Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

сехетне (тĕпĕ: сехет) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хырӑмӗ те, йӑшкаса, хыр тӑрринчен пуш витрелле чанкӑртаттарать (халӗ Пурис хыр сухӑрне йӗпетсе чӑмлама та хирӗҫ марччӗ, анчах пыран «ҫул» ҫинче хыр тавраш тӗл пулмарӗ), ӑш хыпни те пач вут хума пӑрахман, ыйхи те хӑй сехетне кура пуҫа ҫӗр ҫинелле пусарать.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӑл Ула Тимӗр сехетне алла илчӗ те шӑрҫи пысӑкланса тӗксӗммӗн курӑнакан ҫутӑ, анчах пӑрӑнчӑк куҫӗпе кашни пайнех «ҫыртса илсе» тӗрӗслерӗ, хистенсех, тӗпчевлӗн циферблат ҫине тимлерӗ, унтан пӗр кӗске ҫемӗллӗн чӑкчӑк-чӑк-чӑк сас паракан япалана самаях хӑлхи патӗнче тытса тӑчӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр алӑри сехетне салтрӗ те иртен-ҫӳрене пичӗпе — ҫут ҫаврашкипе «кӑчӑк туртмалла» сулахай ал лаппи ҫине хучӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вертихвостов вара, «чӗресӗр юрату» туйӑмӗпе канӑҫне ҫухатса, чӑтӑмсӑр пӑлханса кайнӑскер, хӑй «сехетне» кӗтсе илчӗ пулас: никампа та сӑмах-юмах сутти туса тӑмарӗ — саккӑрмӗш класрах ял клубӗн киномеханикӗпе «тупйытӑлла» выляса хӗр чысне вараланӑ лапчашка кӗлеткеллӗ Сидорова Елизаветӑна, ытла та ҫӑмӑл тумлӑскере, астаруллӑ куллине ҫурхи кӗсре кӗҫеннӗ пек кустара-кустара яракан йӑкӑл-якӑла, хул хушшинчен ҫӑватрӗ те, шӑлне тӗрсӗр йӗрсе, ҫывӑхри пӗве ҫыранӗнче ашкӑрса ӳсекен хӑвалӑх патнелле талкӑштарса уттарчӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Патшалӑха тытса пырас сферӑра перекетлӗ производство проекчӗсене пурнӑҫламалли Республикӑри компетенцисен центрне туса хунӑ, чи лайӑх проектсен базине йӗркеленӗ, ӗҫлев тӑкакӗн ытлашши 530 яхӑн сехетне тупса палӑртнӑ.

В результате создан Республиканский центр компетенций по реализации проектов бережливого производства в сфере государственного управления, сформирована база лучших проектов, выявлено около 530 тыс. лишних часов трудозатрат.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Мӗне кура хӑйӗн кашни пушӑ сехетне ҫакӑнта тӑрмашса ирттерчӗ?

Помоги переводом

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Эпӗ ҫав вӑхӑтӑн кашни сехетне мар, минутне астӑватӑп.

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Аллинчи сехетне тӗрӗслесех тӑрать, вӑхӑт пӗлтерсе, чан шаккать.

Помоги переводом

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Чейшӗн рехмет, — Петӗр ура ҫине тӑчӗ, ылтӑн вӑчӑраллӑ сехетне кӑларса пӑхрӗ.

Помоги переводом

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тепӗр эрнере класс сехетне ватӑсен кунне халаллӗҫ.

Помоги переводом

Чи кирли пирки калаҫаҫҫӗ // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11359-ch ... i-kalacacc

Сехетне ик-виҫ ҫухрӑм тунӑ пултӑр.

А накружил версты три, не больше.

Ҫил-тӑманлӑ каҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

«Чи пӗлтерӗшли ҫинчен калаҫатпӑр» класс сехечӗ хам ачалӑхри политинформации сехетне аса илтерет.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнчен - ҫӗнӗлле // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/cene-vereny-culen ... nelle.html

Вӗсем мӗнрен кулнине ӑнланмарӗ Эльгеев, хӑйӗн сехетне кӑларса пӑхрӗ.

Помоги переводом

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Вунӑ минутран Чебоксаров лекцийӗ пуҫланать — васкар, — ҫумри сехетне кӑларса пӑхрӗ Эльгеев.

Помоги переводом

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Пулкалать ун пекки те: пур чӗрчун та пӗр пек мар — хӑшне пилӗк минут шӑршлаттарни те ҫитет, тепӗрне — ҫиччӗ те сахал, — текелесе, сехетне уҫса пӑхрӗ профессор.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Профессор жилет кӗсйинчен кӗмӗл сехетне кӑларса пӑхрӗ:

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Пит тӗрӗс ҫӳрет, — терӗ Тенюков, ҫумри сехетне Клавдия Федоровнӑна Соньӑна кӑтартса.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Кӗмӗл сехетне чӑнах пачӗҫ.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Ӑҫталла утӑпӑр ӗнтӗ: ӗҫ тупӑнчӗ, малашне иксӗмӗр пӗрле пулӑпӑр, — терӗ Эльгеев, шӑлавар кӗсйинчи хура тимӗр сехетне кӑларса пӑхса.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Кӗсйинчи сехетне кӑларса, мӗнле хӑвӑртлӑхпа утнине тӗрӗслерӗ.

Помоги переводом

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней