Поиск
Шырав ĕçĕ:
Уҫланкӑ варринче курать акӑ: ҫурт тесен ҫурт мар, пӳрт тесен пӳрт мар, анчах король е патша керменӗ, йӑлтах вут пек ҫиҫсе те йӑлкӑшса тӑрать, хӑй ылтӑн та кӗмӗл, ахах пӗрчисемпе мерченӗсем ялкӑшса тӑраҫҫӗ, хӑй ҫунать те ҫутатать, анчах ниҫта та вут курӑнмасть, хӗвел ҫӗр ҫине анса ларнӑ тейӗн ҫав, куҫпа пӑхма ҫук — куҫ йӑмӑхать.
Кӗрен чечек // Владимир Ухли. Аксаков С.Т. Кӗрен чечек: юмах. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34 с. — 5–34 с.
Вӑл пӳрт тӑрринчи шӑтӑксене курӑк чиксе тухнӑ, канне ҫӗнӗрен тума пуҫланӑ, мӑрйине тасатнӑ, пӳрт стенисене тӑмпа шӑлма тытӑннӑ.
I // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Пӳрт патне кӗмсӗртетсе чарӑннӑ пролетка сассине илтсе, Игнат урамалла ҫаврӑнса пӑхнӑ, унтан ывӑлне курса, хаваслӑн: — А-а! Ҫитрӗн-им? — тесе пӳртренех кӑшкӑрнӑ.
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑрӑмран та вӑрӑм темелле, мӗн вӗҫне ҫитичченех, пӳрт тӑрринче урай, урай ҫинче тепӗр пӳрт пур.Длинный-длинный, до самого конца, а сверху дома пол, а на полу опять дом.
Пӑрахут килни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Пӳрт ҫине пырса тӑрӑнсан, пӳрте те ишсе пӑрахать.
Пирӗн ҫумран акӑ мӗн иртсе кайрӗ // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Читлӗх ӑшӗнче ун валли пӗчӗк пӳрт туса панӑ, пӳртре тепӗр дикобраз выртать.В клетке у дикобраза был домик, и там, в домике, другой дикобраз лежал.
Дикобраз // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Илюхӑсен пӳрчӗ вара юмахри «чӑх ури ҫинчи» пӳрт пек, сарӑ акаци хыҫӗнчен суккӑр куҫ пек курӑнакан чӳречипе чалӑшшӑн, такама чеен сӑнанӑ евӗр пӑхать.
1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Пӗр пӳрте те паллама ҫук: пӗрне шуратнӑ та вӑл чечекленекен улмуҫҫипе пӗр тӗслӗ пулса ларнӑ; теприн тӑрринче курӑк ешерет, ҫавӑн пирки тӑмран ҫапса тунӑ пӳрт мӑкпа витӗннӑ чул пек пулса ларнӑ.
1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Каярахпа, Кальмиусӑн чӑнкӑ ҫыранӗсем тӑрӑх йӗркипех ҫӗр пӳртсем туса тултарсан, Анисим Иванович авланнӑ та, ыттисем пекех, хӑй валли пӗчӗк пӳрт туса лартнӑ.
1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Иван Иванович пырса кӗнӗ пӳлӗм сӗм тӗттӗмччӗ, мӗншӗн тесен чӳречи хупписене хупнӑччӗ, ун ҫине шӑтарса тунӑ шӑтӑк витӗр хӗвел пайӑрки кӗрет те пӳртре асамат кӗпере пек курӑнса вылянать, хирӗҫри стена ҫине пӳрт тӑррине витнӗ хӑмӑшсен, йывӑҫсен, картишне ҫакнӑ тумтирсен мӗлкине ула-чӑпарӑн ӳкерет, анчах вӗсем пурте тепӗр майӑн ӳкеҫҫӗ.
II сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Черепицӑпа витнӗ пысӑк мар пӳрт, чӳречисене яриех уҫнӑ; ытти пӳртсем пекех, ку та йывӑҫсен сулхӑнӗнче пытанса ларать.
Кам пулма туртӑм пур санӑн? // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Пӳрт ҫине пулеметсенчен вут тивертекен пульӑсемпе пеме тытӑнчӗҫ, пӳрте вут хыпса илчӗ, пур кантӑксенчен те ҫулӑм вӗлкӗшет, тӗтӗм палкать.
Кӗпер // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.
Мӗн, пӳрт пӳртех ӗнтӗ, шултӑра пӗренесенчен пурана тӑватӑ стеналлӑ тӑвӑрах мар хӳтӗ йӑва.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Вӑл пӗр пӳрт умӗнче чарӑнса тӑнӑччӗ; сасартӑк ҫав пӳрт еннелле ҫаврӑнчӗ те калама тытӑнчӗ:Он повернулся лицом к хате, против которой остановился, и начал:
Прицепщик Терентий Петрович // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 109–130 с.
Унӑн пӳрчӗ, ыттисенчен уйрӑмах, илемсӗрччӗ: стенисем ҫумӗнчен тӑм катӑла-катӑла уйрӑлса ӳкнӗ, пӳрт тӑрри пусӑрӑнса анса тӗве курпунӗ пек пулса ларнӑ; тислӗкне выльӑх карти ҫумнех сӑрт пек купаланӑ та, ун тӑрӑх карта тӑрнех хӑпарса кайма пулать; хуҫӑк авӑрлӑ кӗреҫи стена ҫумӗнче йӑваланса выртать.
Балалайкӑллӑ Йӑкӑнат // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 84–108 с.
Ҫырманалла кӗрсе ҫухалатчӗҫ те вара сасартӑк, тӳттӳрӳт сассипе каллех уялла сапаланса тухса, «ура» кӑшкӑрса, параппан сассисем усаллӑн янтратса тӑнӑ хушӑра, штыкӗсене шӑрт пек тӑратса, тӳрех пирӗн пӳрт патнелле чупатчӗҫ, пирӗн пӳрте вӗсем акӑ халех ҫӗр ҫинчен хӑйпӑтса ӳкерсе, утӑ капанне салатнӑ пекех, салатса тӑкас пек туйӑнатчӗҫ.
VII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Кларкпа Гойда пӗчӗк пӳрт патнелле утрӗҫ, ун тавра ҫӳлех мар хӳме тытса ҫавӑрнӑ, пӳрт умӗнче черешньӑсем лараҫҫӗ.Кларк и Гойда направились к домику, обнесенному невысоким частоколом, с черешнями под окнами.
15 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Юр шӑлса тултарнӑ шыв хӗррине татах тинкерсе пӑхса тухрӗ те Вияль, сасартӑк пӗчӗк ҫӗр пӳрт тӗрекӗ юлашкине курчӗ: ҫав ҫӗр пӳртре вӑл темиҫе ҫул маларах ашшӗпе — Акопа ҫулла пулӑ тытнӑ вӑхӑтра пурӑннӑ.
Хӗрарӑм-сунарҫӑ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Юрать, пӳрт пултӑр! — йӑл кулса илчӗ те Кааля, ярангине хӗрхенмесӗрех пӑсса, Соньӑпа пӗрле пӳрт тума тытӑнчӗ.
Соньӑн ҫӗнӗ тусӗсем // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
А-авӑ, хӑрах куҫне мӑчлаттарса ларакан пӳрте, тармакланӑ пуҫне усса антарнӑскер, куратӑн-и? — старик пӗр чӳречине хӑмапа ҫапса хунӑ, тӑррине улӑм витнӗ, тирӗнсе каяс пек ларакан пӳрт ҫине кӑтартрӗ.
XV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.