Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

салтрӗ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Салтак хутаҫҫине салтрӗ те консерва банки, колбаса татӑкӗ кӑларчӗ.

Помоги переводом

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тапак миххине салтрӗ те унтан кӗтеслӗ стакан туртса кӑларчӗ, йӗри-тавра пӑхкаласа илчӗ.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӗсйинчен тутӑр ҫыххи кӑларса салтрӗ.

Помоги переводом

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Куля, сӗтел умне пырса, амӑшӗн куҫӗнчен савӑнӑҫлӑн пӑхса хулпуҫҫи урлӑ ҫакӑнса тӑракан пушӑ кутамккине сак ҫине хучӗ, ун ӑшӗнчен марльӑпа черкенӗ пысӑках мар ҫыхӑ салтрӗ те амӑшӗ умне хучӗ.

Помоги переводом

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Ача васкасах урине салтрӗ, тӑлисене алӑк сули ҫумне пуҫтарса хучӗ.

Помоги переводом

9 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ваҫиле хӑранипе сиксе илчӗ, малтан яла вӑрҫӑ ҫитрӗ тесе хӑранӑччӗ, анчах самантран ҫакӑ ҫурхи пирвайхи аслати пулнине ӑнланчӗ те пӗр халат вӗҫҫӗн картишне чупса тухрӗ, пиҫиххине салтрӗ, халатне хыврӗ те ҫумӑр айне утрӗ, мӗнпур ӳт-пӗвӗпе чӗтренсе илчӗ:

Помоги переводом

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӗрлӗ кӗтесе тенкел лартрӗ те ун ҫине хӑпарса турӑшсен хыҫӗнчен пӗчӗк тӗрке кӑларчӗ, сӑмса тутрине салтрӗ:

Помоги переводом

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Акӑ, ме, — сапунне салтрӗ Сантӑр.

Помоги переводом

XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Карчӑк ҫыхха салтрӗ:

Помоги переводом

XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Хутаҫне салтрӗ.

Помоги переводом

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӑл мӑнаҫлӑн, никам ҫине те пӑхмасӑр, ҫав хӗрлӗ тутӑра картишӗнчех салтрӗ те кӗсйине чиксе хучӗ, вара купӑсне тӑсса ячӗ.

Помоги переводом

XVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Укахви тутӑрне салтрӗ те, пуҫне савӑнӑҫлӑн ҫӗклесе, сисӗни-сисӗнми ҫумӑр айӗнче имлӗ-симлӗ сывлӑшпа киленсе, хуллен утрӗ.

Помоги переводом

11 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

9 ҫултан ҫеҫ ҫӗнӗ ҫурт лартма вӑй-хал ҫитертӗмӗр, - салтрӗ сӑмах хутаҫҫине пӗчӗкрех кӗлеткеллӗ сӑнран илемлӗ ватӑ.

Помоги переводом

Мӑшӑр хисеплени хаклӑ // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/mashar-xisepleni-xakla.html

Кӑлкан ҫӳҫлӗ ҫамрӑк хӗрарӑм ҫумӗнче каскине хывса япшаррӑн тайӑлчӗ, хаҫатне салтрӗ, хӗрарӑма шурӑ роза сӗнчӗ.

Помоги переводом

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Залра шифоньер хыҫӗнчи кравать еннелле пӑхкаласа Наталь ҫийӗнче мӗнпуррине пӗтӗмпех хыврӗ, юлашкинчен кӑкӑр ҫыххине салтрӗ.

Помоги переводом

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Савантер васкаса хӑйне ҫыхнӑ пушӑта салтрӗ те ҫӳлелле, пакша патнелле улӑха пуҫларӗ.

Помоги переводом

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ула Тимӗр алӑри сехетне салтрӗ те иртен-ҫӳрене пичӗпе — ҫут ҫаврашкипе «кӑчӑк туртмалла» сулахай ал лаппи ҫине хучӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр рюкзакӗн касакла ҫыхнӑ анине салтрӗ, ҫӗр ҫине ҫыртмалли юлашкисем (кӑлпасси таткипе тата икӗ пӗҫернӗ чӑх ҫӑмартипе кӑнтӑр апачӗ тунӑччӗ) хунӑ пӗр целлофан пакечӗ капӑртаттарса кӑларса хучӗ; тӳмисене вӗҫертсе, ҫиелти пӗр кӗсйинчен вӗретнӗ шывӗ ҫурри ҫеҫ юлнӑ пластик кӗленчи кӑларса лартрӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Сима чӗркемне салтрӗ, ун куҫӗ умне ылтӑн шывӗпе илемлетсе-эрешлесе пӗтернӗ чечек вази тухса тӑчӗ.

Помоги переводом

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Марине ҫиппе темиҫе хут яваласа ҫыхнӑ хӗрлӗ хутаҫа салтрӗ.

Помоги переводом

Тӳме // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 83-84 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней