑрни хавшак хӗрарӑмсен сехрине хӑпартрӗ.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Апла пулсан та, вӗсем савӑнӑҫлӑ: «нимӗҫсен» сехрине хӑпартакан хӑватлӑ хӗҫ-пӑшал хуҫисем-ҫке-ха вӗсем!

Помоги переводом

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Пӗвери шыв ахӑр самана вӑхӑтӗнчи пек хумханма, ҫыранран тухма тытӑнать, хуранти яшка пек вӗреме кӗрет, ял халӑхӗн сехрине хӑпартать.

Помоги переводом

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Вӑрҫӑра пӗр арҫын та сывӑ юлманнине кура ҫамрӑк та вӑйпитти хӗрсем уявра тӑхӑнмалли тухйисемпех лаша утланса ҫапӑҫу хирне вӗҫтерсе тухнӑ, арҫынсем пекех хастаррӑн тытӑҫса ӳксе тӑшман сехрине хӑпартнӑ.

Помоги переводом

Сӑварсемпе сӑвӑрсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 12–13 с.

Фашистсен самолечӗсем ҫине йӑмшак чӗреллӗ ҫынсен сехрине хӑпартма юриех сирена лартни ҫинчен калать.

Помоги переводом

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

— Атя, Аркадий, тӑшман сехрине хӑпартар, — терӗ те траншейӑран йӑлт! ҫеҫ сиксе тухрӗ.

Помоги переводом

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Тӗрлӗ тӳре-шара, Бернадский йышши халӑха выльӑх вырӑнне хуракан земски начальниксем, исправниксем; саламатпа, тӗрмепе, катӑркӑпа халӑхӑн сехрине хӑпӑтакан Огуречниковпа Мошков йышши станавайсемпе уретнисем; Платтунпа Касмухха евӗрлӗ «ятлӑ» ҫынсем; тамӑкпа тата турӑ ылханӗпе хӑратакан пуп таврашӗ; укҫа енчӗкне турӑ вырӑнне хуракан Лаврский йышши ваккатсем т. ыт те.

Помоги переводом

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Вара пӗр кунхине, кӑнтӑрла тӗлнелле, шӑнкӑрав сасси янӑраса ҫывхарни ӗнелсен сехрине хӑпартрӗ.

Помоги переводом

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Бернадский. ку хресченӗн сехрине ҫителӗклех хӑпартрӑм тесе, лӑпкӑнрах сасӑпа калаҫма тытӑнчӗ:

Помоги переводом

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Якур тепӗр хут пӳрте кӗни Лукарьен сехрине хӑпартрӗ.

Помоги переводом

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эпӗ, авӑ, Чутей Шаккурӗнчен те хӑрамарӑм, хам ун сехрине хӑпартса хӑвартӑм, аннерен вара ҫаплах, ача чухнехи пекех, хӑратӑп, тата Сахар тете сӑмахӗнчен иртейместӗп эпӗ, — терӗ те Петӗр, Сергей умнех пырса тӑчӗ.

Помоги переводом

Философсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пупӑн сехрине кӑна хӑпартас пулать.

Помоги переводом

Уҫӑппа юлташӗсем тата Якку атте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Йӗкӗт ҫакна чунтан туять, юнӗ вӗреме пуҫланине те сисет, анчах ҫак хӑрушӑ вӑхӑтра, ҫутҫанталӑкӑн чи вӑйлӑ виҫӗ хӑватӗнчен пӗри ҫын сехрине хӑптармалла урса кайнӑ чухне, мӗн тума пултартӑр-ха вӑл?..

Помоги переводом

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней