Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пӗҫерсе (тĕпĕ: пӗҫер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Валерия Ивановна хӑйӗн питҫӑмартийӗсем пӗҫерсе кайнине туйрӗ, пичӗ ҫине тӗл-тӗл хӗрлӗ тӗс тапса тухрӗ.

Помоги переводом

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Хирте вӗсем кӑнтӑрлахи апат пӗҫерсе ҫирӗҫ, апат хыҫҫӑн тӳрех командовани палӑртнӑ вырӑна, танксемпе пехота иртекен ҫулсене, минӑларӗҫ.

Помоги переводом

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Янаслов ҫан-ҫурӑмӗ тӑрӑх сасартӑк темскер сӑрӑлтатса чупса иртнӗ пек пулчӗ, вӑл хӑйӗн пичӗ пӗҫерсе кайнине туйрӗ.

Помоги переводом

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Манӑн пит сасартӑк пӗҫерсе кайнине туйрӑм эп, анчах хам самантрах ҫапла ответлесе хутӑм:

Помоги переводом

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Кӑкӑрта манӑн, пӗҫерсе, тарӑхупа кӳренӳ вучӗ сарӑлчӗ, эсӗ ҫак самантра ют арҫынпа утнишӗн мар, хамӑн пурнӑҫ ҫак тарана аталанса ҫитме пултарнӑшӑн, хамӑн пурнӑҫа хамах ҫак тарана ҫити анса ларма май панӑшӑн…

Помоги переводом

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Аня пит-куҫӗ каллех ҫакӑншӑн пӗҫерсе кайрӗ.

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Бетховен е Дебюсси симфонийӗсене итлесе киленес вырӑнне сыснасене тутлӑрах апат пӗҫерсе парассишӗн хыпкаланаҫҫӗ.

Помоги переводом

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫӗрулмине пӗҫерсе ҫиме май пур.

Помоги переводом

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Сехетне вӗҫертсе илесрен шикленнӗ хӗрарӑм та ӑна ӑш-чикки пӗҫерсе тухмалӑхах тарӑхтарчӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ҫакна илтсен Тарасӑн пит-куҫӗ вут пек пӗҫерсе кайрӗ.

Помоги переводом

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Яла ҫитсен, хамӑн хурҫӑ урхамаха гаража лартатӑп та тӳрех Укҫук кинеми патне вӗҫтеретӗп, газ плити ҫинче ӑна чӑх шӳрпи пӗҫерсе ҫитеретӗп.

Помоги переводом

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

Киле таврӑнсан ачасен урокӗсене тӗрӗслемелле, апат пӗҫерсе ҫитермелле, хваттере тирпейлемелле.

Вернувшись домой, надо проверить уроки детей, сварить обед, убрать квартиру.

Ӑстасем пирӗн хушӑра пурӑнаҫҫӗ // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2023/04/14/a%d1%81%d1 ... %d0%b0cce/

Амӑшӗсем халь кӑна апат пӗҫерсе ҫинӗччӗ.

Помоги переводом

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Эрне хушши вӗсем пулӑ яшки пӗҫерсе ҫисе пурӑнчӗҫ, Санюкпа Федьӑна пӗр йышши апат йӑлӑхтарса ҫитерекен пулчӗ, анчах урӑх нимӗн те шутласа тупаймарӗҫ-ха.

Помоги переводом

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Мӗнле пӗҫерсе ҫимелле-ха?

Помоги переводом

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Киле таврӑнсан, амӑшӗ ачисене ҫӑмах яшки пӗҫерсе ҫитерчӗ, чей ӗҫтерчӗ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Юрать-ха вут ҫинче хуранпа кӗрпе, пӑрҫа яшки пӗҫерсе ҫитеретчӗҫ, тутлӑччӗ вӗри апат.

Помоги переводом

Пурӑнатпӑр-ха, тӑван, пурӑнатпӑр... // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... uranatpar/

Мана эсӗ кукӑль-икерчӗ пӗҫерсе ҫитер, тата пӳрте-ҫурта тирпейлесе тӑр.

Помоги переводом

Хӗрлӗ тутӑр // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 54–56 с.

Пӳлӗме тирпейлесе тӑр тата кукӑль-икерчӗ пӗҫерсе ҫитер мана.

Помоги переводом

Хӗрлӗ тутӑр // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 54–56 с.

Апат-ҫимӗҫ пӗҫерсе чӑрманас килменнипе.

Помоги переводом

Шанчӑклӑ мел // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 52–54 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней