Поиск
Шырав ĕçĕ:
3. Эсир, асап кунӗ ҫитесси инҫе-ха тесе шутлакансем, пусмӑр ҫӗнтерессе ҫывхартакансем, 4. эсир, сӑлан шӑмминчен тунӑ чаплӑ саксем ҫинче выртакансем, вырӑнӑрсем ҫинче рехетленекенсем, кӗтӳри чи лайӑх такасене, чи сӗтеклӗ кӗтӳлӗхсенче ҫӳрекен пӑрусене ҫиекенсем, 5. кӗвве Давид пекех калама пултаратпӑр тесе кӗсле ҫеммипе юрлакансем, 6. куркапа эрех ӗҫекенсем, чи паха сӗрӗшпе сӗрӗнекенсем, эсир Иосиф асапӗшӗн хуйхӑрмастӑр та!
Ам 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.